Кĕçнерникун, 18.04.2024, 10:34
Эсир кунта çак ятпа кĕтĕр Хăна | Ушкăн "Хăнасем"

Тĕп страница | Манăн профиль | Тухас

                     Нестĕр Янкас ячĕллĕ пĕрлĕх

                

)?>
Салам кĕтесĕ
500


Тĕп страница » 2011 » Ака » 1 » Юрий Романовăн пултарулăх каçĕнче
Юрий Романовăн пултарулăх каçĕнче
23:21
Сăн ÿкерчĕк
Çак ятпа иртрĕ мартăн 22-мĕшĕнче Красноармейскинчи халăх пултарулăх çуртĕнче хамăрăн тепĕр паллă ентешĕн — хăй тĕллĕн вĕреннĕ композиторăн — Юрий Романовăн пултарулăх каçĕ. Ăна вăл çуралнăранпа 65 çул çитнине халалланă. 
Каçа пынисем хаваслă та мал ĕмĕтлĕ, ырă кăмăллă та сăпайлă, тăрăшуллă та хастар çынпа паллашрĕç. Юрий Петрович хăй музыка тĕнчипе епле çывăхланни, кашни юррин кун-çулĕ çинчен кĕскен паллаштарчĕ. Хут купăспа илемлĕ кĕвĕсем вылярĕ.
Юбиляра саламлама тус-юлташĕсем, тăванĕсем, ĕçтешĕсем, ĕçлĕ çынсем тата аякри хăнасем пуçтарăннă.
Чи малтанах район администрацийĕн пуçлăхĕн çумĕ, халăха вĕрентес ĕç пайĕн ертÿçи Ю. А. Васильева сăмах пачĕç. Вăл Юрий Романовăн пĕтĕм кăмăл туртăмĕ, тĕп тĕллевĕ çынсене савăнтарасси, ырă тăвасси пулнине палăртрĕ. Нумай çул хушши сцена çинчи ăсталăхне кăтартнăшăн ăна район администрацийĕн хисеп грамотипе чысларĕ.
Ăшă тĕл пулу каçĕнче Юрий Романов кĕвĕленĕ мĕн пур юрăсем янăрарĕç. Сăмахĕсене П. Çăлкуç, Н. Силпи, Н. Ершов тата хăй çырнă. Вĕсене чăваш халăх артистки Галина Смирнова, Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ артисчĕ Валерий Семенов, Анастасия Козловапа Маргарита Иванова çамрăк юрăçсем, газ уçлакан станци клубĕн "Каприз” вокал ушкăнĕ, районти халăх пултарулăх çурчĕн "Трак ен” музыкăпа фольклор ансамблĕ, ветерансен хорĕн арçынсен ушкăнĕ шăрантарчĕç.
Юрă-кĕвĕпе саламласа каçа пуянлатма килнĕ ушкăнсем те пулчĕç. "Заволжски” клуб çумĕнчи ветерансен хорĕ, халăх пултарулăх çурчĕн хут купăсçисен "Хавал” ансамблĕ икĕ-виçĕ номер парнелерĕç. Сăмах май, Юрий Романов та çак ансамбльте хутшăнса вылять.
Хăйсен ĕç ветеранне — Юрий Петрович Романова газ уçлакан станцинчи профком председателĕ Я. В. Малинин администраци ячĕпе салам çырăвĕ пачĕ, укçан пысăк пулăшу пани çинчен пĕлтерчĕ.
Районти Нестер Янкас ячĕллĕ литературăпа искусство тата культура пĕрлĕхĕ ячĕпе ку пĕрлĕх правленийĕн хисеплĕ председателĕ Н. Г. Ершов саламларĕ, Юрий Романова хисеп хучĕпе наградăларĕ, парне пачĕ, хăйĕн ăна халалланă "Юрла, тăван” сăввине вуларĕ.
Пултарулăх каçĕ пурте пĕрле авторăн "Янра, купăс” юррине юрланипе вĕçленчĕ. Юратнă композитора пурнăç çулĕпе малашне те çирĕп утăм, умри тĕллевсене пурнăçлама çирĕп сывлăх, вăрăм кун-çул, иксĕлми телей сунчĕç.
Юрий Романовăн пултарулăхĕ çинчен электронлă презентаци йĕркеленĕ. Музыка обществин районти уйрăмĕ тăрăшнипе унăн юррисен пуххине "Кĕрхи туйăм” ятпа уйрăм кĕнеке туса кăларнă.
Автор хăйне çапла хакласа чыс тунăшăн пĕтĕм халăх умĕнче чĕререн тав сăмахĕ каларĕ.
Çыпăçтарнисем:
Миçе çын пăхнă: 502 | Кам хушнă: mixaj_58 | Рейтинг: 5.0/1 |
Пĕтĕмпе миçе комментари: 0


Кĕмелли форма

Шырав

Кун тăрăм
«  Ака 2011  »
ТнЫтЮнКçЭрШмВс
    123
45678910
11121314151617
18192021222324
252627282930

Хыпарсем архивĕ

Ыйту
Cайта хак парăр
Пурĕ миçе хурав: 88

Баннерсем

null

null

null

chuvash.eu

Пушкăрт чăвашĕсен хаçачĕ


Сайт тусĕсем

Статистика



Кунта халĕ: 1
Хăнасем 1
Юзерсем 0

!--
Copyright © Аксар Чунтупай 2024Сделать бесплатный сайт с uCoz