Ытларикун, 19.03.2024, 14:45
Эсир кунта çак ятпа кĕтĕр Хăна | Ушкăн "Хăнасем"

Тĕп страница | Манăн профиль | Тухас

                     Нестĕр Янкас ячĕллĕ пĕрлĕх

                

)?>
Салам кĕтесĕ
500


Тĕп страница » 2009 » Чÿк » 13 » Чĕмпĕр чăвашĕсен хаçачĕ
Чĕмпĕр чăвашĕсен хаçачĕ
19:43
Сăн ÿкерчĕк
Çĕршывра иртнĕ ĕмĕр вĕçĕнче пирĕн халăх йышлă пурăнакан регионсенче чăвашла хаçатсем тухма пуçланă. Пушкăртстанра "Урал сасси”‚ Тутарстан Республикинче "Сувар”‚ Чĕмпĕрпе Самар‚ Тюмень облаçĕсенче "Канаш”‚ "Самар ен” ‚ "Тăван”‚ Санкт-Петербургра "Питĕр чăвашĕсем” кăларăмсем. Вĕсем пурте тăван чĕлхене‚ культурăна‚ историе çухалма парас мар‚ çитес ăрусем валли упраса хăварас тесе ырми-канми тăрăшаççĕ. 
Акă Чĕмпĕрте пурăнакан йăхташăмăрсем те паллă пулăм кĕтсе илме хатĕрленеççĕ. Кĕçех "Канаш” хаçат тухма пуçланăранпа 20 çул çитет. Асăннă кăларăм редакцийĕпе эпир‚ "Урал сасси” ĕçченĕсем‚ хамăра хумхантаракан ыйтусене пĕрле сÿтсе явса‚ канашласа ĕçлетпĕр. Пирĕн хушăри туслă çыхăну çултан çул çирĕпленсе пырать. Вулакансене "Канаш” хаçат историйĕпе‚ паянхи ĕçĕ-хĕлĕпе паллашма сĕнетпĕр.

