Шăматкун, 20.04.2024, 10:36
Эсир кунта çак ятпа кĕтĕр Хăна | Ушкăн "Хăнасем"

Тĕп страница | Манăн профиль | Тухас

                     Нестĕр Янкас ячĕллĕ пĕрлĕх

                

)?>
Салам кĕтесĕ
500


Тĕп страница » 2013 » Пуш » 4 » Юрă-ташă ытамĕнче — çур ĕмĕр ытла
Юрă-ташă ытамĕнче — çур ĕмĕр ытла
22:06
Сăн ÿкерчĕк
Акă, чаршав уçăлчĕ. Сцена çинче — Красноармейскинчи ял тăрăхĕсем хушшинчи информаципе культура центрĕ çумĕнчи Н. Никоноров ертсе пыракан "Трак ен” халăх фольклор ушкăнĕ. Чăваш халăх юрри-ташшине кăмăллакан çирĕме яхăн çын пĕр чăмăра пухăннă. Сассисем уçă, тумĕсем капăр. Çирĕм çул ытла ĕнтĕ тăван халăха пултарулăхĕпе савăнтараççĕ.
Ушкăн йĕркеленнĕренпех юрă-ташă ытамĕнче Ольга Афанасьевнапа Лев Григорьевич Григорьевсем. Кил хуçи Вутланта, мăшăрĕ Нимĕчкассинче çуралнă. Иккĕшĕ те Красноармейскинчи вăтам шкулта вĕреннĕ. Çавăн чухне паллашнă та. Туслăх юратăва куçнă. Пĕрлех И. Я. Яковлев ячĕллĕ Чăваш патшалăх педагогика институтĕнче пĕлÿ илнĕ: Лев Григорьевича хамăр районти Алманч, Ольга Афанасьевнана вара кÿршĕллĕ Вăрнар районĕнчи Кĕçĕн Кипек шкулĕсене ĕçлеме янă. Шăпах ун чухне çемье тĕвĕленĕ вĕсем. Пурнăç шăпи çамрăк педагогсене каярахпа район центрне илсе çитернĕ. Лев Григорьевич пĕр вăхăт райпо канашĕн председателĕн çумĕнче, пионерсен çурчĕн директорĕнче, вĕрентÿ пайĕнче вăй хунă. Вунă çул çамрăк ăрăва вырăс чĕлхипе литературине юратма вĕрентнĕ, Ольга Афанасьевна вара — хими предметне (вăл — Раççей Федерацийĕн халăха вĕрентес ĕç отличникĕ). 
Халĕ иккĕшĕ те тивĕçлĕ канура, "Ĕç ветеранĕ” ята тивĕçнĕ. Çемье пуçлăхĕн ĕç стажĕ 53, мăшăрĕн 36 çулпа танлашнă. Унсăр пуçне Лев Григорьевич тăххăрмĕш çул ĕнтĕ педагог-ветерансен районти канашне ертсе пырать. Вĕрентÿ министерствин, Патшалăх Канашĕн, Чăваш наци Конгресĕн грамотисене тивĕçнĕ. 
Тĕрĕссипе, пур енлĕ аталаннă çемье теме пулать Григорьевсем пирки. Вĕсен пахчинче мĕнле кăна чечек ÿсмест-ши: георгинсем, гвоздикăсем, тюльпансем, каçхи фиалкăсем, тĕрлĕ тĕслĕ гладиолуссем… Çынсене те парнелеççĕ ку илеме. 
Спортпа та туслă. "Ир-каç 3—4-шар çухрăм утмасан е чупмасан, темĕн çитмен пекех туйăнать. "Упи — Красноармейски” маршрутпа иртекен чупăва çулленех хутшăнатăп. Хĕлле йĕлтĕр çине тăратпăр”, — тет Лев Григорьевич. Сăмах май, сăвăсем те çырать вăл. Хăшне-пĕрне хăй вăхăтĕнче район хаçатĕнче те пичетленĕ. 
Çапах та унăн чунне чи çывăххи — юрă-ташă тĕнчи. Çур ĕмĕр ытла ĕнтĕ çапла. Ача чухнех пултарулăх çулне такăрлама тытăннă мар-и? Вутлан клубĕн заведующийĕ Сидор Алексеев ("Çитăр мучи” тенипе ăна районĕпех пĕлнĕ) хавхалантарнипе концертсене хутшăннă. Красноармейскинчи вăтам шкулта вĕреннĕ чухне тата Константин Архипов композитор йĕркеленĕ хора çÿренĕ. Институт хорĕнче юрлани, театр-студире пултарулăха туптани… Пĕр сăмахпа, юрласа ташламасăр пурăнман пĕртте. 
Маларах палăртрăм ĕнтĕ, 20 çул ытла Григоьевсем "Трак ен” халăх фольклор ушкăнне çÿреççĕ. Мĕн йĕркеленнĕренпех унта юрлаççĕ-ташлаççĕ. Ку ушкăна юлашки çулсенче хамăр ентеш — Çĕньял Чуракассинче ÿснĕ Николай Никоноров композитор-юрăçă ăнăçлă ертсе пырать. Ăçта кăна çитсе пултарулăхне кăтартман-ши вĕсем? Ушкăн Тюмень облаçĕнче çеç виçĕ хутчен пулнă. Мари Элти Морки районĕнче, Тутарстанри Кăнна Кушки ялĕнче, Чул хула облаçĕнчи Городец хулинче пурăнакансем, "Вега” санаторире канакансем умĕнче концертсем кăтартнă, хамăр республикăри чылай район çыннисене те пултарулăхĕпе савăнтарнă. Кунсăр пуçне Григорьевсем районти ветерансен хорне те çул такăрлаççĕ. Çак коллективпа та чылай ял-хулана тухса çÿренĕ. 
"Чăваш халăх, хамăр тăрăхри композиторсен юррисене шăрантарма кăмăллатăп. Ташлама юрататăп. Чун-чĕре хĕрÿлĕхпе тулать çав самантсенче”, — тет Лев Григорьевич. Ыт ахальтен мар-тăр ăна 1993 çулта районти Нестер Янкас ячĕллĕ премине панă. 
Икĕ хĕр ÿстернĕ туслă та телейлĕ мăшăр. Хăйсем пекех тарават та ĕçчен. Татьяна, ав, ашшĕ çулĕпе кайнă, Красноармейскинчи вăтам шкулта вырăс чĕлхипе литературине вĕрентет. Наталья — ял тăрăхĕсем хушшинчи информаципе культура центрĕн директорĕн çумĕ. Виçĕ мăнук Григорьевсен. Дима — Хусанти химипе технологи университечĕн 4-мĕш курс студенчĕ. Аньăпа Настя вара шкула çÿреççĕ.

В.Данилов
Çыпăçтарнисем:
Миçе çын пăхнă: 457 | Кам хушнă: mixaj_58 | Рейтинг: 5.0/1 |
Пĕтĕмпе миçе комментари: 0


Кĕмелли форма

Шырав

Кун тăрăм
«  Пуш 2013  »
ТнЫтЮнКçЭрШмВс
    123
45678910
11121314151617
18192021222324
25262728293031

Хыпарсем архивĕ

Ыйту
Cайта хак парăр
Пурĕ миçе хурав: 88

Баннерсем

null

null

null

chuvash.eu

Пушкăрт чăвашĕсен хаçачĕ


Сайт тусĕсем

Статистика



Кунта халĕ: 1
Хăнасем 1
Юзерсем 0

!--
Copyright © Аксар Чунтупай 2024Сделать бесплатный сайт с uCoz