Эрнекун, 19.04.2024, 08:13
Эсир кунта çак ятпа кĕтĕр Хăна | Ушкăн "Хăнасем"

Тĕп страница | Манăн профиль | Тухас

                     Нестĕр Янкас ячĕллĕ пĕрлĕх

                

)?>
Салам кĕтесĕ
500


Тĕп страница » 2010 » Пуш » 15 » "ЧĂВАШ ПИКИ - 2010"
"ЧĂВАШ ПИКИ - 2010"
19:31
Сăн ÿкерчĕк
Пуш уйăхĕн 12-мĕшĕнче çанталăк хăйĕн ăшшине ытлашшиех палăртмарĕ — юрĕ те çăватчĕ, сивĕ çилĕ те пите чĕпĕте-чĕпĕте илетчĕ. Шупашкарти «Mega Galaxy» культурăпа кану центрĕнче вара питĕ ăшăччĕ — кунта 15 сехетре «Чăваш пики-2010» ăмăрту пуçланчĕ.

«Чăваш пики-2010» ята илес тесе 12 хĕр тупăшрĕç — хăйсен пултарулăхĕпе, сăпайлăхĕпе, илемлĕхĕпе тата маттурлăхĕпе мала тухма тăрăшрĕç. Пикесем çак районсемпе хуласенчен пулчĕç — Ананьева Ольга (Етĕрне), Иванова Наталия (Канаш районĕ), Кириллова Аня (Комсомольски районĕ), Томасова Татьяна (Краскоармейски районĕ), Андреева Татьяна (Муркаш районĕ), Кудрявцева Алина (Патăрьел районĕ), Александрова Наталия (Сĕнтĕрвăрри районĕ), Краснова Марина (Çĕмерле районĕ районĕ), Королева Алиса (Тăвай районĕ), Арсентьева Ольга (Шупашкар), Иванщикова Екатерина (Шупашкар районĕ), Михайлова Надежда (Элĕк районĕ).

Хăйсен тĕрлĕ енлĕ ăсталăхне вĕсен 5 конкурсра кăтартмалла пулчĕ. Чи малтан хĕрсем хăйсемпе паллаштарчĕç, унтан вара хăйсен ăсĕпе пĕлĕвне кăтартрĕç. Виççĕмĕш конкурсра хăйсен пултарулăхне кăтармалла пулчĕ — ташларĕç те, юрларĕç те, сăвă та каларĕç. Тăваттăмăш пайра хăйсем пĕçернĕ апат-çимĕçпе жюрие сăйларĕç — кунта чылайăшĕ хуплу пĕçерсе килни асра юлчĕ. Пиллĕкмĕш пайра вара хăйсен тумĕсене кăтартрĕç.

Çапла май вара тăватă сехет хушшинче иртнĕ конкурсра мала тухнисем çаксем пулчĕç:

◊ Яштака пике — Алина Кудрявцева (Патăрьел районĕ)

◊ Ăслă пике — Надежда Михайлова (Элĕк районĕ)

◊ Йăваш пике — Татьяна Андреева (Муркаш районĕ)

◊ Куракансен кăмăлланă пике — Анна Кириллова (Комсомольски районĕ)

◊ Вице-чăваш пики — Наталья Иванова (Канаш районĕ)

◊ Чăваш-пики 2010 — Алиса Королева (Тăвай районĕ)

Ăмăрту пайĕсем хушшинче курма килнĕ халăха хăйсен пултарулăхĕпе чăваш эстрада çăлтăрĕсем тата Шупашкарти ташă ушкăнĕсем савăнтарчĕç.

Уйрăмах пĕлӳ конкурсĕнче хĕрсем тăван халăх историне тата культурине пĕлменни мана пăшăрхантарчĕ. Пĕрине тĕрĕк халăхĕсем шутне камсем кĕнине калама ыйтрĕç — тутарсене, пушкăртсене каларĕ, тата темшĕн çармăссем те тĕрĕксем йышне кĕртрĕ вара. Ытти тĕрĕк халăхĕсене пĕлмест иккен. Тепри «Тилли юррисене» кам çырнине пĕлмест. Виççĕмĕшĕ Константин Иванов ăста ӳкернине ниепле те асаилеймерĕ. Залра лараканнисем пулăшрĕç-пулăшрĕç — музыка кĕрленине пула хĕр хăлхине кĕреймерĕ пулас. Тăваттăмăшĕнчен чăваш киноне кам пуçарни пирки ыйтрĕç — хальхи режиссерсем пирки каласа пачĕ, ни Тани Юна, ни Иоаким Максимов-Кошкинские палламасть пулас. Чăваш наци конгресĕпе «Хастар» пĕрлешĕве хăçан йĕркеленине пĕлменни нимех те мар пулĕ, анчах та чăваш историне, унăн культурине пĕлмеллех.
Çыпăçтарнисем:
Миçе çын пăхнă: 621 | Кам хушнă: mixaj_58 | Рейтинг: 4.5/2 |
Пĕтĕмпе миçе комментари: 0


Кĕмелли форма

Шырав

Кун тăрăм
«  Пуш 2010  »
ТнЫтЮнКçЭрШмВс
1234567
891011121314
15161718192021
22232425262728
293031

Хыпарсем архивĕ

Ыйту
Нестер Янкас ячĕллĕ пĕрлĕх ĕçне епле хак паратăр?

Пурĕ миçе хурав: 50

Баннерсем

null

null

null

chuvash.eu

Пушкăрт чăвашĕсен хаçачĕ


Сайт тусĕсем

Статистика



Кунта халĕ: 1
Хăнасем 1
Юзерсем 0

!--
Copyright © Аксар Чунтупай 2024Сделать бесплатный сайт с uCoz