Эрнекун, 19.04.2024, 05:35
Эсир кунта çак ятпа кĕтĕр Хăна | Ушкăн "Хăнасем"

Тĕп страница | Манăн профиль | Тухас

                     Нестĕр Янкас ячĕллĕ пĕрлĕх

                

)?>
Салам кĕтесĕ
500


Тĕп страница » 2012 » Авăн » 1 » Чăн-чăн учитель
Чăн-чăн учитель
19:41
Сăн ÿкерчĕк
Эпир унпа иксĕмĕр те Трак тăрăхĕнче çуралса ÿснĕ. Анчах та пĕр енчисем мар. Эпĕ — Мăн Çавал хĕрринчи Чиркÿллĕ Упи ялĕнчен, вăл Мăн Шетмĕ енчи Тватпÿртрен. Районти "Ял пурнăçĕ" хаçатра вăй хума пуçланă çулсенчен вара Н. Филимоновпа çывăхрах паллашрăм. Пушă вăхăт пулсан тăтăшах редакцине кĕрсе тухма вăхăт тупатчĕ Николай Филимонович, юлашки вăхăтра хăй хайланă çĕнĕ юрра пичете сĕнетчĕ, кăмăллăн юмахлатчĕ. Унтанпа вăхăчĕ самаях иртрĕ пулин те, çав ырă йăлана паян кун та пăрахмасть юрă-кĕвĕ ăсти. Çурла уйăхĕн пĕр кунĕнче черетлĕ хут тĕл пултăмăр Н. Филимоновпа редакци сĕтелĕ хушшинче. Çакăн валли сăлтавĕ те пулчĕ. 
Кăмăллă, чун уççиллĕ арçын вăл Н. Филимонов вĕрентекен-композитор. Пуринпе те вашават сăмахлать. Сăн-питĕнчен вара йăл кулă çухалмасть. Аса илÿсем çине-çинех тупăнса пыраççĕ районти чи хисеплĕ çынсенчен пĕрин. 
1937 çулхи авăн уйăхĕн 1-мĕшĕнче Тватпÿрт ялĕнче çуралнă. Ачалăхне питех те аван астăвать Николай Филимонович, мĕншĕн тесен вăл Тăван çĕр-шывăн Аслă вăрçипе пĕр килнĕ-çке. Ашшĕ, Филимон Кириллов, районти çар комиссариачĕн хуçалăх заведующийĕнче ĕçленĕ. Амăшĕ, Мария Константиновна, çĕр ĕçĕпе пурăннă, "Красный герой" колхозра тар тăкнă. 
Микулай тăватă çула пуссан Аслă Отечественнăй вăрçă пуçланать. Çулталăкран кил хуçине фронта кайма повестка параççĕ. 1942 çулхи май уйăхĕнче Ф. Кириллова ял-йыш хаяр вăрçа ăсатать. Сталинград хулишĕн калама çук хаяр çапăçусем пынă. Пирĕн ентеш шăпах унти фронта лекет, август уйăхĕнче вара вăл пĕр тан мар çапăçура ĕмĕрлĕхех куçне хупать. Кил хуçи хĕрарăмĕ упăшкасăр, ывăлĕ ашшĕсĕр тăрса юлаççĕ. Йывăрлăхне, терт-нушине сахал мар курма-тÿсме тивет амăшне — М. Константинована. Анчах чăтнă, тÿснĕ. Вăрçă пынă çулсенчи шартлама хĕлле Тăвай районĕнчи Пуянкасси çывăхĕнче окоп чавнине, Йĕпреç вăрманĕсенче вутă касса турттарнине мĕн ватăличченех ас туса пурăннă тыл ĕçченĕ. 
Пирĕн çарсем Аслă Отечественнăй вăрçа Çĕнтерÿпе вĕçленĕ çул Кушкă шкулĕн пуçламăш класне каять Н. Филимонов. Тăрăшса вĕренет. Каярах Красноармейскинчи вăтам шкулта вĕренĕве малалла тăсать, тус-юлташсем тупать. Мĕн çамрăклах юрă-кĕвĕ тĕнчине килĕштерет. Çиччĕмĕш класра вĕреннĕ чухне Георгий Трофимов ăна хор кружокне явăçтарать. Трак шкулĕнче пĕлÿ пухнă çулсенче хăйĕн ентешĕсен, кунтах вăй хуракан, хăй тĕллĕн вĕреннĕ Константин Архипов, Михаил Ильин композиторсен юрри-кĕввисемпе çывăх паллашать. 
— Ун чухне çакăн патне мĕн илĕртнĕ-ха сире? — çак ыйтăва памасăр чăтаймарăм эпĕ Николай Филимоновича. 
