Эрнекун, 19.04.2024, 22:15
Эсир кунта çак ятпа кĕтĕр Хăна | Ушкăн "Хăнасем"

Тĕп страница | Манăн профиль | Тухас

                     Нестĕр Янкас ячĕллĕ пĕрлĕх

                

)?>
Салам кĕтесĕ
500


Тĕп страница » 2018 » Ака » 28 » Чĕмпĕрте таврапĕлÿçĕсем Аслă Вĕрентекенĕмĕр çуралнăранпа 170 çул çитнине паллă турĕç
Чĕмпĕрте таврапĕлÿçĕсем Аслă Вĕрентекенĕмĕр çуралнăранпа 170 çул çитнине паллă турĕç
14:28
Сăн ÿкерчĕк

Фоторепортаж

Пуш уйăхĕн 24-мĕшĕнче Ульяновскри Наци ялĕнчи “Чăвашсен кил-çурчĕ” комплексра чăваш таврапĕлỹçисемпе академикĕсен пĕрлĕхĕсен вуннăмĕш анлă пухăвĕ иртрĕ. Ульяновск облаçĕнчи таврапĕлỹçĕсен пĕрлĕхĕ 25 çул тултарнине тата И.Я. Яковлев Аслă Вĕрентекенĕмĕре халалланă мероприятие Чăваш Республикинчен 18 халăх академикĕ çитсе килчĕ, чăваш академикĕсен пĕрлĕхĕн ертỹçи Е.Е. Ерагин, чăваш таврапĕлỹçисен пĕрлĕхĕн вице-президенчĕ Виталий Станьял, Шупашкар, Çĕнĕ Шупашкар хулисенчи, Патăрьел, Етĕрне, Муркаш, Хĕрлĕ Чутай, Красноармейски районĕсенчи таврапĕлỹçĕсем, çав шутра эпĕ те. Шупашкартан ирпе 5 сехетре тухнă делегацие Ульяновск облаçĕнчи таврапĕлỹçĕсем “Чĕмпĕр-Çĕрпỹ” трасса çинче Тимĕрçен пăрăнчăкĕнче çăкăр-тăварпа, кăпăклă чăваш сăрипе кĕтсе илчĕç. Инçе çулта ывăннă ентешсем УОЧНКА Хĕрарăмсен канашĕн председателĕ Елена Уресметова пĕçернĕ çавра çăкăрпа сăрана хаваспах тутанчĕç, сăн ỹкерттерчĕç. Малалли çул Анат Тимĕрçенти Халăх музейне выртрĕ. Кунта таврапĕлỹçĕсене музей хуçисем Валентинăпа Петр Ан-дриховсем кĕтсе илчĕç, экскурси ирттерчĕç. Килнисене уйрăмах авалхи ĕç хатĕрĕсем, тимĕрçенсен илемлĕ те кăткăс тĕрĕпе пуян çи-пуçĕ, паллă çынсене, колхозăн историне халалланă стендсемпе материалсем кăсăклантарчĕç. Кун йышши музей районĕпе те пĕрре çеç иккен. Ялта шкул та пур, Турă амăшĕн Хусанти иконин ячĕллĕ чиркỹ те ĕçлет. Чăнлă районĕнче 8 Совет Союзĕн Геройĕнчен 4-шĕ чăвашсем иккен. Сăмах май, районта пурăкан халăхăн 54 проценчĕ — чăвашсем. Çак тăрăхра И.Я. Яковлев шкулĕн пĕрремĕш вĕренекенĕ Алексей Рекеев çуралнă (ăна асăнса кунта палăк та лартнă иккен), чăвашсен пĕрремĕш поэтесси Ваççа Аниççи, Валентина Тарават поэтесса, Анатолий Юман çыравçă хăйсен пултарулăхне сарнă. Вăта Тимĕр-çен — титан хуçи Иван Корнилов, Совет Союзĕн Геройĕ Егор Воробьев, Социализмла ĕç паттăрĕ Василий Пирогов, чаплă педагог Владимир Романов ĕçленĕ ял. Музейпа тĕплĕн паллашнă хыççăн хăнасене ял тăрăхĕн админи-страци пуçлăхĕ И.