Эрнекун, 29.03.2024, 05:34
Эсир кунта çак ятпа кĕтĕр Хăна | Ушкăн "Хăнасем"

Тĕп страница | Манăн профиль | Тухас

                     Нестĕр Янкас ячĕллĕ пĕрлĕх

                

)?>
Салам кĕтесĕ
500


Тĕп страница » 2011 » Çурла » 20 » Г. Н. Николаев ÿнерçĕ — 80 çулта
Г. Н. Николаев ÿнерçĕ — 80 çулта
12:07
Сăн ÿкерчĕк
Кăçалхи çĕртме уйăхĕн 25-мĕшĕнче хамăр ентеш — Танăшра çуралнă ЧР тава тивĕçлĕ ÿнерçи Г. Н. Николаев çуралнăранпа 80 çул çитрĕ. Георгий Николаевич сумлă юбилейне кĕçĕншетмĕсемпе пĕрле паллă турĕ. Кун пирки тата маттур ÿнерçĕ пурнăçĕпе ĕçĕ-хĕлĕ çинчен эпир район хаçачĕн июлĕн 5-мĕшĕнчи "Кĕçĕншетмĕсем ентешне чысларĕç” фоторепортажра каласа панăччĕ ĕнтĕ. Çурла уйăхĕн 18-мĕшĕнче вара Чăваш патшалăх ÿнер музейĕнче Г. Н. Николаевăн персоналлă куравĕ уçăлчĕ. Ăна ÿнерçĕн 80 çулхи юбилейне, Шупашкарти "Трак ен” ентешлĕхе йĕркеленĕренпе 20 çул çитнине тата Шупашкар хулин кунне халалланă. Унта паллă ÿнерçĕсем, ăсчахсем, искусствоведсем чылайăн пулчĕç. Çавăн пекех Георгий Николаевич пултарулăхне сăнлакан "Илем кăшăлĕ” кĕнекен презентацийĕ те иртрĕ. Ÿнерçĕне нумайăн саламларĕç. Ăна "Кĕçĕн Шетмĕ ял тăрăхĕн Хисеплĕ гражданинĕ” ят та пачĕç. 
Г. Н. Николаев тинĕс авиацийĕнче 4 çул çурă хĕсметре тăнă 2-мĕш статьяри старшина. Пĕчĕклех ÿкерме юратнăскер, 1961 çултан республикăри пур курава тенĕ пекех хăйĕн ĕçĕсене тăратнă. Алжирти (1965), Тайландри (1966), ГДР-ти (1966, 1974), Пхеньянри (1967), Турцири (1967, 1985), Триполири (1969), Монголири (1971), Болгарири, Цейлонти, Венгрири, США (1972), Чехословакири (1973, 1976), Францири (1976) тата ытти çĕрти курав-ярмарккăсене те хутшăннă. 
Георгий Николаевич ĕçĕсенче XIX—XX ĕмĕрсенчи вырăс текстилĕн ырă енĕсем палăраççĕ. Вĕсем тĕрлĕ енлĕхпе, хăйне евĕр лирикăпа уйрăлса тăраççĕ. Унăн тĕп енĕсенчен пĕри — ÿсен-тăран ÿкерчĕкĕ (чечексем, çулçăсем, курăк, туратсем, чечек çыххисем). Кашни эскизрах маçтăрăн уйрăм почеркне уççăнах курма пулать. 
Графикăпа живопиç ĕçĕсенче ÿнерçĕ натюрмортсене ытларах кăмăллани сисĕнет. Çакна унăн "Стаканри розăсем”, "Астрăсем тата шур чечексем”, "Шурă çĕрти астрăсем”, "Вазăри астрăсем”, "Ирхи чечек çыххи” тата ытти натюрмортсем те яр-уççăн сăнлаççĕ.
Çав хушăрах Г. Н. Николаев ÿнерçĕ наци туйăмлĕ ĕçĕсемпе çеç лăпланса лармасть. Тăванла халăхсен, уйрăмах вырăссен теми патне çине-çинех таврăнать. Çакна ĕçĕсен ячĕсем те çирĕплетеççĕ: "Вырăс çаптаркки”, "Вырăс эрешĕ”, "Вырăс мануфактури”, "Вырăс пусми” тата ытти те. 
Чăваш патшалăх художество музейĕнче Г. Н. Николаев ÿнерçĕ тĕрлĕ çулсенче хатĕрленĕ 159 произведени (эскизсем, пейзажсем, портретсем тата ытти те) упранать.

