Шăматкун, 20.04.2024, 06:11
Эсир кунта çак ятпа кĕтĕр Хăна | Ушкăн "Хăнасем"

Тĕп страница | Манăн профиль | Тухас

                     Нестĕр Янкас ячĕллĕ пĕрлĕх

                

)?>
Салам кĕтесĕ
500


Тĕп страница » 2011 » Çĕртме » 1 » Чунçӳрев-2011 çула йыхравлать!
Чунçӳрев-2011 çула йыхравлать!
19:02
Сăн ÿкерчĕк
Чăваш çамрăкĕсен «Сувар» пĕрлешĕвĕ утă уйăхĕн пуçламăшĕнче кашни çул Атăлçи Пăлхар тăрăхне çула тухать. Кăçал та ку йăлана пăрахасшăн мар. Маршручĕ çеç урăхларах пулĕ — Кавказа çул выртĕ. Тĕллевĕ, яланхи пекех ĕнтĕ, хамăр тымарсене тĕпчесси. Тем тесен те чăвашăн чылай йăла-йĕрки Кавказпа çыхăннă. Асамат халапнех илес.
Дагестанри халăх (пирĕн мăн асаттесем унта пурăннă) чăвашсене хапăл туса йышăнма хатĕр. Хăнасене кĕтсе илекенсен хушшинче — Нухай халăх конгресĕ тата Дагестан Республикин çамрăксен политикин комитечĕ. «Уважаемый Олег Михайлович!» — тесе пуçланă нумай пулмасть çитнĕ çырура, — «Комитет по молодежной политике Республики Дагестан планирует проведение вечера дружбы чувашской и дагестанской молодежи в первой половине июля 2011 года. В связи с проведением этого знаменательного мероприятия, целью которого является развитие и укрепление дружеских отношений между нашими народами, приглашаем Вас и группу чувашской молодежи с дружеским визитом в нашу республику. Надеемся на взаимное сотрудничество.»
Чăвашсем Дагестана çитсе Сементер, Варачан, авалхи Сăвар, Беленджер хулисемпе паллашасшăн, асăнмалăх ик-виç юпа лартса хăварасшăн. Паллах, концертсемсĕр тата тĕлпулусемсĕр ку туслă çыхăну иртмĕ — вĕсем те пулĕç. Ку çулçӳревĕн тепĕр пысăк пĕлтерĕшĕ те пур — хальччен Кавказ тăрахне чăвашран ятарласа пысăк делегаципе никам та кайман, пулман та.
Чунçӳрев-2011 утă уйăхĕн 3-мĕшĕнче пуçланĕ — автобуспа Шупашкартан тухса Чĕмпĕрпе Сызрань хулисене хыçа хăварса Пенза облаçне çитĕç, Çăрттанлă (облаçĕн кăнтăр-тухăç енче вырнаçнă) ялта çĕр каçĕç. Иккĕмĕш кунне Сарăту, Аçтăрхан хулисем урлă иртсе Махачкалана çитмелле. Виççĕмĕшпе тăваттăмĕш кунĕсенче Дагестанра ирттермелле — маларах асăннă хула вырăнĕсене çитсе курмалла, юпа лартмалла, концерт памалла. Пиллĕкмĕшпе улттăмĕш кунĕсем — Шупашкара таврăнмалли. Çапла май утăн 10-мĕшĕ тĕлне каялла таврăнма палăртнă. Чăваш ялĕсенче 2 концерт кăтартма палăртнă. Пĕрремĕшĕ — малтанхи кунах, Çăрттанлă ялта, иккĕмĕшне — таврăннă май Сарăту облаçĕнчи пĕр ялта (хальлĕхе паллă мар-ха).
Кайма шутлисем Чунçӳрев-2011 сайтĕнче çырăнма пултараççĕ. Сăмах май каласан, эсир унтах çулçӳреве мĕн илмелли, вăл мĕнле иртни çинчен пĕлме пултаратăр. Пĕлтĕрхи чунçӳревре çырса пынă кун кĕнекипе те паллашма кăсăклă.
Çул хакĕ, сирĕншĕн кăсăклă пулсан, 3 000-4 000 тенке ларĕ тесе шутлаççĕ. Мĕн хака ларасси çула миçен тухнинчен килет. Автобус тăп тулли пухăнсан — йӳнĕрех, çурри кăна пулсан — самай хаклăрах. Студентсен çуррине çеç тӳлеме тивĕ.

Хыпар çăлкуçе: http://www.chuvash.org/news/1534.html
Çыпăçтарнисем:
Миçе çын пăхнă: 541 | Кам хушнă: mixaj_58 | Рейтинг: 5.0/1 |
Пĕтĕмпе миçе комментари: 0


Кĕмелли форма

Шырав

Кун тăрăм
«  Çĕртме 2011  »
ТнЫтЮнКçЭрШмВс
  12345
6789101112
13141516171819
20212223242526
27282930

Хыпарсем архивĕ

Ыйту
Cайта хак парăр
Пурĕ миçе хурав: 88

Баннерсем

null

null

null

chuvash.eu

Пушкăрт чăвашĕсен хаçачĕ


Сайт тусĕсем

Статистика



Кунта халĕ: 1
Хăнасем 1
Юзерсем 0

!--
Copyright © Аксар Чунтупай 2024Сделать бесплатный сайт с uCoz