Кĕçнерникун, 28.03.2024, 18:21
Эсир кунта çак ятпа кĕтĕр Хăна | Ушкăн "Хăнасем"

Тĕп страница | Манăн профиль | Тухас

                     Нестĕр Янкас ячĕллĕ пĕрлĕх

                

)?>
Салам кĕтесĕ
500


Тĕп страница » 2012 » Утă » 25 » Ятлă-сумлă журналиста юлашки çула ăсатрĕç
Ятлă-сумлă журналиста юлашки çула ăсатрĕç
15:34
Сăн ÿкерчĕк
Утă уйăхĕн 18-мĕшĕнче пирĕн пултаруллă ентешĕн, "Хыпар” хаçатра чылай çул хушши вăй хунă ЧР журналистсен Çемен Элкер тата Леонид Ильин ячĕллĕ премийĕсен лауреачĕн, ЧР тата РСФСР культурăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕн Л. А. Алексеев журналистăн чĕри тапма чарăнчĕ. 
Иртнĕ эрне кун Леонтий Алексеевича ĕçтешĕсем, çывăх çыннисемпе тăванĕсем юлашки çула ăсатрĕç. Хурлăхлă митингра унăн пултарулăхĕпе ят-сумĕ çав тери пысăккине республикăри "Хыпар” хаçатăн тĕп редакторĕн çумĕ Г. А. Максимов, Кĕçĕн Шетмĕ енри ветерансен канашĕн председателĕ Н. С. Семенов, районти "Ял пурнăçĕ” хаçатăн тĕп редакторĕ И. А. Прокопьев, ЧР тава тивĕçлĕ зоотехникĕ Н. П. Петров, О. А. Алексеевпа (Ăсан Уçăпĕ) П. П. Сидоров (Лаштай) çыравçăсем, Кĕçĕн Шетмĕ ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Н. Г. Пантелеймонов тата Пшонкă ялĕнче пурăнакан П. И. Иванов уççăн палăртрĕç. 
Хастар журналист-публициста Пшонкă масарĕ çине пытарчĕç. Мухтавлă ĕçтешĕмĕр, йывăр тăпру çăмăл пултăр.

В.Данилов
Çыпăçтарнисем:
Миçе çын пăхнă: 522 | Кам хушнă: mixaj_58 | Рейтинг: 2.0/1 |
Пĕтĕмпе миçе комментари: 3
0  
1 mixaj_58   (26.07.2012 10:55) [Материал]
Хаклă çыннăмăра асăнса (Н.Семенов, "Ял пурнăçĕ", 27.07.12)

