Кĕçнерникун, 28.03.2024, 20:00
Эсир кунта çак ятпа кĕтĕр Хăна | Ушкăн "Хăнасем"

Тĕп страница | Манăн профиль | Тухас

                     Нестĕр Янкас ячĕллĕ пĕрлĕх

                

)?>
Салам кĕтесĕ
500


Тĕп страница » 2011 » Кăрлач » 25 » Ентеш-сăвăçсем — илемлĕ хайлавсен çыххинче
Ентеш-сăвăçсем — илемлĕ хайлавсен çыххинче
21:17
Сăн ÿкерчĕк
Пирĕн район ĕçчен çынсемпе кăна мар, илемлĕ сăмах ăстисемпе те пуян. Сăвă-калав çыракансем вуншарăн тухнă Трак енрен. Вĕсен хайлавĕсем уйрăм кĕнекесенче чылай кун çути курнă.
Вулакансене поэтсемпе писательсен пултарулăхĕпе туллинрех паллаштарас тĕллевпе, республикăри Профессионал-писательсен Союзĕ 2003 çулта "Чăваш литературин антологине” кăларма пуçларĕ. "Антологи” тени вăл — авалхи грек чĕлхинче "Чечек çыххи” тенине пĕлтерет. Ĕлĕкрех Грецире тата Италире акă поэтсен лирикăлла сăввисен пуххине те, вĕсен илемне кура, Антологи теме пуçланă. Çак сăмах хăйĕн пĕлтерĕшне çухатмасăр паянхи куна çитнĕ. 
"Чăваш литературин антологийĕн” малтанхи кăларăмĕнче проза хайлавĕсем пичетленнĕччĕ. Çав шутра "Чăваш поэзийĕн антологийĕ” те.
2008 çулта, чăваш çыравçисен литературăпа культура тата искусство журналĕн "Тăван Атăлăн” тĕп редакторĕ Сергей Павлов пуçарнипе, асăннă журнал ăшĕнче хайхи "Илемлĕ сăвăсен çыххине” уйрăм кĕнеке пек калăпласа кăларма пуçларĕç. Ку мĕн пур çыравçă-сăвăçсене хавхалантарса ячĕ…
Çапла, ырă пуçару вăй илчĕ. Çак тĕслĕх вăл — "Чăваш литературин антологине” малаллахи томĕсем тухичченхи ĕçсене çăмăллатмалли утăм. "Тăван Атăлта” тухнă сăвăсене поэзи хайлавĕсен пуххи валли суйласа илме çăмăл пулать-çке. Журналăн ку варианчĕ — тăван поэзин ахах пек йĕркисене пĕр çĕре пухса вулакан умне кăларни. 
Ку таранччен журналта "Чăваш литературин антологийĕ” ятпа 23 кăларăм-кĕнеке тухма ĕлкĕрчĕ. Унта пирĕн ентеш-сăвăçсене те вырăн панă. Сăмахран, 1-мĕш кăларăмрах Трак енрен тухнă чи малтанхи çыравçăсен — Григорий Филиппов (Тăхăр така ялĕ) тата Тарас Кириллов (Çеçмер) сăввисене кĕртнĕ. Каярахпа Марк Аттай, Нестер Янкас, Василий Васькин, Владимир Харитонов, Юрий Вирьял, Геннадий Юмарт, Петĕр Яккусен сăввисем тухрĕç. Вĕсене авторсен кĕске биографийĕсемпе паллаштарса çыхăнтарнă. 
"Тăван Атăл” журналăн пĕлтĕрхи 11-мĕш номерĕнче "Чăваш литературин антологийĕн” 23 ярăмĕ пичетленнĕ. Пирĕн районтан 3 сăвăç хайлавĕсем те пур унта. Виççĕшĕ те — Янкас тăрăхĕнчен: Николай Ершов, Борис Романов, Вениамин Пехил.

Н.Ершов-Янкер
Çыпăçтарнисем:
Миçе çын пăхнă: 614 | Кам хушнă: mixaj_58 | Тегсем: Тăван Атăл | Рейтинг: 5.0/1 |
Пĕтĕмпе миçе комментари: 0


Кĕмелли форма

Шырав

Кун тăрăм
«  Кăрлач 2011  »
ТнЫтЮнКçЭрШмВс
     12
3456789
10111213141516
17181920212223
24252627282930
31

Хыпарсем архивĕ

Ыйту
Cайта хак парăр
Пурĕ миçе хурав: 88

Баннерсем

null

null

null

chuvash.eu

Пушкăрт чăвашĕсен хаçачĕ


Сайт тусĕсем

Статистика



Кунта халĕ: 1
Хăнасем 1
Юзерсем 0

!--
Copyright © Аксар Чунтупай 2024Сделать бесплатный сайт с uCoz