— Пĕлетĕн-и, шăллăм, — тет вăл. — Чун туртăмĕ пурри. Мĕн ачаранах сăвă-юрă тĕнчине парăннă эпĕ. Хама çуратса ÿстернĕ аннерен мĕн чухлĕ кĕвĕ, юрă вĕренмен-ши ? Тата тăван мар атте купăс илсе пачĕ, унпа эпĕ пĕрремĕш-иккĕмĕш классенчех калама вĕрентĕм. 
Н. Филимонов 1956 çулта вăтам шкул пĕтерсе алла аттестат илет. Ăçта çул тытмалла? Кĕçех районти çар комиссариатĕнчен повестка килет. Яш çулĕсенчи тăватă çул та икĕ уйăх Тинĕс Çар флочĕпе çыхăнать. Малтанах Кронштадт хулинче вунă уйăх хушши радиста вĕренет, каярах вĕçсĕр-хĕрсĕр тинĕсре çар хĕсметне ирттерет. Шăпах çакăнта музыка тĕнчипе интересленсе каять вăл, юрă кĕвĕлес туйăма аталантарма пуçлать. Мал ĕмĕтлисем телейлĕ теççĕ. Вăл кĕçех офицерсен çурчĕ çумĕнче службăна ирттерекен матроссем хушшинче художество пултарулăх ушкăнĕ йĕркелесе ярать, ун хыççăн вара унăн ертÿçи пулса тăрать. Тинĕсре çÿрекен чылай карапсем çинче концертсем парать Филимонов ертсе пыракан ушкăн. 
Турри пани пурах пулĕ çав Н. Филимоновăн, ентешĕм служба иртнĕ вăхăтрах баян та калама вĕренсе çитет, хăйне май ăстаçă пулса тăрать. Каярах вара тата дирижер ĕçне хăнăхать. Хăй службăра тăракан карап командованийĕ хастар та пултаруллă каччăна асăрхамасть мар. Тав çырăвĕсемпе, хисеп хучĕсемпе чыслать.
Служба кунĕсем хыçра ĕнтĕ. Çар гимнастеркине хывнă, малашлăха пăхма вăхăт. Н. Филимонов çарта илнĕ пултарулăха пăрахма шутламасть, пачах урăхла, музыкăпа ытларах ĕçлеме тытăнать. Çавна май Шупашкарти Ф. Павлов ячĕллĕ музыка училищин хор дирижерĕсен уйрăмне куçăн майпа вĕренме кĕрет, кунта 4 çул хушши пĕлÿ пухать. Ун чухне, юн вĕренĕ чухнехи ăсталăха малалла тăсса, юрăсем кĕвĕлес ĕçе малалла кÿлĕнет, çав вăхăтрах Красноармейскинчи культура çуртĕнче баянистра ĕçлеме тытăнать. 
Н. Филимонов яланах малашлăха пăхнă. Унăн тивĕçлĕ ĕç, професси туянасси чи малти ретре пынă. Вăл И. Я. Яковлев ячĕллĕ Чăваш патшалăх педагогика институчĕн (халĕ — университет -авт.) филологи факультетне (вырăс чĕлхипе литератури) вĕренме кĕрет. Кĕçех алла педагог дипломне илет. Красноармейскинчи вăтам шкула ĕçе вырнаçать. Ун чухне шкул директорĕнче Ф. Рекеев ĕçленĕ. Пултаруллă çамрăка хаваспах йышăннă коллектива. Хушнă тĕп ĕçе пурнăçланисĕр пуçне Николай Филимонович обществăлла ĕçе те кÿлĕнет. Флотри пекех, вырăнти художество пултарулăх коллективне йĕркелет, ачасен хор кружокне ертсе пырать, уявсенче вĕсен вăйĕпе тĕрлĕ мероприятисем йĕркелет. Красноармейски вăтам шкулĕнчи учительсен хорĕ вара иртнĕ ĕмĕрĕн 60-мĕш çулĕсенче районти, республикăри тĕрлĕрен уявсене активлă хутшăнать, чылай смотрсен лауреачĕ пулса тăрать. Вăл çулсене ăш пиллĕн аса илет Н. Филимонов. Ахальтен мар ĕнтĕ учительсен художество пултарулăх коллективĕн таврана саланнă ячĕ пирки центрта тухса тăракан "Учительская газета" хаçат пысăк статья пичетленĕ. 
— Учительсен хорне миçе çул ертсе пытăр вара? — терĕм ăна. 
