Кĕçнерникун, 25.04.2024, 07:19
Эсир кунта çак ятпа кĕтĕр Хăна | Ушкăн "Хăнасем"

Тĕп страница | Манăн профиль | Тухас

                     Нестĕр Янкас ячĕллĕ пĕрлĕх

                

)?>
Салам кĕтесĕ
500


Тĕп страница » 2016 » Утă » 21 » Илья Степанов композитор ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ
Илья Степанов композитор ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ
22:03
Сăн ÿкерчĕк

Чăваш музыка культури пысăк çухату тÿсрĕ. 76 çула кайса Илья Романович Степанов композитор вилсе кайрĕ. Композитор 1941 çулхи январĕн 31-мĕшĕнче Красноармейски районне кĕрекен Кушкă ялĕнче çуралнă. Ачаллах хăй тĕллĕн купăспа тата баянпа калама вĕреннĕ. Кушкăри тата Ман Шетмĕри шкулсенче пĕлÿ пухнă. Вăтам шкул пĕтернĕ хыççăн комсомол путевкипе Магнитогорск хулинче вăй хунă, электросварщик профессине алла илнĕ, «Водоканал» организацире ĕçленĕ. Уралта 6 çул пурăннă хыççăн Ф. Лукин композитор чĕннипе Чăваш Ене таврăннă. Çĕрпỹ хулинчи Культура çурчĕн илемлĕх ертỹçин ĕçне кỹлĕннĕ, хĕрсенчен хор йĕркеленĕ. Заочно майпа пĕлĕвне тарăнлатнă. Дипломлă пулса тăрсан, Муркашри Культура çуртне ĕçлеме куçнă. Пилĕк çул тăрăшнă вăл кунта: директор та, илемлĕх ертỹçи те пулнă. Пысăк хор чăмăртанă. Хăйĕн çĕнĕ юррисене пичетленĕ. Чăваш поэчĕсемпе — П. Ялкирпа, Ю. Сементерпе, Г. Беловпа, П. Голицинпа, В. Харитоновпа, Ю. Петров-Вирьялпа тачă çыхăну тытнă. Чăвашрадиопа, унти музыка передачисен редакторĕсемпе, хорта юрлакансемпе — А. Ильинпа, И. Христофоровпа, Т. Гурьевапа, З. Лисицинапа, О. Терентьевапа, çавăн пекех З. Ананьевапа тата К. Чекушкина юрăçсемпе çыхăнса ĕçленĕ. Мăн Шетмĕри вăтам шкулта 10 çул хушши учительте тата библиотекарьте тимленĕ. Ун хыççăн Кушкăри Культура çурчĕн илемлĕх ертỹçинче тăрăшнă, ку хушăрах ялти шкулти 1—7-мĕш классене юрлама вĕрентнĕ. Мăн Шетмĕри “Хĕвелĕм” ача садĕнче те, Ямайкассинчи 8 çул вĕренмелли шкулта та, Карай шкулĕнче те вăй хунă вăл. “Хĕвелĕм” ача сачĕн солисчĕсен сассисем те Чăвашрадио валли çырăннă. Унăн паллăрах юррисем çаксем: “Шăнкăрав курăкĕ”, “Çавра сĕтел хушшинче”, “Çул юхать, юхать”, “Тавтапуç сана, учитель”, “Юратнă учитель”, “Пирвайхи учитель”, “Çуралнă çĕршыв”, “Савни килте пулмарĕ”, “Карăшĕсем улăхра”, “Кĕрхи юрă”, “Савни мана каларĕ”, “Эх, саврăм каччине”, “Çулçине тăкатчĕ хурăн”, “Ан тирке мана эс” тата ыттисем те. Пĕтĕмпе вара 3 пин ытла юрă хывнă, çав шутран 70-шĕ Чăвашрадио фонотекинче упранать. Красноармейски районĕн Гимнне те вăлах çырнă, сăвви — Леонид Антоновăн. Пултарулăхри пысăк ỹсĕмсемшĕн Илья Романовича (вăл — юрăсен 16 кĕнеке авторĕ те) “Чăваш Республикин культурăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ” хисеплĕ ят панă. Чăваш халăх ÿнер тата ăслăлăх академийĕн 2016 çулхи кăрлачăн 23-мĕшĕнчи йышăнăвĕпе килĕшÿллĕн И.Р.Степанов композитора юрă-кĕвĕ тĕнчине аталантарма пысăк тÿпе хывнăшăн Ф.П.Павлов медалĕпе чысланă.

И.Р.Степановпа Красноармейски районĕнчи Кушкă ялĕнче утă уйăхĕн 22-мĕшĕнче сывпуллашаççĕ. Йывăр тăпри çăмăл пултăр.

Çыпăçтарнисем:
Миçе çын пăхнă: 457 | Кам хушнă: mixaj_58 | Рейтинг: 1.0/1 |
Пĕтĕмпе миçе комментари: 0


Кĕмелли форма

Шырав

Кун тăрăм
«  Утă 2016  »
ТнЫтЮнКçЭрШмВс
    123
45678910
11121314151617
18192021222324
25262728293031

Хыпарсем архивĕ

Ыйту
Нестер Янкас ячĕллĕ пĕрлĕх ĕçне епле хак паратăр?

Пурĕ миçе хурав: 50

Баннерсем

null

null

null

chuvash.eu

Пушкăрт чăвашĕсен хаçачĕ


Сайт тусĕсем

Статистика



Кунта халĕ: 1
Хăнасем 1
Юзерсем 0

!--
Copyright © Аксар Чунтупай 2024Сделать бесплатный сайт с uCoz