Кĕçнерникун, 25.04.2024, 07:04
Эсир кунта çак ятпа кĕтĕр Хăна | Ушкăн "Хăнасем"

Тĕп страница | Манăн профиль | Тухас

                     Нестĕр Янкас ячĕллĕ пĕрлĕх

                

)?>
Салам кĕтесĕ
500


Тĕп страница » 2010 » Ака » 24 » Çын сăмахĕнчен хăраса "ÇАМРĂКСЕН ХАÇАЧĔ"
Çын сăмахĕнчен хăраса "ÇАМРĂКСЕН ХАÇАЧĔ"
19:16
Сăн ÿкерчĕк
Тантăшăмпа Таньăпа мĕн пĕчĕкрен пĕрле выляса ÿсрĕмĕр. Пĕр-пĕрне яланах пулăшаттăмăр. Вăл манран маларах качча каясса шухăшлама та пултарайман эпĕ. Ăна хĕр çумĕ тăвăп теттĕм. Клубран Таньăна каччăсем ăсатмастчĕç. Ман хыççăн вара чылаййăн чупатчĕç. Хĕр тусăма савни тупма пулăшас тесе ют ял йĕкĕчĕсемпе паллаштараттăм, анчах ăна нихăшĕ те килĕшместчĕ. Ялан киле васкатчĕ. Унăн чĕрине хамăр ялти Юра çунтарчĕ. Вăл пирĕнтен 6 çул аслăрахчĕ. Ялта ун пек чипер, хастар каччă урăх çукчĕ. Хĕсметрен таврăнсан вăл пушшех пурне те илĕртетчĕ. Ăна курсан тантăш пичĕ хĕрелетчĕ.
Темĕн пулчĕ Юрăна - тÿрĕ çултан пăрăнчĕ. Малтан пиччĕшĕпе аппăшĕ, унтан амăшĕ çĕре кĕчĕç, килĕнче ашшĕне пĕччен хăварасшăн пулмарĕ - Мускаври пĕр фирмăра вăй хураканскер яла куçса килчĕ. Унăн утăмне пĕри ырларĕ, тепри - сивлерĕ. Нумай та вăхăт иртмерĕ - яш ĕçкĕ серепине çакланчĕ. Ашшĕн пенсине эрех илсе пĕтерчĕ. Юрать, ялта пурăнатчĕç: тĕп сак айĕнче çĕр улми, кишĕр, сухан выртать, туянмалла мар. Таня, Юрăсен килĕнчи лару-тăрăва аван пĕлекенскер, ăçта пăхрĕ-ши - икĕ çул каялла ăна качча тухрĕ. Туй тумарĕç вĕсем, ЗАГСа кайса çырăнчĕç çеç. Юратсах мăшăрланчĕç-ши? Ун чух эпĕ иккĕлентĕм. Шкул пĕтерсен вĕренме те каймарĕ-çке вăл.
Эпĕ халĕ университетра иккĕмĕш çул ăс пухатăп, вăл пепке çитĕнтерет. Çемье çавăрнă хыççăн темиçе уйăхранах çуратрĕ ăна. Ку маншăн тĕлĕнтермĕш пулчĕ. Пĕр-пĕрин хушшинче пĕр вăрттăнлăх та çук пулĕ тенĕччĕ, йăнăшрăм иккен. Вăл манран чылай хыпара пытарнă. Канмалли кунсенче яла кайсан Таня вăхăтсăр ватăлнине куратăп та чун ыратать. Çамрăклăхпа савăнмалла чухне типсе пырать. Пĕтĕмпех мăшăрне пула.
Пуш уйăхĕн 8-мĕшне тантăшăмпа уявларăмăр. Хĕрлĕ эрех астивнĕ май Таня чунне уçрĕ. Çывăх юлташ теттĕм ăна, анчах ун пирки пачах нимĕн те пĕлмен иккен.
Пĕррехинче Питравра ялти çамрăксемпе вăрмана какай тĕтĕмлеме кайрăмăр. Паллах, унта Юра та пынăччĕ. Малтан хăйне йĕркеллĕ тытрĕ вăл, эрехне самаях сыпнă хыççăн хĕрсен çумне çулăхма пуçларĕ. Хăйне йĕркелллĕ тытма хушсан курăк çине сарса хунă апат-çимĕçе урипе тапса таçта çухалчĕ. Килне кайрĕ пулĕ тенĕччĕ, анчах ун пек пулман иккен. Вăрман хĕрринчи йывăç айне выртнă та çиллине шăнăçтарма кам та пулсан çывхарасса кĕтнĕ. Шăпах ун тĕлне ним айăпсăр Таня лекнĕ. Шавлă ушкăнран айккине пăрăнас тĕлĕшпе вăл вăрман хĕрринче уçăлма шухăшланă. Йĕкĕт ярса тытсан Таня пулăшма ыйтнине никам та илтмен. Тахçан хĕре килĕшнĕ каччă ăна мăшкăлланă.
Пулни-иртни пирки тантăшăм никама та пĕлтермен. Юра ÿсĕрле мĕн хăтланнине ăнлансан Таньăна качча илме шантарнă, тĕрмене лартасран хăранă. Тантăшăм чунне никама та уçман, пепке çуралассине пĕлсен иккĕленсе тăман - çемье çавăрнă. "Çын сăмахĕнчен хăрарăм. Атте-аннене куçĕнчен мĕнле пăхмаллаччĕ-ха?” - терĕ вăл куççуль витĕр. Икĕ çул хур кăтартнă çынпа пурăнма çăмăл мар-çке. Çемье пурнăçĕнче телей курман вăл. Пĕлтĕр çулталăк вĕçĕнче Юра чирлесе çĕре кĕчĕ. Тантăшăмсенчен хăшĕ-пĕрин пуçĕнче халĕ те ача-пăча шухăшĕ тухман, теприсем вара кĕске вăхăтрах пурнăçăн хаярлăхне чăтса курнă. Мĕншĕн ырă çынсемех асап тÿсеççĕ-ши?
Çыпăçтарнисем:
Миçе çын пăхнă: 566 | Кам хушнă: mixaj_58 | Рейтинг: 5.0/1 |
Пĕтĕмпе миçе комментари: 0


Кĕмелли форма

Шырав

Кун тăрăм
«  Ака 2010  »
ТнЫтЮнКçЭрШмВс
   1234
567891011
12131415161718
19202122232425
2627282930

Хыпарсем архивĕ

Ыйту
Cайта хак парăр
Пурĕ миçе хурав: 88

Баннерсем

null

null

null

chuvash.eu

Пушкăрт чăвашĕсен хаçачĕ


Сайт тусĕсем

Статистика



Кунта халĕ: 1
Хăнасем 1
Юзерсем 0

!--
Copyright © Аксар Чунтупай 2024Сделать бесплатный сайт с uCoz