— 40 çула яхăн,— терĕ Николай Филимонович. — Манăн А. Попов, И. Филиппов, М. Прохоров, Е. Лемм директорсемпе ĕçлеме тÿр килчĕ. 
Çав çулсенчех Н. Филимонов райцентрти ĕç коллективĕсенче хорсем йĕркелет, вĕсен ертÿçи пулса ĕçлет. Вăл 70-мĕш çулсенче районти "Ял пурнăçĕ" хаçатпа типографи коллективĕсенчи илемлĕ пултарулăх ушкăнне ертсе пынă. Паян кун та тĕссĕрлене пуçланă сăн ÿкерчĕксене кăтартса çав вăхăтри самантсем пирки сехечĕ-сехечĕпе каласа пама пултарать. "Сельхозтехникăри" (каярах районти юсавпа техника предприятийĕ), МПМКри, райпори, "Сельхозхимири" художество пултарулăх коллективĕсемпе ирттернĕ вăхăтсене епле манăн? 
Çав çулсенче тăван Трак ен халăхне пĕр хутчен çеç мар савăнтарнă вăл хăй ертсе пынă хорсен питех те анлă программиллĕ концерчĕсемпе. Вĕсене ватти-вĕттипех çÿресе курса савăннă, кăмăллă юлнă, кашнинчех тав тунă. 
Чĕлхепе литература, музыкăпа кĕвĕ учителĕ ыран 75 çул тултарнине паллă тăвать. Мĕнех, юрра-кĕвве юратакансен ячĕпе ăна çак паллă кун ячĕпе чуна çывăх сăмахсем каламалли кăна юлать. Кăмăллă вăл хăйĕн иртнĕ кун-çулĕпе. Çак тапхăрта халăх хушшине кĕвĕлесе сакăр вунă ытла юрă сарнă. Николай Филимонович ЧР, РФ тава тивĕçлĕ артисчĕпе В. Петровпа, Ф. Васнар юрăçпа, пирĕнтен вăхăтсăр уйрăлса кайнă Ю. Шепилов композиторпа, ыттисемпе мухтанмаллипех мухтанать. Тата халĕ шкулсенче вăл ăс панă, вырăс чĕлхипе литература, музыка предмечĕсене вĕрентекен миçе каччăпа хĕр-ши? 
Паян туса ирттернĕ ĕç-хĕл çине çаврăнса пăхма вăхăт. Н. Филимонов — РФ халăха вĕрентес ĕç отличникĕ, республикăри, Пĕтĕм Союзри, çĕр-шыври тĕрлĕрен пултарулăх смотрĕсен дипломанчĕ, районти Н. Янкас ячĕллĕ преми лауреачĕ, "Хитре тăван тавралăх" (2008 ç.) юрă кĕнекин авторĕ. Ун чухне ăна ентешĕм пысăках мар тиражпа пичетлесе кăларса халăх хушшине çитернĕ. Унăн Л. Антонов сăвăçпа кĕвĕленĕ "Хитре çурхи тавралăх" юрра ватти-вĕттипех шăрантараççĕ. Ентешĕн "Юратнă Чăваш Ен", "Чĕрере юрату пулсан", "Каçхи юрă", "Вăйă юрри" тата ыттисем те чун-чĕрене тыткăнлаççĕ. Вăл паян кун та чăтăмлăхĕпе, пултарулăхĕпе, ĕçе чунтан юратнипе палăрса тăрать, тăван ене те манмасть, çулленех Тватпÿртĕн ял уявне хутшăнать. Чăн-чăн учитель теессĕм килет манăн ăна. 
Уйрăлас умĕн Н. Филимоновран :"Сывлăх еплерех-ши?" — тесе ыйтрăм. 
"Çук, юрă-кĕвĕ çунат хушнă çын ватăлмасть, алла туя тытман-ха", — хуравларĕ вăл.

Юрий Борисов ("Ял пурнăçĕ")
Çыпăçтарнисем:
Миçе çын пăхнă: 783 | Кам хушнă: mixaj_58 | Тегсем: http://gov.cap.ru/list4/publication | Рейтинг: 0.0/0 |
Пĕтĕмпе миçе комментари: 0


Кĕмелли форма

Шырав

Кун тăрăм
«  Авăн 2012  »
ТнЫтЮнКçЭрШмВс
     12
3456789
10111213141516
17181920212223
24252627282930

Хыпарсем архивĕ

Ыйту
Cайта хак парăр
Пурĕ миçе хурав: 88

Баннерсем

null

null

null

chuvash.eu

Пушкăрт чăвашĕсен хаçачĕ


Сайт тусĕсем

Статистика



Кунта халĕ: 1
Хăнасем 1
Юзерсем 0

!--
Copyright © Аксар Чунтупай 2024Сделать бесплатный сайт с uCoz