Шăматкун, 20.04.2024, 01:17
Эсир кунта çак ятпа кĕтĕр Хăна | Ушкăн "Хăнасем"

Тĕп страница | Манăн профиль | Тухас

                     Нестĕр Янкас ячĕллĕ пĕрлĕх

                

)?>
Салам кĕтесĕ
500


Тĕп страница » 2010 » Пуш » 26 » Алексей Афанасьевич Кокель çуралнăранпа 130 çул çитрĕ ("Çамрăксен хаçачĕ")
Алексей Афанасьевич Кокель çуралнăранпа 130 çул çитрĕ ("Çамрăксен хаçачĕ")
23:05
Сăн ÿкерчĕк
Пултаруллă живописçă, ÿкерÿçĕ, педагог Алексей Афанасьевич Кокель çуралнăранпа 130 çул çитрĕ. Ÿнерçĕ юбилейне Чăваш Енре те, Украинăра та сумлăн паллă турĕç. Республика Президенчĕ Николай Федоров та Пĕтĕм тĕнчери ăслăлăх-практика конференцине хутшăнакансем патне саламлă телеграмма янă. Асăннă форум Харьков патшалăх дизайнпа искусство академийĕнче пуш уйăхĕн 13-мĕшĕнче - художникĕн юбилей кунĕнче - иртнĕ. Чаплă ăста пултарулăхĕ икĕ халăха пĕрлештерсе тăракан туслăх кĕперĕ пулни Чăваш Ен ертÿçине савăнтарать.

А.Кокель Патăрьел районĕнчи Турханта çуралса ÿснĕ, 40 çул Украинăра пурăннă. Унăн кун-çулĕнчи чи пысăк тапхăрĕ унта иртнĕ. Вăл Харьков ÿнер училищин преподавателĕнче чылай çул вăй хунă. Ÿнер институтне йĕркелеме пулăшнă. Асăннă аслă шкулăн пĕрремĕш ректорĕ пулнă. Чăвашран тухнă ÿкерÿçĕ пулас сăрă ăстисене сăнарлă искусствăн вăрттăнлăхĕсемпе паллаштарнă.

Паллă ÿнерçĕпе Чăваш Ен тивĕçлипех мухтанма пултарать. Икĕ халăх хушшинчи çыхăнăва çирĕплетессинче И.Н.Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университечĕн тÿпи те пысăк. Халĕ аслă шкулта А.А.Кокель ячĕллĕ ÿнер музейĕ ĕçлет. Пуш уйăхĕн 18-мĕшĕнче университетра ентешĕмĕрĕн юбилейне халалланă Пĕтĕм тĕнчери ăслăлăх-практика конференцийĕн иккĕмĕш тапхăрĕ иртрĕ. Унта ЧПУ президенчĕ Лев Кураков, Украина халăх художникĕ Виктор Ковтун, Харьков дизайнпа искусство академийĕн проректорĕ Сергей Рыбин, ЧР культура министрĕн пĕрремĕш çумĕ Вячеслав Фошин, ЧР Художниксен союзĕн председателĕ Ревель Федоров тата ÿнерçĕ пурнăçĕпе кăсăкланакансем хутшăнчĕç. Хăнасем конференцире 5 çулта пурнăçланнă ĕçсене асăнчĕç. Çав шутра Алексей Кокелĕн картинисене реставрацилеме тытăннине, 2006 çулта Харьковри вăл ĕçлесе пурăннă çурт çинче Асăну хăмине вырнаçтарнине палăртрĕç. Чăваш патшалăх университечĕпе Харьков дизайнпа искусство академийĕ килĕшÿ туни ÿнерçĕ çуралса ÿснĕ тăрăхра виçĕ пленэр ирттерме май панă. Кокелĕн çуралнă çĕршывĕ халĕ Украина художникĕсемшĕн те ют мар.

Виктор Ковтун Чăваш Ене виçĕ картина илсе килнĕ. Вĕсенчен пĕри - Алексей Кокель, тепри - Андриян Николаев космонавт летчик портречĕсем, виççĕмĕшĕ вара - Михаил Карпеев генерал-майорăн. Украина халăх художникĕ туслă çыхăнăва çулсерен çирĕплетсе пыракансене ЧПУ президентне Лев Куракова, Алексей Афанасьевич пултарулăхне тĕпчекен Владимир Васильев профессора Харьков облаç пуçлăхĕ А.Аваков ячĕпе Хисеп грамотипе чысларĕ.

Çав кунах хăнасем Чăваш патшалăх музейĕнче Алексей Кокель куравне уçнă çĕрте пулчĕç. Савăнăçлă лару-тăрăва ЧР культура министрĕ Роза Лизакова та хутшăнчĕ. Вăл паллă художникĕн чылай ĕçне сыхласа хăварма пултарнăшăн пухăннисене тав сăмахĕ каларĕ. Харьков патшалăх дизайнпа искусство академийĕн проректорне Сергей Рыбина тата Украина халăх художникне Виктор Ковтуна Тав хучĕпе чысларĕ.