В. Мартынов ял пурнăçĕ çинчен каласа пачĕ. Виталий Станьял ăсчаха Алексей Рекеев ячĕллĕ орденпа чысларĕ. Тимĕрçенсен тараватлăхĕпе вăл инçетрен килнĕ ентешсене вĕри апат — шỹрпе çитерсе хăналамасăр кăларса ямарĕ. Савăннă таврапĕлỹçĕсем виçĕ çаврăм юрă та юрларĕç. Ульяновскра таврапĕлỹçĕсене УОЧНКА председателĕ Олег Мустаев кĕтсе илчĕ. Вăл автономи вырнаçнă çуртпа, юлашки вăхăтра туса ирттернĕ пысăк ĕçĕсемпе, “Канаш” хаçат редакцийĕпе паллаштарчĕ. Хăнасене “Чĕмпĕр-Ульяновск” ỹкернĕ шурă фарфортан тунă стена çине çакмалли турилккесем, И.Я. Яковлев халалне пичетленĕ плакатсем, календарьсем парнелерĕ. Хăнасем те парăмра юлмарĕç — Е.Е. Ерагин, В.П. Станьял тав сăмахĕсем каларĕç, хăйсен кĕнекисене парнелерĕç. Малалла программа тăрăх шупашкарсем хулари чи хăтлă скверта вырнаçнă И.Я. Яковлев палăкĕ умне чĕрĕ чечексем хучĕç, хисеплĕ Патриархăмăр умĕнче пуç тайса сăмах каларĕç. Чыслава Олег Мустаев уçрĕ. Вăл пухăннисене палăк историйĕпе паллаштарчĕ, çак вырăн хулара чи сумлисен шутне кĕнине, çамрăк мăшăрсем чечек çыххи хумасăр, ватă çынсем чарăнса пуç тайса, хĕрес хывмасăр иртсе кайманнине палăртрĕ. — Анчах И.Я. Яковлева Чĕмпĕртен хăйĕн вĕренекенĕсемех хăваласа кăларса янине, Яковлев Чĕмпĕр çĕрне ылханса тухса кайнине те манмалла мар. Çак палăк вăл — Патриархăмăртан каçару ыйтса лартнă паллă. Çамрăк ăру енчен тунă пĕрремĕш утăм. Асра тытмалла çаксене, манмалла мар. Сире Яковлев ячĕпе тата пысăк ĕçсем тума пиллетĕп, — терĕ Виталий Станьял Патриарх умĕн-че пуç тайса. Палăк умĕнчен çул, паллах, Чĕмпĕр чăваш шкулĕн комплексне пулчĕ. “И.Я. Яковлев хваттерĕ” музейра юсав ĕçĕсем пыраççĕ пулин те, хăнасене хапăл кĕтсе илчĕç. Музей заведующийĕ Нина Литвинова хăй экскурси ирттерчĕ, кашни пỹлĕмĕпе, унти кашни экспонатпа тенĕ пек тĕплĕн паллаштарчĕ. Унччен пĕртте ку комплексра пулса курман ентешсем тутарсем Меккăна кайса пуç çапнă пек кашни чăвашăн кунта килсе пуç таймаллине курса, илтсе чунĕсемпе ăнланчĕç. Чылайăшĕ музея хăйсем кăларнă кĕнекисене парнелесе хăварчĕ. “И.Я. Яковлевăн çемье чиркĕвĕ пулнă Таса сывлăш Апостолсем çине аннă” ятлă чăваш храмĕнче шупашкарсем çурта лартрĕç. Наци ялне куçнă май хăнасем Ульяновск хулипе, В.И. Ленин ячĕ-пе çыхăннă кил-çуртпа паллашма пултарчĕç. Чăваш таврапĕлỹçисен 10-мĕш Аслă пухăвĕ Наци ялĕнчи “Чăвашсен кил-çурчĕ” комплексра уçăлчĕ. Кунта хальлĕ-хе чăвашсем кăна хăйсен çуртне туса лартма пултарнă-ха. Ăна чăваш кил-çурчĕ хуралтисем ĕлĕк мĕнле пулнă, çапла хăтланă. Ытти халăхсем хăйсен çурчĕсене лартайман-ха. Çуртпа юнашар — форумсем ирттермелли чăваш тĕррипе илемлетнĕ кермен тата хăна çурчĕ, ресторан-кафе. Халăх нумай пухăнчĕ кунта. Фойере тĕрлĕ куравсем тăратнă. Елена Уресметова çынсене