0  
2 mixaj_58   (26.07.2012 10:56) [Материал]
40 çул тăван республикăн тĕп хаçатĕнче — “Хыпарта” — пĕтĕм чунне парса, пултарулăх ĕçĕнче сулмаклă утăмсем туса ят-сумĕпе тăван республикăра кăна мар, ун тулашĕнче те пысăк хисепе тивĕçнĕ ентешĕмĕре — Леонтий Алексеевич Алексеев журналист-публициста, чăвашла пичетленнĕ чылай кĕнекесемпе брошюрăсен авторне районта пĕлмен çын çуках.
Акă анчахрах кăна, сывлăхĕ юлашки вăхăтра самаях хавшанă пулин те, çутталлах талпăнакан аслă юлташăмăрпа час-часах тĕл пулаттăмăр, иртни пирки пуплесе чунăмăрсене уçаттăмăр, ыранхи çинчен сăмах тапрататтăмăр. Ĕмĕчĕ сÿнменччĕ-ха, малаллах пăхатчĕ хаçатçă-ветеран.
Усал утпа çÿрет, — теççĕ те... Утă уйăхĕн 18-мĕшĕ, кăнтăрла иртнĕччĕ ĕнтĕ... Кĕтмен-çĕртен кĕсье телефонĕ янăраса кайрĕ. Чĕре тĕпĕнчен тухакан хурлăхлă сасăпа тăван ашшĕ, юратнă кукашшĕ, аслă та çывăх çыннăмăр, юратнă пиччемĕр, ăслă та пысăк юлташăмăр, пултаруллă “хыпарçă” Леонтий Алексеевич Алексеев вилсе кайни çинчен пĕлтерчĕç.
Л. А. Алексеев Кăмакал ялĕнче 1938 çулхи авăн уйăхĕн 7-мĕшĕнче çуралнă. Ачалăхĕ вăл вăхăтри синкерлĕ пурнăçра иртнĕ. Виçĕ çулта чухне тăван кил-çурт тĕрексĕр тăрса юлать. Фашистла Германи тапратнă чи хаяр вăрçăра тăван ашшĕ — Алексей Никифорович Никифоров — Смоленск хулишĕн пынă хаяр çапăçура хыпарсăр çухалать. Юратнă амăшĕпе — Вера Сергеевнапа пĕрле ырлăх-хурлăха пайласа çитĕннĕ ача. Вăрçă чарăнсан, 1946 çулхи сентябрĕн 1-мĕшĕнче Кĕçĕн Шетмĕри шкула 1-мĕш класа каять, 1953 çулта вĕренсе тухать. Леня — вăрçă ачи, ачалăхĕ çăмăл та савăнăçлă пулман. Тăлăх çемьере вăл — асли, кĕçĕннисем: икĕ йăмăкĕ — Евдокия тата Мария. Шкула час-часах хура çĕре шурă юр çуса лартиччен çарран утнă, пир сумкăра — кĕнекесемпе пĕрле пиçнĕ çĕр улмипе сухан. Шкултан таврăнсан, кĕркуннехи вăхăтра уя вырса илнĕ тырăран юлнă хăмăла кĕреплепе пуçтарса сивĕ пÿрте хутса ăшăтма çухрăмсерен йăтмалла пулнă. Çулла пысăкраххисемпе пĕрле ялтан 6 çухрăмра вырнаçнă Ункăçум заводĕнче кунĕпе ĕçлесе хĕвел анаспа пĕрер килограмм çĕр улми мезги, тепĕр чух çĕр улми крахмалĕн юлашкине киле илсе килнĕ, çапла майпа амăшне çемьене тăрантарма пулăшнă. Хĕллехи вăрăм каçсенче аран-аран хуткаласа ăшăтнă пÿртре уроксене хатĕрленипе пĕрлех, амăшне курăс чĕрме, чĕрнĕ курăса хĕçе тирме пулăшнă. Çав çулсенче пирĕн районти ялсенче килсерен чăпта ĕçĕпе тăранса пурăннă. Шкул пĕтернĕ хыççăн Леонтий тăван колхозра тĕрлĕрен ĕçсене пысăккисемпе пĕрлех хутшăнать: