Кĕçнерникун, 25.04.2024, 08:35
Эсир кунта çак ятпа кĕтĕр Хăна | Ушкăн "Хăнасем"

Тĕп страница | Манăн профиль | Тухас

                     Нестĕр Янкас ячĕллĕ пĕрлĕх

                

)?>
Салам кĕтесĕ
500


Тĕп страница » 2013 » Пуш » 19 » А.Г.Григорьев профессор çуралнăранпа 80 çул çитнине чыслăн паллă турĕç
А.Г.Григорьев профессор çуралнăранпа 80 çул çитнине чыслăн паллă турĕç
23:40
Сăн ÿкерчĕкА.Г.Григорьевăн пултарулăх выставки
Мăн Шетмĕри вăтам шкулта вĕренекенсем хăйсен мухтавлă ентешĕ Алексей Григорьевич Григорьев профессор, ЧНА академикĕ çуралнăранпа 80 çул çитнине чыслăн паллă турĕç.
А. Г. Григорьев кунта вĕреннĕ, аслă пĕлÿ илсе Шупашкарти ÿнерпе графика факультетне уçассишĕн чылай вăй хунă. Каярах асăннă факультет деканĕнче чĕрĕк ĕмĕр ытла тăрăшнă, Чăваш Енри тата Атăл тăрăхĕнчи республикăсемпе облаçсенчи шкулсем валли ÿнерпе технологи педагогĕсем çĕршер хатĕрленĕ. Çав хушăрах искусство ĕçченĕсен пултарулăхне тишкерсе кĕнеке-буклет, тĕпчев-шырав ĕçĕ пичетлесе кăларать. Вăл тĕп хулари ентешлĕхĕн "Трак ен" пĕрлешĕвне вунă çул ытла ертсе пынă. Сăпайлă та ĕçчен ентешĕмĕр чĕри 2000 çулхи августра тапма чарăннă. 
Шкула пухăннисене Мăн Шетмĕри культура аталанăвĕпе вулавăш тивĕçтерĕвĕн центрĕн директорĕ Р. Г. Герасимова А. Г. Григорьев ĕçĕ-хĕлĕпе пурнăçĕ çинчен электронлă презентаци йĕркелерĕ. Раиса Гурьевна ун тăрăх ачасен пĕлĕвне викторинăра тĕрĕслерĕ. 
Асăну мероприятийĕнче А. Александрова тата хĕр ачасен ушкăнĕ А. Г. Григорьева халалланă сăвăсен ярăмĕпе паллаштарчĕç. Чăваш Республикин искусствăсен тава тивĕçлĕ ĕçченĕн пултарулăхĕпе паллаштаракан выставка ĕçлерĕ. 
А. Г. Григорьева сума суса йĕркеленĕ асăну кунĕнче район пуçлăхĕн социаллă ыйтусемпе ĕçлекен çумĕ И. В. Степанов, Мăн Шетмĕ ял тăрăхĕн пуçлăхĕ П. И. Николаева, районти тавра пĕлÿçĕсен ертÿçи В. З. Константинов, Мăн Шетмĕ тăрăхĕнчи ветерансен канашĕн пуçлăхĕ И. И. Ильин, районти историпе краеведени халăх музейĕн директорĕ В. С. Серафимов, шкул директорĕн çумĕ Ф. П. Петрова тухса калаçрĕç. Зала пухăннисем мухтавлă ентешĕмĕре — Четрикри А. Г. Григорьев профессора сума суса пĕр минут хушши шăп тăчĕç.

В.Захаров

Çыпăçтарнисем:
Миçе çын пăхнă: 501 | Кам хушнă: mixaj_58 | Рейтинг: 5.0/1 |
Пĕтĕмпе миçе комментари: 0


Кĕмелли форма

Шырав

Кун тăрăм
«  Пуш 2013  »
ТнЫтЮнКçЭрШмВс
    123
45678910
11121314151617
18192021222324
25262728293031

Хыпарсем архивĕ

Ыйту
Нестер Янкас ячĕллĕ пĕрлĕх ĕçне епле хак паратăр?

Пурĕ миçе хурав: 50

Баннерсем

null

null

null

chuvash.eu

Пушкăрт чăвашĕсен хаçачĕ


Сайт тусĕсем

Статистика



Кунта халĕ: 1
Хăнасем 1
Юзерсем 0

!--
Copyright © Аксар Чунтупай 2024Сделать бесплатный сайт с uCoz