кă-тартма авалхи чăваш тум-юмне тата савăт-сапине, паянхи маçтăрсен ĕçĕсене илсе килнĕ, Николай Кирюшин — хăй пулса курнă вырăнсен сăнỹкерчĕкĕсене, авалхинчен пуçласа паянхи укçасен пуххине, Наталья Новоселец — хăй тĕрлесе çĕленĕ капăрлăхсене, Ульяновскри таврапĕлỹçĕсем — хăйсем çак çулсенче кăларнă кĕнекесене, “Канаш” хаçат редакцийĕ пурне те юлашки кăларăмĕсене валеçрĕ. Аслă пухăва салам сăмахĕ каласа УОЧНКА председателĕ Олег Мустаев уçрĕ. Кĕскен Чĕмпĕр тăрăхĕнчи чăвашлăх ĕçĕ-хĕлĕпе паллаштарнă май вăл таврапĕлỹçĕсен ĕçĕ çав тери пысăк та пĕлтерĕшлĕ пулнине, тĕрĕссипе вĕсем патшалăх тумалли ĕçе хăйсен ирĕкĕпе, хăйсен укçипе туса пынине те палăртрĕ. СССР вăхăтĕнчех чи малтан Ульяновск облаçĕнче чăвашсен пĕрремĕш обществи çуралнă — И.Я. Яковлев ячĕллĕ общество. Унăн Уставне В.П. Станьял хатĕрленĕ, Шупашкарта уçтарман общество Чĕмпĕрте тымар яма пултарнă. Сăмах май, Нестер Янкас ячĕллĕ пĕрлĕх Уставне эпĕ шăпах Чĕмпĕр чăвашĕсен И.Я. Яковлев ячĕллĕ обществин тĕслĕхне пăхса çырнăччĕ. Чĕмпĕрте халĕ чăвашсен “Еткер” телекăларăмĕ, “Канаш” хаçачĕ тухса тăраççĕ. Паян чăвашсен мĕнпур организацине (Ульяновск облаçĕнчи чăвашсен наципе культура автономийĕ, облаçри “Канаш” чăвашла хаçатăн редакцийĕ, “Еткер” чăвашла телепередача редакцийĕ, И.Я. Яковлев ячĕллĕ çут ĕç пĕрлĕхĕ, “Кĕрешỹ” спорт федерацийĕ) облаçре УОЧНКА пĕрлештерсе тăрать. Паян автономин ĕçтăвкомĕнче 9 комитет ĕçлет, иртнĕ çул облаçра чăвашсем пурăнакан тĕрлĕ вырăнта 22 Акатуй ирттернĕ. Кăçал нарăсăн 4-мĕшĕнчен тытăнса пушăн 14-мĕшĕччен облаçри тĕрлĕ чăваш ялĕсенче И.Я. Яковлев çуралнăранпа 170 çул çитнине халалласа Чăваш культура кунĕсем иртнĕ. Автономин тепĕр тĕллевĕ — каллех И.Я. Яковлев ĕçленĕ должноçа каялла тавăрасси. Ăна Ю.Ф. Горячев губернатор вăхă-тĕнче тавăрнă пулнă, анчах сыхласа хăварма хал çитереймен. Акан 20-мĕшĕнче Ленин мемориалĕнче И.Я. Яковлев çуралнăранпа 170 çул çитнине халалланă пысăк конференци, уяв иртет. Ульяновск облаçĕнчи чăваш тавра-пĕлỹçисен пĕрлĕхĕн ертỹçи Н.А. Казаков ун историйĕпе паллаштарчĕ. Таврапĕ-лỹçĕсене пĕрле пухăнса ĕçлеме çул уçнă И.Я. Яковлев ячĕллĕ çут ĕç обществин членĕсене (паян пирĕнтен уйрăлнă ĕнтĕ вĕсем) — И.С. Кирюшкина, П.П. Ургалкина, В.М. Репина, В.Г. Елагина тата ыттисене пĕр минут ура çине тăрса асăнма ыйтрĕ. — Пĕрремĕш ларăва эпир И.Я. Яковлев музейĕнче ирттернĕччĕ. “Канаш” хаçат вăл вăхăтра та, халĕ те таврапĕлỹ ĕçĕсем çинчен тĕплĕн çырса кăтартать. Эпир нумай документ пухса архива патăмăр, хамăрăн фондсене уçрăмăр, шкул ачисемпе тăтăш тĕлпулу ирттеретпĕр. Н.