çуркунне уйра лашапа сÿре тăвать, шăтса тухма хатĕрленекен калчасене пĕр лаша кÿлнĕ йывăçран тунă катокпа пусăрăнтарать. Кĕçех çĕрĕн самаях яваплă та йывăр ĕçне кÿлĕнет: икĕ лаша кÿлнĕ икĕ каслă плугпа суха ĕçĕсене пурнăçлать. Вăл вăхăтра колхозра укçа ĕçлесе илме пачах пулман тесен те йăнăш мар. Ÿссе каччă пулнă çамрăкăн тăхăнас та пулать, йăмăксем те çитĕнеççĕ, вĕсене те шкула яма тумтир кирлĕ. Çапла вара Леонтий ялти темиçе çамрăкпа пĕрле Кемĕр облаçĕнчи Киселевск хулине тухса каять. Унта сăрт-ту промышленноçĕн училищинчен вĕренсе тухать. 1956 çулхи çурла уйăхĕн 25-мĕшĕнчен пуçласа “Кагановичуголь” трестне пăхăнакан 12-мĕш номерлĕ шахтăра çĕр айĕнче откатчик пулса ĕçлеме пуçлать. 1957 çулхи июнь уйăхĕнче строительство цехне штукатура куçать. 1958 çулта Леонтий çемйинче питĕ пысăк инкек — йывăр чире кайса хăйне çуратса ÿстернĕ юратнă амăшĕ — Вера Сергеевна Сергеева — 42 çултах çĕре кĕрет.
Çавна май Леонтий 1958 çулхи июнь уйăхĕнче тăван яла таврăнать, çемье пуçĕ пулса тăрать. Çав çулхи июнь уйăхĕнчен пуçласа хамăр районти хальхи культура çуртне тума хутшăнать, 1960 çулхи март уйăхĕчченех штукатурта ĕçлет. 1960 çулхи апрелĕн 22-мĕшĕнче Леонтий Алексеева Красноармейскинчи вăтам шкула ачасене штукатур ĕçне вĕрентекен инструктора ĕçе илеççĕ. Кунта 1960 çулхи май уйăхĕнчен пуçласа октябрь уйăхĕчченех хăй те штукатур пулса шкулăн çĕнĕ çуртне туса пĕтерме хутшăнать. Хĕллехи вăхăтра районти культура çуртĕнче кочегарта ĕçлет.
Çырас шухăш Леонтийăн ачаранах çуралнă. Чи малтанхи утăм районта тухса тăракан “Коммунизм çулĕпе” хаçатра (1958 ç.) умлă-хыçлах фельетон майлăрах икĕ статья пичетлесе кăларать. Пĕри — Кăмакалти выльăх пăхакансен кану çуртĕнче сыснасем çăвăрлаттарса (ялти çамрăксене пухăнмалли вырăн та çав çуртрахчĕ) “Правда” колхоз правленийĕ çамрăксене ялта кану условийĕсем туса паманни, тепри — Пшонкă ферминче вăй хуракан пĕр хĕрарăм-доярка мала тухас ĕмĕтпе хăйĕн сĕтпе тултарнă витрисем çине шыв ярса хушнă тĕслĕхе çирĕплетни... Ун хыççăн район хаçатĕнче час-часах “Л. Алексеев” тесе алă пуснă тĕрлĕрен статьясем курăнатчĕç. Çырас пултарулăхĕ ÿссе пынине курсах пулĕ ĕнтĕ 1961 çулхи июнь уйăхĕнче каччăна “Коммунизм çулĕпе” хаçата ĕçлеме илеççĕ. Унта вăл корректорта тимлет. Района пĕтернĕ хыççăнах 1962 çулти майăн 22-мĕшĕнче Л. Алексеева Çĕрпÿ районĕнчи “Октябрь çулĕ” хаçата фотокорреспондент пулма йышăнаççĕ, кĕçех литсотрудникра ĕçлеме тытăнать.

