Шăматкун, 20.04.2024, 03:07
Эсир кунта çак ятпа кĕтĕр Хăна | Ушкăн "Хăнасем"

Тĕп страница | Манăн профиль | Тухас

                     Нестĕр Янкас ячĕллĕ пĕрлĕх

                

)?>
Салам кĕтесĕ
500


Тĕп страница » 2009 » Чÿк » 18 » Филипп Андреев ентеш-çыравçăна сума суса
Филипп Андреев ентеш-çыравçăна сума суса
20:08
Сăн ÿкерчĕк
Эпир ăна унăн "Чĕмпĕр çути” повеçĕ, "Атте килĕ”, "Тайга кашлать”, "Тухăçри тапă” поэмисем тата "Тухăçран хăпарать шурăмпуç” романĕ тăрăх ытларах пĕлетпĕр. Малтанхи калавĕ "Сунтал” журналта пичетленнĕренпе çитмĕл пĕр çул çитрĕ. çавăнтанпа вăл вулакансене чылай кĕнекесемпе савăнтарчĕ.
Кĕрекаç ялĕнче çуралса ÿснĕ Филипп Андреев ентеш-çыравçăна сума суса, Упири вăтам шкулта чăваш чĕлхипе литературине вĕрентекен Вера Вениаминовна Васильева тăрăшнипе, пĕрлештернĕ литература урокĕ ирттерчĕç. Унта хутшăннă ачасене çыравçăн пурнăçĕпе ĕçĕ-хĕлĕ, творчествăри пултарулăхĕ çинчен тарăннăн каласа пачĕç, электронлă майпа хатĕрленĕ сăн ÿкерчĕксемпе çыравçă хăй аса илсе çырнисене кăтартрĕç. çыравçăн кĕнекисенчен тата хаçат-журналта тухнă хайлавсен ярăмĕсенчен курав йĕркелерĕç.
Тĕл пулăва Филипп Андреев хăй килеймерĕ. Вăл Шупашкарта пурăнать. Питĕ шел, шалкăм çапнине пула тухса çÿреймест. çапах та ăна йыхрав панине пĕлсен — ватă çыравçă чунтан савăннă. Унччен вăл тăван ялне килсех çÿрекенччĕ: ашшĕ-амăшĕн килне пăхсах тăратчĕ. Халĕ вара ăна хăйĕн йăмăкне — Роза Андреевнана — шанса панă. Сăмах май, вăл та, пиччĕшĕ пекех, учитель пулнă. Халĕ тивĕçлĕ канура, çитес çул çитмĕл тултарать. Тĕл пулăва ăна чĕннĕ. Унта вăл хăйĕн хĕрĕпе — Галина Федоровнапа — пынă.
— Эпир çемьере 9 ача пулнă. Халĕ пиччепе — Хĕлиппе — иксĕмĕр çеç юлтăмăр: аслипе чи кĕçĕнни, — терĕ Роза Германовна. — Эпĕ Упи ялне качча тухнă, кунтах ĕмĕрлетĕп ĕнтĕ. Вăхăт тупса Кĕрекаçа кайса çуралнă кил-çурта, пахчана тирпейлесе килетĕп. Пиччене курма та каятăп Шупашкара.
/лĕк, пĕчĕк чух, епле нуша тÿссе ÿснине аса илнĕ май, Роза Андреевна ачасене хальхи пурнăçа хаклама, ашшĕ-амăшне юратма, лайăх вĕренме ырă канашсем пачĕ, хăйĕн паллă тăванне çапла хисепленĕшĕн тав турĕ.
Сăмах май, Роза Германова та ватлăх кунĕсене ахаль ирттермест: пиччĕшĕ пекех, сăвăсем те çырать, ялти пултарулăх ушкăнне çÿрет. Тĕл пулура вăл Филипп Андреева халалланă сăввине вуласа пачĕ.
Районти çыравçăсем те пынă шкулти çак тĕл пулăва. Нестер Янкас ячĕллĕ литературăпа искусство тата культура пĕрлĕхĕн ертуçипе унăн çумĕ — Георгий Ефимов — Туслипе Николай Ершов-Янгер. Вĕсем те Упи тăрăхĕнчен: пĕри — Турхан Упирен, тепри — Янкас Упирен. Георгий Тусли те Упири шкулта пĕлÿ илнĕ. Халĕ — пултаруллă çыравçăсенчен пĕри. Вăл районти "Ял пурнăçĕ” хаçатăн пай редакторĕнче ĕçлет. Икĕ çыравçă хăйсем Филипп Андреевпа паллашса пĕрле пулнă самантсене аса илчĕç. Георгий Леонидович ачасене райхаçатăн "Чĕрĕ çăл куç” ятпа тухакан хушма кăларăмне парнелерĕ. Унта Филипп Андреев пирки ятарлă кĕтес пур-çке. Николай Гаврилович хăйĕн Филипп Андреева халалласа çырнă сăввине вуларĕ. çавăн пекех шкул музейĕ валли ентеш-çыравçăпа çыхăннă ал çырăвĕсене, сăн ÿкерчĕксене парса хăварчĕç.
6-мĕш класра вĕренекенсем Филипп Андреев çырнă сăвă-поэма сыпăкĕсенчен, ăна халалланă сăвăсенчен хатĕрленĕ литература вулавĕпе паллаштарчĕç, юрă юрларĕç.
Тĕл пулу вăхăтĕнче чылай сăн ÿкерчĕксем те турĕç, кураври кĕнекесене тишкерчĕç.
Н. Васильев

Çыпăçтарнисем:
Миçе çын пăхнă: 698 | Кам хушнă: mixaj_58 | Рейтинг: 0.0/0 |
Пĕтĕмпе миçе комментари: 0


Кĕмелли форма

Шырав

Кун тăрăм
«  Чÿк 2009  »
ТнЫтЮнКçЭрШмВс
      1
2345678
9101112131415
16171819202122
23242526272829
30

Хыпарсем архивĕ

Ыйту
Cайта хак парăр
Пурĕ миçе хурав: 88

Баннерсем

null

null

null

chuvash.eu

Пушкăрт чăвашĕсен хаçачĕ


Сайт тусĕсем

Статистика



Кунта халĕ: 1
Хăнасем 1
Юзерсем 0

!--
Copyright © Аксар Чунтупай 2024Сделать бесплатный сайт с uCoz