Эрнекун, 19.04.2024, 09:57
Эсир кунта çак ятпа кĕтĕр Хăна | Ушкăн "Хăнасем"

Тĕп страница | Манăн профиль | Тухас

                     Нестĕр Янкас ячĕллĕ пĕрлĕх

                

)?>
Салам кĕтесĕ
500


Тĕп страница » 2017 » Чÿк » 12 » Чăваш наци конгресĕн çĕнĕрен йĕркеленĕ президиум ларăвĕ иртрĕ
Чăваш наци конгресĕн çĕнĕрен йĕркеленĕ президиум ларăвĕ иртрĕ
20:31
Сăн ÿкерчĕк

Чÿк уйăхĕн 9-мĕшĕнче конгресăн Х Аслă Пухăвĕнче суйласа хăварнă Мăн Канаш çирĕплетнĕ президиум тулли йышпа пĕрремĕш ларăва пуçтарăнчĕ. Кун йĕркинче Аслă Пуху ĕçне пĕтĕмлетесси, конгресăн комитечĕсене çĕнĕрен йĕркелесси, "Раççей чăваш пики-2017" конкурса хатĕрленесси тата ытти ыйтусем пулчĕç.

Ларăва Чăваш наци конгресĕн президенчĕ Николай Угаслов йĕркелесе пычĕ. Малтанах вăл президиум пайташĕсене яваплă Аслă Пухуна çÿллĕ шайра ирттерсе яма тăрăшса вăй хунăшăн тав турĕ.

Президент сĕннипе президиум пиллĕк вице-президентăн тĕрлĕ енĕпе ĕçлемелли яваплăхне çирĕплетрĕ. Пĕрремĕш вице-президент Валерий Клементьев президента регионсемпе ĕçлеме пулăшса пырĕ, Ивантаев Петр Васильевич - йĕркелÿ енĕпе, Мустаев Олег Николаевич -массăлла информаци хатĕрĕсемпе ĕçлекен, Тяпкин Владимир Геннадьевич - экономикăпа тата ентешлĕхсемпе ĕçлекен, Ухтияров Анатолий Ильич вара право тата саккун енĕпе яваплă пулăшуçи пулĕç.

Николай Федорович сĕннипе çĕнĕрен суйланнă президиум пайташĕсем пурĕ 14 комитет çирĕплетрĕç. Малтан 12 комитет пулнă пулсан, халĕ Экологипе çунçанталăка сыхлас енĕпе ĕçлекен тата Наука комитетне уйрăммăн туса хучĕç (унччен Вĕренÿпе наука комитечĕ пулнă). Ларура президиум пайташĕсенчен комитетсен ертÿçисене суйларĕç, кунтах сĕннĕ комитетсен пайташĕсен кандидатурисене кашнине уйрăммăн тишкерсе пăхса тухрĕç.

Виталий Петрович Иванов ăсчах ЧНК комитечĕсен çапах та конгресс тĕп тĕллевне, унăн идеине манмалла маррине, министерствăсен ĕçне кĕрсе каймалла маррине аса илтерчĕ. Кашни çĕрте чăвашлăх сĕмĕ пулмаллине каларĕ. Николай Угаслов президент сывă наци тата физкультурăпа спорт комитечĕсен ĕçĕсене вăйлатма, ку енĕпе республикăра иртекен мероприятисене хастар хутшăнма сĕнчĕ. Вĕренÿ комитечĕн председателĕ Геронтий Никифоров çĕнĕрен суйланнă комитет ертÿçисене çитес çулхи ĕç планĕнче пирĕн Аслă вĕрентекен И.Я.Яковлев çуралнăранпа 170 çул çитнине шута илмеллине аса илтерчĕ. Олег Мустаев вице-президент регионсенчи наципе культура автономийĕсен ĕç планĕсене ЧНК ĕç-хĕлĕпе килĕшÿллĕн хатĕрлемеллине, мероприятисем пĕр вăхăтра иртни унта хутшăнма чăрмантарни пирки каларĕ. Пĕрремĕш вице-президент Валерий Клементьев ĕç планĕсене раштавăн 1-мĕшĕччен ярса пама, 15-мĕшĕччен çирĕплетме чĕнсе каларĕ. Вăлах иккĕмĕш ыйтăва - "Раççей чăваш пики" конкурса хатĕрленес ĕç мĕнле пынине уçăмлатрĕ.

- Кăçал ку конкурс Шупашкарти культурăпа ÿнер институтĕнче иртет. Регионсемпе районсене конкурс йĕркине ярса панă, чылай наципе культура автономийĕ хутшăнас кăмăллине пĕлтерчĕç,- терĕ Валерий Леонидович. Йĕркелÿ комитечĕ ку ĕçпе хастар ĕçленине палăртрĕ вăл.

Ларура президиум пайташĕсем ытти тĕрлĕ ыйтусене пăхса тухрĕç, сÿтсе яврĕç.

 Зоя Яковлева, ЧНК пресс-службин ертÿçи.

Çыпăçтарнисем:
Миçе çын пăхнă: 297 | Кам хушнă: mixaj_58 | Рейтинг: 5.0/1 |
Пĕтĕмпе миçе комментари: 0


Кĕмелли форма

Шырав

Кун тăрăм
«  Чÿк 2017  »
ТнЫтЮнКçЭрШмВс
  12345
6789101112
13141516171819
20212223242526
27282930

Хыпарсем архивĕ

Ыйту
Cайта хак парăр
Пурĕ миçе хурав: 88

Баннерсем

null

null

null

chuvash.eu

Пушкăрт чăвашĕсен хаçачĕ


Сайт тусĕсем

Статистика



Кунта халĕ: 1
Хăнасем 1
Юзерсем 0

!--
Copyright © Аксар Чунтупай 2024Сделать бесплатный сайт с uCoz