Шăматкун, 20.04.2024, 16:26
Эсир кунта çак ятпа кĕтĕр Хăна | Ушкăн "Хăнасем"

Тĕп страница | Манăн профиль | Тухас

                     Нестĕр Янкас ячĕллĕ пĕрлĕх

                

)?>
Салам кĕтесĕ
500


Тĕп страница » 2015 » Нарăс » 27 » Căвă çыракансен “Чĕререн тухакан сăмахсем” конкурсне ирттереççĕ
Căвă çыракансен “Чĕререн тухакан сăмахсем” конкурсне ирттереççĕ
17:29
Сăн ÿкерчĕк

Район администрацийĕн вĕрентỹ пайĕ, Трак енри Н. Янкас ячĕллĕ литературăпа искусство тата культура пĕрлĕхĕ, ЧНКан районти уйрăмĕ тата районти “Ял пурнăçĕ” хаçат редакцийĕ Красноармейски районĕ йĕркеленнĕренпе 80, Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинче Çĕнтерỹ тунăранпа 70 çул çитнине тата К. Иванов çулталăкне халалласа шкул ачисемпе аслисем хушшинче сăвă çыракансен “Чĕререн тухакан сăмахсем” конкурсне ирттереççĕ. Унăн тĕллевĕ — пултаруллă вĕренекенсене тупса палăртасси тата вĕсене хавхалантарса тăрасси, литература ĕçне явăçтарасси, аслисен творчество пултарулăхне аталантарасси. Конкурса Трак енри шкулсенчи 3—11 классенче (ушкăнсене уйăрса 3—5, 6—8, 9—11 кл.) вĕренекенсем тата поэзие кăмăллакансем хутшăнма пултараççĕ. Конкурса хутшăнакансем хăйсен ĕçĕсене апрелĕн 10-мĕшĕччен районти “Ял пурнăçĕ” хаçат редакцине тăратмалла, вĕсем конкурс темисемпе килĕшсе тăмалла. Сăвăсене А4 формат хут çине пичетлесе памалла. Унта авторăн тулли ячĕ, хушамачĕ, ашшĕ ячĕ (аслисен телефон номерĕ) пулмалла, хăш шкулта, миçемĕш класра вĕреннине палăртмалла. Электронлă вариантпа ĕçсене йышăнмаççĕ. Конкурса тăратнă ĕçсене апрелĕн 24-мĕшĕнче районти культура çуртĕнче пĕтĕмлетеççĕ. Конкурс çĕнтерỹçисене Дипломсемпе, унта хутшăннисене Тав çырăвĕсемпе чыслаççĕ. Чи лайăх ĕçсене райхаçат страницисенче пичетлеççĕ.

З.Михайлова

Çыпăçтарнисем:
Миçе çын пăхнă: 428 | Кам хушнă: mixaj_58 | Рейтинг: 5.0/1 |
Пĕтĕмпе миçе комментари: 0


Кĕмелли форма

Шырав

Кун тăрăм
«  Нарăс 2015  »
ТнЫтЮнКçЭрШмВс
      1
2345678
9101112131415
16171819202122
232425262728

Хыпарсем архивĕ

Ыйту
Cайта хак парăр
Пурĕ миçе хурав: 88

Баннерсем

null

null

null

chuvash.eu

Пушкăрт чăвашĕсен хаçачĕ


Сайт тусĕсем

Статистика



Кунта халĕ: 1
Хăнасем 1
Юзерсем 0

!--
Copyright © Аксар Чунтупай 2024Сделать бесплатный сайт с uCoz