Юбилей пуш уйăхĕн 19-мĕшĕнче А.Кокелĕн çуралнă ялĕнче тăсăлчĕ. Хăнасене Турхансем ял чиккинче яланхиллех çăкăр-тăварпа кĕтсе илчĕç. Ун хыççăн вĕсем художниксем пленэр вăхăтĕнче ăсталанă ĕçсенчен йĕркеленĕ курава уçрĕç. Раççей, Украина, Чăваш Ен тава тивĕçлĕ ÿнерçисен картинисенче чăваш ялĕн пурнăçĕ сăнарланнă. Кунашкал курав ĕçлени ялсенче сайра пулать. Çавăнпа Турханта пурăнакансем çак пулăмпа мăнаçланаççĕ те, савăнаççĕ те. Ÿкерчĕксемпе паллашнă хыççăн хăнасене Турхан шкул коллективĕ чăваш юрри-ташшипе савăнтарчĕ.
Çыпăçтарнисем:
Миçе çын пăхнă: 752 | Кам хушнă: mixaj_58 | Рейтинг: 5.0/1 |
Пĕтĕмпе миçе комментари: 2
0  
1 mixaj_58   (26.03.2010 23:10) [Материал]
Тĕнчипе паллă художник-профессор пирĕн ентеш Алексей Афанасьевич Кокель çуралнăранпа 130 çул çитет.

Мĕн ачаранах (ачалăхĕ унăн питĕ йывăр та асаплă иртнĕ) пулас художник шурă хут çине çынсене, çут çанталăк пулăмĕсене сăнласа ÿкернĕ.

Унăн тăрăшулăхĕ, художник пулас ĕмĕчĕ сÿнсе лармасть. Ырă çынсем çамрăкăн пултарулăхне курса мĕн май килнĕ таран пулăшса пынă. А. Кокель Петербургри академи çумĕнчи ÿнер шкулĕнчен ăнăçлă вĕренсе тухса академие вĕренме кĕрет, И.Е. Репин тата Д.Н. Кардовский мастерскойĕсенче ĕçлет, пултаруллисенчен пĕри пулса тăрать. Хăйĕн диплом ĕçĕнче те çав тапхăрти йывăр саманана сăнласа парать. Çавăнпа та çĕр ытла художникран иккĕшĕ çеç пысăк пĕлтерĕшлĕ ыйту хускатнă тесе çырнă пирĕн ентешĕн пултарулăхĕ çинчен. «Чайнăйра» картина çавнашкал картинăсенчен пĕри пулса тăнă. Паян кун вăл Чăваш патшалăх художество музейĕнче упранать.

Тĕрлĕрен сăлтава пула пирĕн ентеш хамăрăн чăваш çĕрĕнче тĕпленеймест, Украинăри Харьков хулинче 40 çула яхăн художниксем вĕрентсе хатĕрлес ĕçре вăй хурать, Харьковри ÿнер институтне ертсе пырать, нумай-нумай ÿкерчĕк хатĕрлесе выставкăсене хутшăнать, Украина халăхĕшĕн пысăк пĕлтерĕшлĕ паллă çын пулса тăрать. Чăваш çĕр-шывĕнчен инçетре пурăннă пулсан та тăван ялне, тăванĕсене яланах асра тытнă, тăван яла килсе унăн урамĕсем тăрăх утса çÿреме ĕмĕтленнĕ. Ку шухăшсене унăн мăшăрĕ Анна Афанасьевна каласа кăтартнă сăмахсенче те туйса илме пулать.

Хамăр пултарулă ентеш çинчен 32 çул каяллах «Авангард» хаçат урлă район çыннисене тĕплĕн çырса паллаштарнăччĕ. Нумай ыйтусем хускатнăччĕ. Питĕ савăнатăп, мĕншĕн тесен А.А. Кокель пултарулăхĕпе, творчествипе, кун-çулĕпе чăваш халăхне паллаштарса унăн ятне, ĕмĕрлĕхех асра хăварас енĕпе Чăваш Республикин Президентĕнчен пуçласа шкул ачисем таранах ĕçе кÿлĕнчĕç. Уйрăмах çак пархатарлă ĕçе Чăваш патшалăх университечĕн президенчĕ Л.П. Кураков академик, В.А. Васильев профессор, Украина халăх художникĕ В.И. Ковтун, тăванĕсем пысăк тÿпе хываççĕ. Нумай-нумай пархатарлă ĕçсем тăваççĕ Турхан тăрăхĕнче. Кокелĕн 100 çулхи, 120 çулхи юбилейĕсем пулса иртрĕç, Чăваш телевиденийĕ тата радио урлă тĕрлĕрен курав, калаçу йĕркеленчĕç, унăн ячĕпе хисепленекен музей те уçăлчĕ.

Юлашки çулсенче А.А. Кокель ячĕпе çуллахи вăхăтра çĕр-шывăн тĕрлĕ кĕтесĕсенчен художниксем Турхан ялне пуçтарăнса пленэрсем ирттерме тытăнтăмăр. Уйрăмах Украинăран килнĕ В. Ковтун, А. Чередниченко, С. Комарный, Санкт-Петербургран килнĕ А. Рыбкин, Шупашкартан килнĕ Ю. Милославский, К. Кокель, Тутарстантан килнĕ З. Кимаев, Патăрьелĕнчен – М. Шакиров художниксене палăртса хăварасшăн.