0  
3 mixaj_58   (26.07.2012 10:59) [Материал]
1966 çулхи май уйăхĕнче, Красноармейски районне çĕнĕрен йĕркеленĕ хыççăн, Красноармейскинче тухса тăракан “Коммунизм çулĕпе” хаçат редакторĕн заместителĕнче ĕçлеме пуçлать. 1966 çулхи июльте каллех Çĕрпÿри “Октябрь çулĕ” хаçат литсотрудникĕ. Хаçатçă пултарулăхĕ аталаннине “çÿлтисем” те асăрхамасăр юлма пултарайман. 1967 çулхи февралĕн 18-мĕшĕнчен пуçласа Л. Алексеев республикăри “Коммунизм ялавĕ” хаçатра Çĕрпÿпе Красноармейски районĕсен ятарлă корреспондентĕнче ĕçлеме тытăнать. 1970 çулхи февральтен пуçласа — хаçатăн ял хуçалăх пай заведующийĕ. 1978 çулхи августăн 16-мĕшĕччен “Коммунизм ялавĕ” хаçат редакторĕн заместителĕ. Çак ĕçре вăл 13 çул хушши тăрăшать. 1991 çулта хаçатăн ĕлĕкхи ятне тавăраççĕ, хаçат “Хыпар” ятпа тухма тытăнать. Л. Алексеев “Хыпар” хаçатăн ял хуçалăх пайĕн редакторĕ, 1993 çулхи февралĕн 2-мĕшĕнчен пуçласа 2008 çулхи декабрĕн 31-мĕшĕчченех, мĕн тивĕçлĕ канăва кайичченех, “Хыпар” хаçатăн экономика пайĕн редакторĕнче вăй хурать. Л. Алексеевăн ĕç кĕнекинче ĕçшĕн хавхалантарни тата парнесем пани çинчен калакан страницисенче творчествăлла пархатарлă та пултаруллă ĕçне кура темиçе хутчен те редакци тав туни, укçан премисем парса хавхалантарни çинчен çырса хунă. Хĕрĕх ултă çул хушшинче ял хуçалăх ыйтăвĕсемпе çыхăннă çĕршер статья, тĕрленчĕк, очерксемпе публицистикăлла материалсем çырнă Алексеев журналист. Хуçалăхсен çитĕнĕвĕсемпе çитменлĕхсене çутта кăларас тĕллевпе республикăри районсенче çитмен вырăн юлман та пуль. Л. Алексеев пултаруллă ĕç коллективĕсене, уйрăм çынсене асăрхама, кашни ертÿçĕпе, кашни ĕçченпе куçа-куçăн калаçма, вĕсене ăнланма, хаçат урлă хавхалантарма пултарнă! “Хыпар” хаçатра кăна 41 çула яхăн вăй хурса пултарулăхне ĕçри аслăрах юлташĕсенчен вĕренсе, аталантарса пынă. Хаçатăн экономика пайĕн редакторĕ пулнă май, паянхи ял, хресчен, фермер хуçалăхĕсен пурнăçне паянхи пурнăç шайĕпе виçме, танлаштарма пултарнипе кăна хаçата алла тытса вулакансемпе пĕр чĕлхе тупма май пулнине тавра курăмлă журналист лайăх ăнланнă. Кунта уйрăммăнах çĕр ыйтăвĕ, çĕр ĕçлекене пурлăх енчен хавхалантарасси, реформăсене ĕçлекеншĕн те усăллă ирттересси пысăк вырăн йышăннă. Журналистшăн ялта пурăнакан пурнăç условийĕсем (уйрăмах çамрăксемшĕн), çут çанталăка, тавралăха сыхласси чи çивĕч ыйтусем пулнă. Ахальтен мар ĕнтĕ вăл ял хуçалăхĕнчи чи пысăк пĕлтерĕшлĕ ыйтусене хускатнă. Хăй кăларнă чылай кĕнекесемпе брошюрăсемшĕн Чăваш АССРĕн Журналистсен союзĕн правленийĕн бюровĕн 1980 çулхи апрелĕн 29-мĕшĕнчи постановленийĕпе Л. Алексеев журналиста Семен Элкер ячĕллĕ премине парса чыс тунă. Вăл çак хисеплĕ лауреат ятне илекенсенчен — 9-мĕш çын. Л. Алексеев Чăваш Республикинчи журналистсен Леонид Ильин ячĕллĕ премийĕн лауреачĕ те. 1978 çулта вăл “РСФСР культурăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ” ята тивĕçнĕ. “Хисеп палли” орден кавалерĕ. Çавăн пекех ăна “Ĕç ветеранĕ” медальпе, кăкăр çине çакмалли чылай паллăсемпе чысланă. Ентешĕмĕр обществăлла ĕçре те самаях çитĕнÿсем тунă. Ахальтен мар ăна Шупашкар хула Канашĕн депутачĕ пулма виçĕ хутчен суйланă. 1985 çулта Л. Алексеева Чăваш АССРĕн Халăх контролĕн комитечĕн членне суйланă, 1967 çултанпа — СССР журналисчĕсен союзĕн членĕ. 1983 çулта Чăваш АССР Аслă Канашĕн, 1988 çулта Чăваш парти обкомĕпе Министрсен Канашĕн, Шупашкар хула Канашĕн хисеп грамотисене тата нумай ытти хисеплĕ хутсемпе хаклă парнесене тивĕçнĕ хаçат ветеранĕ. “Хыпар” хаçат тухма тытăннăранпа 100 çул çитнĕ май 2006 çулхи мартра экономика пайĕн редакторне Л. Алексеева РФ ял хуçалăх министерствин Хисеп грамотипе наградăлаççĕ. Çак наградăна савăнăçлă ларура Чăваш Республикин Президенчĕ Н. В. Федоров парать. Çавăн пекех тĕрлĕ тĕспе кăтартакан хаклă йышши телевизора тивĕçет пултаруллă та хастар хаçатçă-журналист. Ун ятне Чăваш энциклопедине те кĕртнĕ.
1933 — 1940 çулсенче хăйне йывăр вăхăтра Чăваш халăх поэчĕ Петĕр Хусанкай çакăн пек йĕркесем çырнă:
“Нумай çухалнă пуль йĕр, шутласассăн!
Этем таптанă ĕмĕр хăй Çĕрне.
Çапах та эп, хамран килес пулсассăн,
Хăварăттăм Хам Çăпатам йĕрне”.
Çапла, этем кун-çулĕ хăй çуралсанах кĕскелме тытăнать. Питĕ шел те, хаклăран та хаклă, пултаруллă çыннăмăр — Леонтий Алексеевич Алексеев — пирĕнтен ир уйрăлса кайрĕ. Леонтий Алексеевича — вăрçă ачине — чи пуçламăш çăпата йĕрĕ чăн-чăн хисеплĕ çынсен йĕрĕ çине илсе тухрĕ.
Хаклă çыравçă-юлташăмăр, çăмăл пултăр йывăр тăпру, канлĕ пултăр нÿрлĕ вырăну. Санăн таса та çутă сăнару — пирĕн асăмăртах юлĕ. Çапла пултăрччĕ.



Кĕмелли форма

Шырав

Кун тăрăм
«  Утă 2012  »
ТнЫтЮнКçЭрШмВс
      1
2345678
9101112131415
16171819202122
23242526272829
3031

Хыпарсем архивĕ

Ыйту
Cайта хак парăр
Пурĕ миçе хурав: 88

Баннерсем

null

null

null

chuvash.eu

Пушкăрт чăвашĕсен хаçачĕ


Сайт тусĕсем

Статистика



Кунта халĕ: 1
Хăнасем 1
Юзерсем 0

!--
Copyright © Аксар Чунтупай 2024Сделать бесплатный сайт с uCoz