А.Яковлев
Çыпăçтарнисем:
Миçе çын пăхнă: 509 | Кам хушнă: mixaj_58 | Рейтинг: 5.0/1 |
Пĕтĕмпе миçе комментари: 1
0  
1 mixaj_58   (01.09.2011 19:04) [Материал]
Çурла уйăхĕн 18-мĕшĕнче Чăваш патшалăх ÿнер музейĕнче ЧР тава тивĕçлĕ художникĕ Георгий Николаев 80 çул тултарнине халалланă курав уçăлнă. Унта 130 ытла ĕç. Вĕсен хушшинче - акварельпе, пусмапа усă курса ăсталанă картинăсем, эскизсем, документсем, сăн ÿкерчĕксем.

Куракан çутă та пысăк, илемлĕ экспонатсемпе киленнĕ май, ахăртнех, хăйне çеçкери сад пахчине лекнĕнех туять. Этем чунне çывăх эрешсене пусма çине ÿкересси художник пурнăçĕнче чи пĕлтерĕшли тесен те юрать. Ку енĕпе вăл самай пысăк çитĕнÿ тунă. Хăй вăхăтĕнче Шупашкарти пир-авăр комбинатĕнче вăй хунăскер 1000 ытла ÿкерчĕк хатĕрленĕ.

Юбиляра юлташĕсем, ĕçтешĕсем саламларĕç. “Сирĕн пултарулăх - хăйне евĕрлĕ. Эсир çынсем валли хăвăрăн ĕçĕрсенче телей, ăшăлăх, илемлĕх хыватăр”, - терĕ ЧР культура министрĕн пĕрремĕш çумĕ Вячеслав Фошин.

“Георгий Николаевăн ĕçĕсенче вăхăт таппи курăнать. Ку художник пирĕншĕн çĕр-шыв историне пир çине куçарма пĕлнипе паха”, - палăртрĕ Раççей халăх художникĕ Ревель Федоров.

Красноармейски районĕнчи Кĕçĕн Шетмĕри “Çăл куç” ансамбль юбиляра илемлĕ юрăпа савăнтарнă. Красноармейски районĕн культурăпа спорт тата çамрăксен политикин пай пуçлăхĕ Аркадий Лебедев Георгий Николаева “Кĕçĕн Шетмĕ ял тăрăхĕн хисеплĕ гражданинĕ” ята тивĕçнине ĕнентерекен свидетельствăпа, район ентешлĕхĕн председателĕ Алексей Львов ÿнерçе ентешлĕх медалĕпе чысланă.



Кĕмелли форма

Шырав

Кун тăрăм
«  Çурла 2011  »
ТнЫтЮнКçЭрШмВс
1234567
891011121314
15161718192021
22232425262728
293031

Хыпарсем архивĕ

Ыйту
Нестер Янкас ячĕллĕ пĕрлĕх ĕçне епле хак паратăр?

Пурĕ миçе хурав: 50

Баннерсем

null

null

null

chuvash.eu

Пушкăрт чăвашĕсен хаçачĕ


Сайт тусĕсем

Статистика



Кунта халĕ: 1
Хăнасем 1
Юзерсем 0

!--
Copyright © Аксар Чунтупай 2024Сделать бесплатный сайт с uCoz