Ытларикун, 19.03.2024, 05:28
Эсир кунта çак ятпа кĕтĕр Хăна | Ушкăн "Хăнасем"

Тĕп страница | Манăн профиль | Тухас

                     Нестĕр Янкас ячĕллĕ пĕрлĕх

                

)?>
Салам кĕтесĕ
500


Тĕп страница » 2009 » Чÿк » 22 » Çеçпĕл Мишшине халалласа
Çеçпĕл Мишшине халалласа
18:01
Сăн ÿкерчĕк
Чÿк уйăхĕн 20-мĕшĕнче районти халăх пултарулăх çуртĕнче Çеçпĕл Мишши çуралнăранпа 110 çул çитнине халалласа "Хĕвеллĕ пурнăç юрăçи" литература каçĕ иртрĕ. Уява хатĕрленсе районти централизациленĕ вулавăш ĕçченĕсем "Çĕн чăвашăн çĕн поэчĕ" курав йĕркеленĕ.
Уява С.А.Гурьева вулавăш ĕçченĕ уçрĕ. Çеçпĕл Мишшин пурнăçĕпе ĕçĕ-хĕлĕ çинчен, унăн тĕрлĕ енлĕ тата çиçсе тăракан таланчĕ пирки Красноармейски иккĕмĕш шкулĕн чăваш чĕлхипе литератури вĕрентекенĕ, аслă категориллĕ учитель, Раççей Федерацийĕн  пĕтĕмĕшле вĕрентĕвĕн хисеплĕ ĕçченĕ, Раççей Федерацийĕн Президенчĕн премийĕн лауреачĕ З.П.Михайлова каласа кăтартрĕ.
Уява хутшăнакансем "Поэт пурнăçĕ, поэт сасси", «Çеçпĕл Мишшин поэзи тĕнчи», "Çеçпĕл Мишши сăнарĕ - искусствăра" мультимедиллĕ презентацисемпе паллашрĕç.
Районти вĕрентÿ пайĕн пуçлăхĕн çумĕ М.Д.Голубев юратнă поэтăмăр сăввисене илемлĕ вуласа çĕнтерÿçĕ ятне илнĕ вĕренекенсене дипломсемпе чысларĕ. Централизациленĕ вулавăш директорĕ С.А.Никитина "Çеçпĕл пирĕн чĕрере" сочиненисен конкурсне хастар хутшăннисене ăшшăн саламларĕ, мала тухнисене Хисеп хучĕсем пачĕ тата Чăваш халăх поэчĕн Юрий Сементерĕн "Хурапа шурă" сăвă кĕнекине парнелерĕ.
Çеçпĕл сăввисене илемлĕ вуласа çĕнтерÿçĕ ятне илнисем хăйсен пултарулăхĕпе паллаштарчĕç. Вырăнти поэт, Нестер Янкас пĕрлĕхĕн хисеплĕ ертÿçи Н.Г.Ершов Çеçпĕле халалланă хăйĕн сăввисене вуласа кăтартрĕ тата уяв тĕлне кăларнă çĕнĕ кĕнекине презентацилерĕ. Гурий Дубровпа Николай Никоноров юрăçпа музыкант, Нестер Янкас ячĕллĕ преми лауреачĕсем, хăйсем çырса кĕвĕленĕ «Эпир Çеçпĕл йăхĕнчен», «Çунĕ çăлтăрĕ ыран та» юррисене янратрĕç.



Çыпăçтарнисем:
Миçе çын пăхнă: 632 | Кам хушнă: mixaj_58 | Рейтинг: 5.0/1 |
Пĕтĕмпе миçе комментари: 0


Кĕмелли форма

Шырав

Кун тăрăм
«  Чÿк 2009  »
ТнЫтЮнКçЭрШмВс
      1
2345678
9101112131415
16171819202122
23242526272829
30

Хыпарсем архивĕ

Ыйту
Нестер Янкас ячĕллĕ пĕрлĕх ĕçне епле хак паратăр?

Пурĕ миçе хурав: 50

Баннерсем

null

null

null

chuvash.eu

Пушкăрт чăвашĕсен хаçачĕ


Сайт тусĕсем

Статистика



Кунта халĕ: 1
Хăнасем 1
Юзерсем 0

!--
Copyright © Аксар Чунтупай 2024Сделать бесплатный сайт с uCoz