Эрнекун, 29.03.2024, 04:45
Эсир кунта çак ятпа кĕтĕр Хăна | Ушкăн "Хăнасем"

Тĕп страница | Манăн профиль | Тухас

                     Нестĕр Янкас ячĕллĕ пĕрлĕх

                

)?>
Салам кĕтесĕ
500


Тĕп страница » 2016 » Çĕртме » 27 » Чемен картинче пӗтӗм чӑвашсен Ҫимӗкӗпе Хравути пуххи иртрӗ
Чемен картинче пӗтӗм чӑвашсен Ҫимӗкӗпе Хравути пуххи иртрӗ
13:27
Сăн ÿкерчĕк

Фоторепортаж

Хамăрăн фоторепортаж

     Ҫӗртмен 25-мӗшӗнче Шупашкар районӗнчи Станьял ялӗ ҫывӑхӗнче Пӗтӗм чӑвашсен Ҫимӗк уявĕ тата Хравути пуххи иртрӗ. Вӑл, Чӑваш ентешлӗхӗсемпе районсенчи (регионсенчи) таврапӗлӳҫӗсен уйрӑмӗсене халалланӑскер, маларах иртнӗ Чӑваш Республикин кунӗн тӑсӑмӗ евӗр иртрӗ. Уява Самар, Крым, Тутарстан, Пушкӑртстан, Иркутск, Эстони тата ытти тӑрӑхри чӑвашсем ҫитнӗ. Аслă уяв пĕтĕмпех тӑван чӑваш чӗлхипе иртрӗ.

     Сăмах май, уява трак енсем те хастар хутшăнчĕç. Вĕсен йышĕнче Шупашкарти "Трак ен" ентешлĕх ертÿçи А.Н.Львов, ЧНКан Красноармейски районĕнчи уйрăмĕн ертÿçи З.П.Михайлова, районти Культура çурчĕ çумĕнчи "Хавал" пултарулăх ушкăнĕн ертÿçи Н.М.Никоноров, Нестер Янкас ячĕллĕ пĕрлĕх правленийĕн пайташĕ В.М.Михайлов та пулчĕç. Вĕсем краеведенипе туризм центрĕ ирттерекен форума та хутшăнчĕç.

Уявра ирттерме палӑртнӑ йӑла-йӗрке мешехисен йышӗ сахал марччӗ. «Чемен карти» этнохулашра (ăна, пĕр гектар ытла йышăнаканскере, 2015 çулта С.Сорокин усламçă тăрăшнипе туса лартнă) вӗсене пурне те кӑтартрӗҫ: хĕр аки, çĕнĕ вут чĕртни, кăвайт урлă сиксе чиртен тасални, вăйă карти (уяв), йăх юпи лартни, акатуй, хравути пуххи... Ваттисен пил сӑмахне Чӑваш ваттисен тӗп канашӗн ертӳҫи Виталий Станьял тата Чӑваш халăх ӑс-хакӑлӗпе ӳнер академийӗн президенчӗ Евгений Ерагин тухса каларӗҫ. Ҫимӗк тӗлне хатӗрленӗ таврапӗлӳпе туризм центрӗнче йӗркеленӗ таврапӗлӳҫӗсен пуххине Чӑваш таврапӗлӳҫисен председателӗ Сергей Сорокин ертсе пычӗ.

     Усал-тӗселтен тасатакан сӑваплӑ ҫулӑма тивӗртнине, хулаш йӗри-тавра хӗрсем ака тунине («хӗр аки»), йӑх юписене лартнине Ҫимӗке килнӗ пур хӑна сӑнарӗ — вӗттинчен пуҫласа аслисем таранах. Пурте пӗрле алӑ тытса пысӑк      вӑйӑ картинче ҫаврӑнчӗҫ.

     Этнохулаш варринче сцена ăсталанă. Унта виç-тăват сехет хушши халăх пултарулăх ушкăнĕсем юрă-ташăпа савăнтарчĕç. Чăваш Республикин культура тава тивĕçлĕ ĕçченĕ Н..М.Никоноров уяв сцени çинче хăйĕн пултарулăхне кăтартрĕ, халăха шăпăрпа купăс каласа, юрă юрласа савăнтарчĕ, ташлаттарчĕ.

     Вун тăватă ялтан тăракан ял тăрăхĕн кашни ялĕ валли этнокартапа хÿшĕ тытса çавăрнă. Унта ял çыннисем наци апачĕ хатĕрлессипе, ал ĕç тăвассипе ăмăртрĕç. Вăйлисем кире пуканĕ йăтса тупăшрĕç. Нумай енлĕ ăмăртусем иртрĕç кунта. Пур çĕре çитсе курма та пулмарĕ.

     Пӗтӗм чӑвашсен Ҫимӗкне килнӗ Чӑваш Енӗн культура министрӗн ҫумӗ Вячеслав Оринов ҫапла палӑртрӗ: «Ку уявра халӑх чунӗ палӑрать. Хӑйӗн йӑли-йӗркипе, пултарулӑхӗпе вӑл ачасене те аслисене те ваттисене те пӗрлештерет. Уяв тӗллевӗ — пирӗн мӑн асаттесем ӗмӗр-ӗмӗр хушшинче туптаса хӑварнӑ авалхи чӑваш культуринче упранса юлнӑ пахалӑха упраса хӑварасси. Ку вӑл тункатана пуҫ ҫапнине тавӑрни мар, ку вӑл пирӗн истори, пирӗн культура, пирӗн пурнӑҫ».

Çăлкуç: http://www.chuvash.org/news/12773.html

Çыпăçтарнисем:
Миçе çын пăхнă: 459 | Кам хушнă: mixaj_58 | Рейтинг: 5.0/1 |
Пĕтĕмпе миçе комментари: 0


Кĕмелли форма

Шырав

Кун тăрăм
«  Çĕртме 2016  »
ТнЫтЮнКçЭрШмВс
  12345
6789101112
13141516171819
20212223242526
27282930

Хыпарсем архивĕ

Ыйту
Нестер Янкас ячĕллĕ пĕрлĕх ĕçне епле хак паратăр?

Пурĕ миçе хурав: 50

Баннерсем

null

null

null

chuvash.eu

Пушкăрт чăвашĕсен хаçачĕ


Сайт тусĕсем

Статистика



Кунта халĕ: 1
Хăнасем 1
Юзерсем 0

!--
Copyright © Аксар Чунтупай 2024Сделать бесплатный сайт с uCoz