Пĕтĕм Тĕнчери Кокель ячĕллĕ пленэра Турханта ирттересси йăлана çирĕп кĕчĕ. Мĕншĕн хаклă-ха вăл пирĕншĕн;

Пĕрремĕшĕ. Кокель çуралса тăнă пекех туйăнать, вăл пирĕнпе пĕрле пулни сисĕнет, мĕншĕн тесен ÿнерçĕсем сăнласа панă ĕçсенче – Алексей Афанасьевич çуралса ÿснĕ ялăн урамĕсем, унăн çыннисем, çывăх тăванĕсем.

Иккĕмĕшĕ. Çитĕнсе пыракан ăрăва ырă тĕслĕхсем парса вĕсен тавра курăмне аталантарма, анлăлатма тата тăван ене, тăван яла, тăван çĕр-шыва, тăван халăха, тăван тавралăха хисеплеме, юратма, упрама вĕрентни.

Виççĕмĕш. Икĕ эрнере пурнăçланă произведенисен пĕр пайĕ Турханти пулас картина галере-йине, А.А. Кокелĕн музейне пуянлатма юлать. Паян кун Пĕтĕм Тĕнчери Кокель ячĕллĕ пĕрремĕш, иккĕмĕш тата виççĕмĕш пленэрсенче сăнланса ÿкернĕ 34 картина Турханти вăтам шкулта тата Кокель музейĕнче упранаççĕ. Ку пулăм пирĕншĕн калама тата хаклама çук пысăк парне.

Инçетри чăваш çăлтăрĕн хăвачĕ, унăн асамлăхĕ, унăн çутти – нихăçан та сÿнмен, сÿнмест, сÿнме те парас марччĕ.

Хальхи вăхăтра Турханта 30 çул каялла уçăлнă А.А. Кокель ячĕллĕ ачасен ÿнер шкулĕнче 16 вĕренекен хăйсен тавра курăмне аталантарать. Вĕсем ÿнер искусствин вăрттăнлăхне, асамлăхне, хитрелĕхне туйса илсе хăйсен ÿкерчĕкĕсенче палăртаççĕ, районти, республикăри куравсенче ăсталăхне кăтартаççĕ. А.А. Кокелĕн 130 çулхи юбилейне пысăк çитĕнÿсемпе кĕтсе илеççĕ.

Иртсе кайнă çулта ÿнер шкулĕнче вĕренекенсен районта ирттерекен куравĕсенче 21 ĕçĕ, республикăри куравсенче – 6 ĕçĕ малти вырăнсене çĕнсе илме пултарчĕç. Пĕтĕм Раççей шайĕнче ирттернĕ уçă куравра та 5 вĕренекен хăйсен ĕçĕсене кăтартма тивĕçлĕ пулчĕç.

Уйрăмах А. Башмакова, Н. Салмина, Д. Мулгачев, Ф. Ершова, Д. Емельянов, Е. Кузьмина, А. Зеленкова вĕренекенсен пултарулăхне палăртса хăварас килет. Ÿнер шкулĕнчен вĕренсе тухнă ачасем малашнехи кун-çулне те ÿнер искусствипе çыхăнтараççĕ, хăйсен ăсталăхне туптаççĕ, ентешĕ пек паллă художник пулма ĕмĕтленеççĕ.

Эпĕ А.А. Кокель творчествипе, унăн ÿнер искусствинчи пултарулăхĕпе, ĕçĕ-хĕлĕпе 40 çул каяллах кăсăкланма пуçланăччĕ. Хăй вăхăтĕнче унăн ятне аса илме те хăранă пулсан малашнехи пирки калаçма та иккĕленмеллеччĕ. Анчах та паян кун А.А. Кокель пирĕнпе, вăл юнашар утнине туятпăр, эпир унпа калаçатпăр, ăна юрататпăр, унпа мухтанатпăр. «Инçетре çуннă чăваш çăлтăрĕн» хăвачĕ пире яланах вăй-хăват парса тăтăрччĕ. Ан сÿнтĕрччĕ вăл нихăçан та!


0  
2 mixaj_58   (26.03.2010 23:14) [Материал]
ИНÇЕТРИ ЧĂВАШ ÇĂЛТĂРĔ – 130 çУЛТА
03.03.2010
"Авангард" (газета Батыревского района)

В. СЕРГЕЕВ, Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ учителĕ.




Кĕмелли форма

Шырав

Кун тăрăм
«  Пуш 2010  »
ТнЫтЮнКçЭрШмВс
1234567
891011121314
15161718192021
22232425262728
293031

Хыпарсем архивĕ

Ыйту
Cайта хак парăр
Пурĕ миçе хурав: 88

Баннерсем

null

null

null

chuvash.eu

Пушкăрт чăвашĕсен хаçачĕ


Сайт тусĕсем

Статистика



Кунта халĕ: 1
Хăнасем 1
Юзерсем 0

!--
Copyright © Аксар Чунтупай 2024Сделать бесплатный сайт с uCoz