Чăвашсемшĕн Чĕмпĕр - сăваплă çĕр. Кунта 1868 çулта И. Я. Яковлев чăваш çырулăхне йĕркеленĕ‚ пĕрремĕш чăваш шкулне уçнă. Çак пĕлÿ çуртĕнче чăваш кĕвви‚ ÿнерĕ‚ наукăсем‚ театрĕпе опери "çуралнă”.
Ку тăрăхра пĕрремĕш чăваш хаçачĕ уçас ыйтăва 1899 çулта Иван Юркин этнограф‚ çыравçă çĕкленĕ. "Пулхар” ятлă кăларăм йĕркелес тесе вăл Тĕп пичет управленине тухнă. Анчах ăна пурнăçа кĕртме май паман.
Çапах та 1918 çулта чăвашсен ĕмĕчĕ çитнĕ. Чĕмпĕр кĕпĕрнин вĕрентÿ комиссариачĕ "Çĕнĕ пурнăç” хаçат кăларма пуçланă. Унсăр пуçне "Хĕрлĕ салтак” (1919 çулта) тата "Çутталла” (1920 çулта) пичетленнĕ. Вĕсемсĕр пуçне пĕр вăхăт "Чухăнсен сасси” хаçатпа "Атăл юрри” журнал та ку тăрăхра кун çути курнă.
Иртнĕ ĕмĕрĕн 80-мĕш çулĕсен вĕçĕнче Ульяновскра çĕнĕ хаçат - "Канаш” тухма пуçланă. Унăн пĕрремĕш номерĕ 1989 çулхи раштавăн (декабрĕн) 30-мĕшĕнче саланнă. Пĕрремĕш редакторĕ В.Ф. Ромашкин пулнă. 
Хаçат редакцийĕ Чăваш таврапĕлÿçисен союзĕн тата Чăваш çамрăкĕсен Альберт Канаш ячĕпе хисепленекен премисен лауреачĕ. Унсăр пуçне облаçри массăллă информаци хатĕрĕсен конкурсĕсенче çĕнтерÿçĕ ятне пĕрре мар тивĕçнĕ. Кăçал редакци ĕçне Чăваш наци конгресĕн Хисеп хучĕпе палăртрĕç.
1977 çултанпа "Канаш” хаçат çумĕнче вырăнти чăваш çыравçисен "Шевле” литература пĕрлешĕвĕ ĕçлет (ертÿçи Н. Н. Ларионов). Çак вăхăт хушшинче РФ Писательсен союзне 10 çын ытла йышăннă. Редакци пулăшнипе пирĕн авторсен 60 кĕнеки кун çути курчĕ. 2000 çулта область администраци укçи-тенкипе усă курса "Шевле çути” литература альманахне тата "Атăл юрри” журналăн 3-мĕш номерне кăлартăмăр.
"Канаш” тухма пуçласанах редакцие çыру килчĕ. "Эпĕ ватă çын. Алăра чăваш хаçатне тытса курмасăрах вилĕп ĕнтĕ тесе пурăнаттăм. "Канаш” пичетленсе тухни маншăн калама çук пысăк телей пулчĕ. Халĕ ĕнтĕ вилес те килмест...”‚ - тенĕ унта. Акă вăл - тăван сăмах вăйĕ.
Чĕмпĕр облаçĕнче 111 пин чăваш кун кунлать. Чăваш Республикин тулашĕнче пурăнатпăр пулсан та эпир тăван чĕлхене çухатасшăн мар‚ чăвашла калаçасшăн‚ тăван юрăсене юрласшăн. Çак ĕçре чăваш хаçачĕ пысăк пулăшуçă шутланать.
Хаçатăмăр тăван чĕлхене‚ культурăна‚ историе сыхласа хăварассипе нумай ĕçлет. Область пурнăçне çутатма‚ наци проекчĕсем пурнăçа кĕнипе паллаштарма тăрăшатпăр. Çаплах кашни номерте чăваш наципе культура автономийĕн‚ чăваш предпринимателĕсен клубĕн ĕç-хĕлне çутататпăр.
"Канаш” хаçат пирĕншĕн - çутă пайăрки. Вăл пулăшнипе облаçре талантлă чăвашсем - çыравçăсемпе журналистсем‚ художниксемпе артистсем‚ ертÿçĕсем - нумай пулнине пĕлтĕмĕр.
20 çул хушшинче кăларăм хăйĕн шанчăклă вулаканĕсене тупрĕ. Хаçат тиражĕ - 2000 экземпляр. Ун страницисенче шкул ачисем те‚ çамрăксем те‚ аслăрах çулхисем те хăйсене кирлине‚ кăсăклантараканнине тупаççĕ. Ытти изданисемпе пĕрле "Канаш” облаçри нацисен хушшинчи туслăха çирĕплетес‚ халăхсен культура пуянлăхне сыхласа хăварас ĕçе пысăк тÿпе хывать. 
Кăçалхи пушăн (мартăн) 26-мĕшĕнче хаçатăн 1000-мĕш номерĕ тухрĕ. Раштавăн (декабрĕн) 30-мĕшĕнче "Канаш” 20 çул тултарать.
Николай ЛАРИОНОВ‚ хаçатăн тĕп редакторĕ.
Çыпăçтарнисем:
Миçе çын пăхнă: 680 | Кам хушнă: mixaj_58 | Рейтинг: 0.0/0 |
Пĕтĕмпе миçе комментари: 0


Кĕмелли форма

Шырав

Кун тăрăм
«  Чÿк 2009  »
ТнЫтЮнКçЭрШмВс
      1
2345678
9101112131415
16171819202122
23242526272829
30

Хыпарсем архивĕ

Ыйту
Cайта хак парăр
Пурĕ миçе хурав: 88

Баннерсем

null

null

null

chuvash.eu

Пушкăрт чăвашĕсен хаçачĕ


Сайт тусĕсем

Статистика



Кунта халĕ: 1
Хăнасем 1
Юзерсем 0

!--
Copyright © Аксар Чунтупай 2024Сделать бесплатный сайт с uCoz