Шăматкун, 20.04.2024, 14:26
Эсир кунта çак ятпа кĕтĕр Хăна | Ушкăн "Хăнасем"

Тĕп страница | Манăн профиль | Тухас

                     Нестĕр Янкас ячĕллĕ пĕрлĕх

                

)?>
Салам кĕтесĕ
500


Тĕп страница » 2013 » Çу » 8 » Гуманитари институтĕнче Геннадий Юмарт юбилейне паллă турĕç
Гуманитари институтĕнче Геннадий Юмарт юбилейне паллă турĕç
18:11
Сăн ÿкерчĕк
Чăваш патшалăх гуманитари ăслăлăхĕсен институтĕнче паян, çăвăн 7-мĕшĕнче, паллă тĕпчевçĕ-çыравçă Геннадий Фёдорович Трофимов-Юмарт çуралнăранпа 75 çул çитнине халалласа литература пĕлĕвĕпе фольклористика пайĕ «Текстологи тата куçару ыйтăвĕсем» ятпа анлă лару ирттерчĕ.
Шел те, Геннадий Фёдорович хăй çак ларăва килеймерĕ — сывлăхĕсем хавшанăран (куçĕ курмасть унăн) вăл курăмлă мар мелпе хутшăнчĕ, пурне те салам сăмахĕ каласа ячĕ. Апла пулин те пухăннă ăсчахсем паллă тĕпчевçĕн ĕçĕсене аса илсе вĕсен пĕлтерĕшне палăртрĕç. Куçару ыйтăвĕсемпе тухса калаçакансем та сахал мар пулчĕç — ЧПУ-н чăваш тата танлаштаруллă литература пĕлĕвĕн кафедрин доценчĕ Елена Нарпи, институтăн сăмах кĕнеки, ярăмлă кăларăм тата электронлă энциклопеди пайĕн пуçлăхĕ Геннадий Анатольевич Дегтярёв, Чăваш халăх сайчĕн тĕп администраторĕ Николай Плотников тата ыттисем.
Геннадий Юмартăн кун-çулĕпе институтăн литература пĕлĕвĕпе фольклористика пайĕн ăслăлăх аслă ĕçтешĕ, филологи ăслăлăхĕсен кандидачĕ Ирина Софронова каласа пачĕ. Çак кунсенче «Чăваш литература пĕлĕвен, куçару ĕçĕн тата фольклористика ыйтăвĕсем» кĕнеке пичетленсе тухнă иккен, унта Г.Ф. Юмартăн вырăсла çырнă статьисем кĕнĕ. Ирина Владимировна çĕнĕ кĕнекепе те паллаштарчĕ (ăна институтра 180 тенкĕпе туянма пулать).
Анлă лару вĕçленнĕ май институтăн литература пĕлĕвĕпе фольклористика пайĕн пуçлăхĕ Вячеслав Ендеров пĕтĕмлетӳ турĕ, доклад калакансен сĕнĕвĕсемпе паллаштарчĕ.

Çыпăçтарнисем:
Миçе çын пăхнă: 553 | Кам хушнă: mixaj_58 | Рейтинг: 0.0/0 |
Пĕтĕмпе миçе комментари: 0


Кĕмелли форма

Шырав

Кун тăрăм
«  Çу 2013  »
ТнЫтЮнКçЭрШмВс
  12345
6789101112
13141516171819
20212223242526
2728293031

Хыпарсем архивĕ

Ыйту
Нестер Янкас ячĕллĕ пĕрлĕх ĕçне епле хак паратăр?

Пурĕ миçе хурав: 50

Баннерсем

null

null

null

chuvash.eu

Пушкăрт чăвашĕсен хаçачĕ


Сайт тусĕсем

Статистика



Кунта халĕ: 1
Хăнасем 1
Юзерсем 0

!--
Copyright © Аксар Чунтупай 2024Сделать бесплатный сайт с uCoz