Эрнекун, 29.03.2024, 04:40
Эсир кунта çак ятпа кĕтĕр Хăна | Ушкăн "Хăнасем"

Тĕп страница | Манăн профиль | Тухас

                     Нестĕр Янкас ячĕллĕ пĕрлĕх

                

)?>
Салам кĕтесĕ
500


Тĕп страница » 2013 » Нарăс » 11 » Филипп Лукин композитор çулталăкĕ уçăлчĕ
Филипп Лукин композитор çулталăкĕ уçăлчĕ
22:50
Сăн ÿкерчĕк
Нарăс уйăхĕн 5-мĕшĕнче, каçхине, районти информаципе культура центрĕнче чăвашсен паллă композиторĕн, çĕр-шывăн Патшалăх премийĕн лауреачĕн, РСФСР халăх артисчĕн, Чăваш тата Дагестан АССРĕсен искусствисен тава тивĕçлĕ ĕçченĕн, Шупашкар хулин тата Красноармейски районĕн хисеплĕ гражданинĕн Ф. М. Лукинăн çулталăкне савăнăçлă лару-тăрура уçрĕç.
Иртнĕ çулхи чÿк уйăхĕнче Трак енре паллă композитора халалласа "Юрăпа савăнтарар туссене” ятпа регионсем хушшинчи фестиваль-конкурс, Шупашкарта вара пĕтĕмлетÿ гала-концерчĕ иртнĕччĕ. Районти информаципе культура центрĕн фойинче шăпах асăннă мероприятисене сăнлакан сăн ÿкерчĕксем вырăн тупнă. Ф. Лукин çулталăкне уçма килнĕ çынсем вĕсемпе туллин паллашрĕç. 
Залта халăх йышлă. Сцена çине пирĕн тăван халăхăмăра çĕршер те çĕршер юрă-кĕвĕ парнеленĕ Филипп Миронович сăнне вырнаçтарнă, хаклă çыннăмăр пирĕн çине мăнаçлăн тинкерет. Кĕçех Чăваш халăх поэчĕ Ю. Сементер мухтавлă ентеше халалласа çырнă сăвă йĕркисем янăраса каяççĕ: 

Ыр çыннăн ячĕ — ырă палăк, —
Йăл-йăл çиçет хĕвел куллин. 
Хăйне пăхса ÿстернĕ халăх 
Чун-чĕринче пурнать Лукин. 

Кĕçех Ф. Лукин ĕçĕ-хĕлĕ çинчен видеоролик пуçланать. Пирĕн ума чĕрĕ Лукин тухса тăрать тейĕн. Эпир ăна тĕрлĕ çĕрте, тĕрлĕ çынсемпе куратпăр.
Ун хыççăн сцена çине район пуçлăхĕ В. Григорьев тата район администрацийĕн ертÿçи А. Шестаков улăхаççĕ. "Пирĕн ăру Филипп Лукин юрри-кĕввипе çитĕннĕ. Епле мăнаçлăн янăраççĕ вĕсем. Унăн çутă сăнарĕ, таланчĕпе пултарулăхĕ пирĕншĕн нихăçан та манăçмĕç.Эпĕ Трак тăрăхĕнче Ф. Лукин çулталăкĕ уçăлнă тесе пĕлтеретĕп”, — терĕ Владимир Николаевич. "Питех те талантлă çын пулнă Филипп Миронович, вăл 800 ытла юрă кĕвĕленĕ. Унăн произведенийĕсене çĕр-шывăн кашни кĕтесĕнчех пĕлеççĕ тата юрлаççĕ. Вăл çын тивĕçне туллин пурнăçланă. Сире пурне те хамăр патăрта Ф. Лукин çулталăкĕ уçăлнă май саламлатăп, ăнăçусем сунатăп”, — терĕ Андрей Владимирович. 
Унтан уяв концерчĕ пуçланчĕ. Сцена çине районти информаципе культура центрĕ çумĕнчи, ЧР культурăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ А. Алексеев ертсе пыракан ветерансен хорĕ тухрĕ. Ватăсем Ф. Лукин В. Давыдов-Анатри сăввипе кĕвĕленĕ "Чечекленет Чăваш çĕр-шывĕ”, кунти В. Чернов "Çĕр-шывăм, савăн”, арçынсен ушкăнĕ "Пырса курăр хăнана” юрăсене шăрантарчĕç. Уявра Ф. Лукин ентешĕсем — Чатукассинчи кану центрĕ çумĕнчи "Телей” ушкăн (ертÿçи В. Николаева) "Саркаланса юрлам-и” юрăпа саламларĕ. Каярах сцена çине кĕçĕншетмĕсем (ертÿçи — Г. Яковлев, "Ялан юрлать чĕре, кĕвви Ф. Лукинăн), "Укăлча умĕнче”, мăншетмĕсем (ертÿçи ЧР культурăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ И. Степанов, "Шурăм пуç” ушкăн, "Çĕр-шывăм, савăн”, Т. Тимофеевапа В. Алексеева "Юрату юрри”) тухрĕç. Заволжски клуб çумĕнчи ветерансен халăх хорĕ "Вăйă юрри”, "Улăхри ир” юрăсемпе салам кÿчĕ. Уявра Упири кану центрĕ çумĕнчи Е. Маркова "Шурă Атăл хăвисем”, Еншик Чуллăри кану центрĕ çумĕнчи хĕрсен ушкăнĕ юрă-ташă, карайсем (ертÿçи ЧР культурăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ А. Алексеев) "Хăмла пахчи”, пикшиксем (ертÿçи — районти Н. Янкас ячĕллĕ преми лауреачĕ С. Данилова) "Анне пĕçернĕ çăкăр”, "Вăйă юрри” парнелерĕç. Районти информаципе культура центрĕ çумĕнчи "Кăмăл” ушкăн "Хĕрсен такмакĕсемпе”, Алманч тăрăхĕнчи "Кăйкăр” фольклор ушкăнĕ илемлĕ кĕвĕ çеммипе кăмăла çĕклерĕç. 
Юлашкинчен уяв пĕрлештернĕ хор Ф. Лукин кĕвĕленĕ "Çамрăксен юрри” юрра шăрантарнипе вĕçленчĕ.

Ю.Борисов
Çыпăçтарнисем:
Миçе çын пăхнă: 556 | Кам хушнă: mixaj_58 | Рейтинг: 0.0/0 |
Пĕтĕмпе миçе комментари: 0


Кĕмелли форма

Шырав

Кун тăрăм
«  Нарăс 2013  »
ТнЫтЮнКçЭрШмВс
    123
45678910
11121314151617
18192021222324
25262728

Хыпарсем архивĕ

Ыйту
Нестер Янкас ячĕллĕ пĕрлĕх ĕçне епле хак паратăр?

Пурĕ миçе хурав: 50

Баннерсем

null

null

null

chuvash.eu

Пушкăрт чăвашĕсен хаçачĕ


Сайт тусĕсем

Статистика



Кунта халĕ: 1
Хăнасем 1
Юзерсем 0

!--
Copyright © Аксар Чунтупай 2024Сделать бесплатный сайт с uCoz