Эрнекун, 19.04.2024, 00:42
Эсир кунта çак ятпа кĕтĕр Хăна | Ушкăн "Хăнасем"

Тĕп страница | Манăн профиль | Тухас

                     Нестĕр Янкас ячĕллĕ пĕрлĕх

                

)?>
Салам кĕтесĕ
500


Тĕп страница » 2012 » Чÿк » 30 » Чăваш халăх ăсчахĕсен черетлĕ Пухăвĕ иртрĕ
Чăваш халăх ăсчахĕсен черетлĕ Пухăвĕ иртрĕ
18:39
Сăн ÿкерчĕкЧăваш ăс-хакăл тата ÿнер академийĕн сайчĕ
Шупашкарта наци вулавăшĕнче чăваш халăх ăсчахĕсен черетлĕ Пухăвĕ иртрĕ. Кăçал Академие çĕнĕ Президент ертсе пынипе, влаçрисем хистенипе çĕнĕ Устав йышăннипе тата кашни ăсчахăн аттестаци витĕр тухмаллипе Пухăва халăх йышлă пуçтарăннăччĕ. 
- Хальлĕхе чăваш наци академийĕнче 194 ăсчах хисепленет, - терĕ пухăва ертсе пыракан И.С.Дубанов. - Паян тата 17 çынна илме хатĕрленетпĕр.Çитмĕл ăсчахăн докуменчĕсем йĕркеллĕ, ыттисен вара - заявленийĕ те, пичетленнĕ ĕçĕсен списокĕ те, автобиографийĕ те, сăн ӳкерчĕкĕ те çук. 
ЧНАНИ Президенчĕ Е.Е.Ерагина Академири лару-тăрупа тата паянхи ĕç планĕпе паллаштарчĕ. 
P.S. Хастар чăвашсене пĕлме. Халăхра тата ăсчахсем хушшинче час-часах тĕл пулакан пăтăрмахсенчен пăрăнас тесен ЧНАНИче пур виçĕ сумлă ят çинчен çырса ăнлантарни вырăнлă. Чăваш халăх ăс-хакăлĕпе ӳнер академийĕ «Хисеплĕ таврапĕлӳçĕ», «Хисеплĕ ăсчах» тата «Чăваш халăх ăсчахĕ» ятсем парать. Паллах вĕсене тивĕçлĕ çынсем академийĕн президиумĕ, вырăнти уйрăмпа филиал сĕннипе анчах илме пултараççĕ. Ун валли çак документсемпе хутсене тăратмалла: автобиографи, пичетленнĕ ĕçсен списокĕ тата чăваш историйĕпе, культурипе, таврапĕлĕвĕпе, ăслăлăхĕпе, ӳнерĕпе, халăх йăли-йĕркине чĕртессипе, юрри-ташшине сыхласа хăварассипе, ал ĕç ăсталăхĕпе çыхăннă çыру ĕçĕсем.

Çыпăçтарнисем:
Миçе çын пăхнă: 534 | Кам хушнă: mixaj_58 | Рейтинг: 5.0/1 |
Пĕтĕмпе миçе комментари: 0


Кĕмелли форма

Шырав

Кун тăрăм
«  Чÿк 2012  »
ТнЫтЮнКçЭрШмВс
   1234
567891011
12131415161718
19202122232425
2627282930

Хыпарсем архивĕ

Ыйту
Нестер Янкас ячĕллĕ пĕрлĕх ĕçне епле хак паратăр?

Пурĕ миçе хурав: 50

Баннерсем

null

null

null

chuvash.eu

Пушкăрт чăвашĕсен хаçачĕ


Сайт тусĕсем

Статистика



Кунта халĕ: 1
Хăнасем 1
Юзерсем 0

!--
Copyright © Аксар Чунтупай 2024Сделать бесплатный сайт с uCoz