Н. Кирюшин, В.К. Пушкин, А.М. Богатов, Д.В. Кузьмин, В.Е. Ярухин, И.М. Кирпичников,Н.П. Мулендеев, В.Г. Кондрашкин, Н.Д. Розов, А.Ф. Ермилов хастар ĕçленине палăртас килет. Эпир 100 ытла кĕнеке кăларма пултартăмăр. УОЧНКАпа тачă çыхăнса ĕçлетпĕр, — терĕ Н. Казаков. Мана В.Е. Ярухин (Тимер-Лашман) таврапĕлỹçĕ кăларнă “Потомки Уби батыра” энциклопеди кăсăклантарчĕ. Пирĕн Трак тăрăхĕнчен лайăх пурнăç шыраса тухса кайнă чăвашсем халĕ Тутарстанăн Çĕпрел районне кĕрекен Пасарлă Упи, Кивĕ Упи, Пĕчĕк Упи — Турхан, Çĕнĕ Упи никĕслени, унта пурăннă тата пурăнакан кашни çын çинчен 600-шер страницăран тăракан виçĕ томлă кĕнеке-энциклопеди кăларма мехел çитернĕ. Çак кĕнекесем пирĕн район библиотекинче е музейра пулсан питĕ аван пулмалла. Чăваш академикĕсен пĕрлĕхĕн ертỹçи Е.Е. Ерагин тухса калаçнă май хăйĕн шухăшне пĕлтерчĕ, таврапĕлỹçĕсен историн хăш тапхăрне манмалла маррине асăрхаттарчĕ. — Эпир хамăрăн тăван ялсем пирки нумай кĕнеке кăларатпăр. Ку питĕ кирлĕ япала. Тăван çĕршывăн Аслă вăрçи тапхăрĕ пирки, йăх-несĕл историне çыракансем те чылай. Çав вăхăтрах пирĕн Пĕрремĕш тĕнче, Яппун тата ытти вăр-çăсене хутшăннă ентешсем пирки те материалсем шырамалла, тăван халăхăн йăли-йĕркине, вĕрỹ-суру чĕлхине, тĕррисен уйрăмлăхне çитĕнекен ăрушăн сыхласа хăвармалла, тупмалла, çырмалла. Хамăрăн мăнаçлăха кăтартмалла, мĕскĕнлĕхе пĕтермелле. Мĕншĕн эпир вунă чăваш хушшинче пĕр тепĕр халăх çынни пулсанах вырăсла калаçатпăр, хамăр хавшаклăха кăтартатпăр. Пирĕн вăйлă пулмалла. Хăй вăхăтĕнче чăвашсем Чĕмпĕре тĕп хула тума хăранă, хăйсем пысăк республикăна ертсе пыраймасран шикленнĕ. Халăх кун-çулĕнче виççĕмĕш шĕкĕр хула пулма пултарнă. В.И. Ленин икĕ хутчен сĕнсен те килĕшмен. Эпир вăйлă пулсан, тен, Раççей тĕп хули Питĕртен Мускава куçнă пек Чăваш Республикин тĕп хули те Чĕмпĕр пулса тăрĕ! — терĕ. Академин Хисеп хучĕпе Н.А. Казакова, И.М. Кирпичникова, В.К. Пушкина, А.М. Богатова, В.А. Селендеева, Н.Н. Кирюшина чысларĕ, парнесем пачĕ. “Халăх ăс-хакăлĕн тава тивĕçлĕ ăсти” хисеплĕ ята Владимир Ярухина пачĕç. Чăваш халăхĕшĕн пысăк ĕçсем тунăшăн Чăваш халăх ăслăлăхпа ỹнер академийĕн Аркадий Айдак ячĕллĕ “За службу народу” орденпа Д.В. Кузьмина, О.Н. Мустаева наградăларĕ. РФ Чăваш таврапĕлỹçисен вице-президенчĕ Виталий Станьял Чĕмпĕр облаçĕнче хăй вĕрентсе кăларнă студентсем пысăк ĕçсем илсе пынишĕн, чăвашлăхра палăрнăшăн савăннине пĕлтерчĕ. — Эсир кунта питĕ пысăк ĕçсем туса пыратăр. “Чăваш кил-çурчĕ” комплекса курманччĕ-ха, маттурсем. ЧНКна Чăваш халăх çуртне тума хăçантанпа ыйтатпăр — халĕ те çук. Шупашкар хулин администрацийĕ виçĕ çĕрте вырăн пачĕ — суйласа ил те ларт. Çук, лартаймарĕç. Тен, ЧНКна та Чĕмпĕре куçармалла. Халăха пĕр çуртра пухмалла. Кашни халăхăн кун пек çурт пур. Халăх чыслăхне кăтартмалли символ пулмалла! Ку пирĕн çук. Эсир вирлĕрех ĕçлени куç кĕрет. Кунти таврапĕлỹçĕсене В.