Юнкун, 24.04.2024, 00:55
Эсир кунта çак ятпа кĕтĕр Хăна | Ушкăн "Хăнасем"

Тĕп страница | Манăн профиль | Тухас

                     Нестĕр Янкас ячĕллĕ пĕрлĕх

                

)?>
Салам кĕтесĕ
500


Тĕп страница » 2013 » Нарăс » 11 » Çăвăçпа тĕл пулчĕç
Çăвăçпа тĕл пулчĕç
21:22
Сăн ÿкерчĕк
Нарăс уйăхĕн пуçламăшĕнче Красноармейски шкулĕнче Нестер Янкас ячĕллĕ Преми лауреачĕпе Гурий Дубров сăвăçпа тĕл пулу иртрĕ. Пултаруллă поэт 6-мĕш, 9-мĕш "б", 8-мĕш "б" класс ачисемпе тата "Кăмăл" вĕренÿ пĕрлешĕвĕнче хушма пĕлÿ илекенсемпе туслă калаçу ирттерчĕ. Вăл Çĕпĕр çĕрĕ çинчен çырнă хăйĕн çĕнĕ хайлавĕсемпе паллаштарчĕ, сăмах хăвачĕпе вĕренекенсем умне Тюмень тăрăхĕнчи çут çанталăка, ял-хулана, унта вăй хуракан пархатарлă та ĕçчен çынсене чĕррĕн кăларса тăратрĕ. Кашни сăвви ăшăлăхпа-ырăлăхпа чуна çĕклентерчĕ, пуян содержанийĕпе тарăн шухăша ячĕ. Ытла та ăста калăпланă 80 çула çывхарса пыракан маттур сăмах ăсти Гурий Егорович хăйĕн "Çĕпĕр сăввисем" ярăма. Шкул ачисем сăвăсен авторне тимлĕ итлесе ларчĕç, тав туса тăвăллăн алă çупрĕç. 
Гурий Дубров хăйĕн юлашки çулсенче кун çути курнă кĕнекисене халăх культурипе чăваш сăмахлăхĕн пÿлĕмне парнелерĕ. Çак шкулта тăван чĕлхене вĕрентекен Зинаида Петровнăпа Виталий Михайлович Михайловсем Гурий Егоровича мухтаса та тав туса ăшшăн саламларĕç, ырлăх-сывлăх, телей те ăнăçу, творчествăлла çитĕнÿсем сунчĕç.
Çыпăçтарнисем:
Миçе çын пăхнă: 450 | Кам хушнă: mixaj_58 | Рейтинг: 5.0/1 |
Пĕтĕмпе миçе комментари: 0


Кĕмелли форма

Шырав

Кун тăрăм
«  Нарăс 2013  »
ТнЫтЮнКçЭрШмВс
    123
45678910
11121314151617
18192021222324
25262728

Хыпарсем архивĕ

Ыйту
Cайта хак парăр
Пурĕ миçе хурав: 88

Баннерсем

null

null

null

chuvash.eu

Пушкăрт чăвашĕсен хаçачĕ


Сайт тусĕсем

Статистика



Кунта халĕ: 1
Хăнасем 1
Юзерсем 0

!--
Copyright © Аксар Чунтупай 2024Сделать бесплатный сайт с uCoz