Кĕçнерникун, 25.04.2024, 03:09
Эсир кунта çак ятпа кĕтĕр Хăна | Ушкăн "Хăнасем"

Тĕп страница | Манăн профиль | Тухас

                     Нестĕр Янкас ячĕллĕ пĕрлĕх

                

)?>
Салам кĕтесĕ
500


Тĕп страница » 2009 » Раштав » 18 » Пĕрлĕх юбилейне хатĕрленсе
Пĕрлĕх юбилейне хатĕрленсе
20:29
Сăн ÿкерчĕк

Красноармейски районĕн тĕп библиотекин вулав залĕнче Н. Янкас ячĕллĕ пĕрлĕхĕн  черетлĕ ларăвĕнче Н.Янкас ячĕллĕ пĕрлĕх йĕркеленнĕренпе 20 çул тултарнине тĕплĕн хатĕрленсе кĕтсе илес ыйтăва пăхса тухнă. 

Сăмах май, 1989 çулхи декабрĕн 22-мĕшĕнче районта Н.К.Ефимов (Янкас) поэт ячĕллĕ культурăпа искусство тата литература пĕрлĕхне туса хунă. Ун чухне унăн правлени йышне 11 çынтан, ревизи комиссине 3-рен тата правлени председателĕ пулма Анатолий Антонович Раськин (Раскай) тухтăр-сăвăçа суйланă пулнă.

Пĕрлĕхĕн Уставĕпе Преми положенийĕ «Ял пурнăçĕ» хаçатăн 1990-мĕш çулхи 6-мĕш номерĕнче çапăнса тухнă.

Н.Янкас пĕрлĕх ларăвĕнче юбилей уявне 2010 çулхи февралĕн (нарăсăн) 25-мĕшĕнче, кĕçнерни кун, каçхине районти Халăх пултарулăх çуртĕнче ирттерме йышăннă. Унта лауреат ята илнĕ 9  пултарулăх коллективĕ тата уйрăм юрăçсемпе ташă ăстисем хăйсен ăсталăхне кăтартаççĕ.

Ларура правлени председателĕ Г.Ефимов-Тусли, правлени членĕсем С.Гурьева библиотекарь, культура ĕçченĕсем  А. Алексеев, Н.Никоноров тата Л.Антонов (Малтикас), Н.Ершов (Янкер) сăвăçсем тухса калаçнă. Унпа пĕрлех çитес ларура пĕрлĕхĕн ĕç планне  пăхса тухса çирĕплетме палăртнă.

Çыпăçтарнисем:
Миçе çын пăхнă: 664 | Кам хушнă: mixaj_58 | Рейтинг: 0.0/0 |
Пĕтĕмпе миçе комментари: 0


Кĕмелли форма

Шырав

Кун тăрăм
«  Раштав 2009  »
ТнЫтЮнКçЭрШмВс
 123456
78910111213
14151617181920
21222324252627
28293031

Хыпарсем архивĕ

Ыйту
Cайта хак парăр
Пурĕ миçе хурав: 88

Баннерсем

null

null

null

chuvash.eu

Пушкăрт чăвашĕсен хаçачĕ


Сайт тусĕсем

Статистика



Кунта халĕ: 1
Хăнасем 1
Юзерсем 0

!--
Copyright © Аксар Чунтупай 2024Сделать бесплатный сайт с uCoz