И. Ленин тымарне тĕпчеме сĕнесшĕн, унăн чăваш тымарĕ пирки М. Шагинян, А. Солженицын, В. Говорухин тата ыттисем каланă. Ваççа Аниççине манманшăн тав тăватăп. Чĕмпĕрте чăвашлăх ĕçне чĕртсе яракансем умĕнче пуç таятăп. Хăвăр тăрăхри паллă çынсене палăк лартнине ырлатăп. Шел, Çин-кĕлти педучилище, педуниверситетри наци уйрăмĕсем хупăннă. Пирĕн Шупашкарта Наци лицейне те хупрĕç. Унта чи-чи пултаруллă ачасем вĕренетчĕç. Наци элитине, чи пултаруллă ачасене (юрлассипе, çырассипе, шутлассипе, ташлассипе, ỹкерессипе тата ыттипе те) пухса сирĕн май çук-ши шкул уçма, — хăйне пăшăрхантаракан ыйтусене çĕклерĕ шурсухалăмăр. Пухура чĕмпĕрсем те, Чăваш Республикинчен килнисем те тухса калаçрĕç, хăйсен опычĕпе паллаштарчĕç. Сăмахран, А.М. Богатов “Воспитанники” кĕнекесен ярăмне мĕнле кăларма пуçланине, вăл ĕç халĕ те тăсăлнине каласа пачĕ. Хальлĕхе Яковлев шкулĕнче вĕреннĕ 870 çыннăн биографийĕпе сăнỹкерчĕкне тупнă. Виктор Аванмарта тĕп чăваш тĕнĕ мĕн ятлă пулни кăсăклантарчĕ. “Вăл Саврăш тĕнĕ — Амаксар ятлă”, — пĕлтерчĕ Виталий Станьял. В.К. Пушкин, Г.В. Зотова, А.М. Симулин, А.Н. Вражкин, Х.М. Макаров, Д.В. Кузьмин, Н.Н. Кирюшин таврапĕлỹ-çĕсем хăйсен ĕçĕсемпе паллаштарчĕç. Хытă пăшăрхантаракан ыйтусене çĕклерĕç, çав шутра чăвашла калаçма, вулама пĕлекенсен шучĕ çулсерен чакса пыни те, чăваш хаçачĕсен тиражĕсем пĕчĕкленни те. Кашниех хăйĕн кĕнекине асăнмалăх парнелесе хăварчĕ. Таврапĕлỹçĕсен черетлĕ тĕлпулăвĕ сĕтел хушшинчи ăшă калаçупа вĕçленчĕ. Хаклă хăнасене хавхалантарса “Сăрнай” ушкăн юрăçисем, вĕсемех таврапĕлỹçĕсем, Герман Мадюковпа Дмитрий Кузьмин чăваш юррисене шăрантарчĕç. Чăваш Республикинчи ентешĕмĕрсем тулли кăмăлпа каялла çула тухрĕç. 

В. Михайлов.

Çыпăçтарнисем:
Миçе çын пăхнă: 362 | Кам хушнă: mixaj_58 | Рейтинг: 5.0/1 |
Пĕтĕмпе миçе комментари: 0


Кĕмелли форма

Шырав

Кун тăрăм
«  Ака 2018  »
ТнЫтЮнКçЭрШмВс
      1
2345678
9101112131415
16171819202122
23242526272829
30

Хыпарсем архивĕ

Ыйту
Нестер Янкас ячĕллĕ пĕрлĕх ĕçне епле хак паратăр?

Пурĕ миçе хурав: 50

Баннерсем

null

null

null

chuvash.eu

Пушкăрт чăвашĕсен хаçачĕ


Сайт тусĕсем

Статистика



Кунта халĕ: 1
Хăнасем 1
Юзерсем 0

!--
Copyright © Аксар Чунтупай 2024Сделать бесплатный сайт с uCoz