Эрнекун, 29.03.2024, 16:51
Эсир кунта çак ятпа кĕтĕр Хăна | Ушкăн "Хăнасем"

Тĕп страница | Манăн профиль | Тухас

                     Нестĕр Янкас ячĕллĕ пĕрлĕх

                

)?>
Салам кĕтесĕ
500


Тĕп страница » 2017 » Нарăс » 20 » Янкасçăсемпе конгресçăсем — пĕрлехи ларура
Янкасçăсемпе конгресçăсем — пĕрлехи ларура
17:08
Сăн ÿкерчĕк

Районти Н. Янкас ячĕллĕ культурăпа искусство тата литература пĕрлĕхĕн правленийĕпе Чăваш наци конгресĕн районти уйрăмĕн членĕсен пĕрлехи ларăвĕ пулчĕ. Унта тĕп ыйтусемпе Чăваш наци конгресĕн районти уйрăмĕн тата Н. Янкас ячĕллĕ пĕрлĕхĕн правленийĕн председателĕсем З. Михайловапа И. Прокопьев тухса каларĕç. Вĕсене тĕплĕн тишкерсе сỹтсе явнă хыççăн ларура пуш уйăхĕн 2-мĕшĕнчи 10 сехетре районти Культура çуртĕнче “Янкас вулавĕсем” ăслăлăхпа таврапĕлỹ конференцийĕ ирттерме, каçхине 18 сехет те 30 минутра кунтах районти Н. Янкас ячĕллĕ премин çĕнĕ лауреачĕсене чыслама йышăнчĕç, конференци тематикине, тухса калаçакансене, асăннă мероприятисене йĕркелесе ирттерессишĕн яваплисене палăртрĕç. Раççейри — Экологи, Чăваш Енри Амăшĕпе Ашшĕн çулталăкĕнчи культурăпа çыхăннă мероприятисен планĕ Трак енре çав тери анлă. Ларура, ав, кăçал литературăра, поэзире, журналистикăра, юрăпа ỹнер искусствинче вăй хуракансен юбилейĕсене паллă тăвассипе çыхăннă ыйтăва та хускатрĕç. Унсăр пуçне ларура пулнисем пуш уйăхĕн 30-мĕшĕнче, кĕçнерникун, каçхине 18 сехет те 30 минутра районти Культура çуртĕнче “Шетмĕпе Çавал кĕввисем” XIX фестиваль ирттерме калаçса килĕшрĕç. Çывăхри тĕллевсем паллă: янкасçăсемпе конгресçăсен çанă тавăрса хĕрỹ ĕçе кỹлĕнмелле çеç!

В. Данилов.

Çыпăçтарнисем:
Миçе çын пăхнă: 292 | Кам хушнă: mixaj_58 | Рейтинг: 5.0/1 |
Пĕтĕмпе миçе комментари: 0


Кĕмелли форма

Шырав

Кун тăрăм
«  Нарăс 2017  »
ТнЫтЮнКçЭрШмВс
  12345
6789101112
13141516171819
20212223242526
2728

Хыпарсем архивĕ

Ыйту
Нестер Янкас ячĕллĕ пĕрлĕх ĕçне епле хак паратăр?

Пурĕ миçе хурав: 50

Баннерсем

null

null

null

chuvash.eu

Пушкăрт чăвашĕсен хаçачĕ


Сайт тусĕсем

Статистика



Кунта халĕ: 1
Хăнасем 1
Юзерсем 0

!--
Copyright © Аксар Чунтупай 2024Сделать бесплатный сайт с uCoz