Ытларикун, 19.03.2024, 07:00
Эсир кунта çак ятпа кĕтĕр Хăна | Ушкăн "Хăнасем"

Тĕп страница | Манăн профиль | Тухас

                     Нестĕр Янкас ячĕллĕ пĕрлĕх

                

)?>
Салам кĕтесĕ
500


Тĕп страница » 2009 » Чÿк » 13 » АВАЛХИНЕ ХАЛЬХИПЕ ÇЫХĂНТАРМАЛЛАХ
АВАЛХИНЕ ХАЛЬХИПЕ ÇЫХĂНТАРМАЛЛАХ
19:11
Сăн ÿкерчĕк
Чăн та, эпир юлашки вăхăтра самана улшăннă май хытăрах чĕреллĕ пулма пуçларăмăр. Тăван халăх йăлисене манса пыратпăр. «Халăх вĕрентĕвĕн пуянлăхне упраса аталантарса пырсан çеç чăваш çĕнĕрен чĕрĕлсе малалла кайма пултарать, тĕнчере ытти халăх йышĕнче тивĕçлĕ вырăна тухать, ĕмĕрхи чапне çĕнетме, чĕртсе яма шанчăк тупать», – тет педагогика ăслăлăхĕсен докторĕ Г.Н.Волков. Чăваш халăхĕн виçĕ пин çулхи чыслă аваллăхĕ мухтава тивĕçлĕ. Çак халăх ĕмĕр-ĕмĕр тар юхтарса ĕçлесе, выльăх-чĕрлĕх ĕрчетсе, тыр-пул акса, çурт-йĕр лартса, улма-çырла, вăрман ӳстерсе пурăннă.
Чăваш халăхĕн сĕм авалтан пыракан пархатарĕ ăруран ăрăва куçакан йăла-йĕркесенчен килнĕ. Несĕлсем пирĕн валли пуян еткер хăварнă. Кунта халăх сăмахлăхĕ, ал ĕç пултарулăхĕ, халăх юрри-ташши кĕреççĕ. Пирĕн çак еткерпе усă курма пĕлмелле çеç. Шкул ĕçĕнче ĕçленĕ май палăртас пулать: фольклор хăйĕн авăрне туртсах кĕрсе каять. Ватă çынсенчен халиччен илтмен юрăсене çырса илни, археологсем çĕр айĕнчен авалхи тупрана чавса кăларнипех танлашать пулмалла. Эпĕ çав юрăсене пуçтарса пыратăп. Паллах, юрăпа усă курнă чухне унăн шухăшне пĕлмелле: хăçан юрлама пултарнă ку юрра, хăш вăхăтра, камсем? Чăвашсем авалтан çĕр çинче суха туса, тырă акса пурăннă май, юррисем те çĕр ĕçĕпе çыхăннă. «Алран кайми аки-сухи» юррах илер.
Кĕнекере çырнине вĕрентнисĕр пуçне ялти ватăсенчен çырса илнĕ йăла-йĕркесене те вĕренетпĕр терĕмĕр. Калăпăр, Сурхури – чăвашсен ĕлĕкхи уявĕ шутланать. Ăна хĕллехи кунпа çĕр танлашнă хыççăн паллă тунă, халĕ те паллă тăваççĕ. 
Хĕр сăрине те çав вăхăталлах ирттернĕ, анчах та пирĕн патра ăна тума пăрахнă.
Кăшарние çамрăксем Раштавран пуçласа пĕр эрне палăртаççĕ.
Çăварни (çу эрни) – çуркуннехи кунпа çĕр танлашăвне палăртаççĕ, пĕр эрнене тăсăлать.
Вирĕм – усал-тĕселе хăваласа ямалли уяв шутланать. Ăна Мăнкун умĕн ирттернĕ. 
Калăм – ваттисене асăнмалли кун. 
Мăнкун – ĕлĕк чăвашсен çулталăкĕ Мăнкунран пуçланнă. 
Акатуй – ĕлĕкхи чăвашсем ăна акана тухас умĕн пуçланă та акса пĕтерсен вĕçленĕ. 
Çимĕк – çуллахи уяв шутланнă. Çав кун ваттисене асăннă, масар çине кайса килнĕ. 
Ялти нумай йăла-йĕрке çинчен аса илме пулать. Акатуйпа салтак ăсатни пирки вара кăшт тĕплĕнрех çырас килет.
Акатуй. Çулла ĕç те, уяв та нумай. Çавна пĕлсех-тĕр хĕвел тӳпере вăрах çӳрет. Аслă Акатуя тахçан малтан хатĕрленме пуçлаççĕ. Ятарлă вырăнта чупса, сиксе, кĕрешсе, ут ярса, кире пуканĕ йăтса ăмăртаççĕ. Акатуй нихçан та кĕрешӳсĕр иртмест. Каччăсем ал шăллипе кĕрешеççĕ. Пурне те çавăрса çапакан Акатуй паттăрĕ пулать. Ăна така парса чыслаççĕ. Юлан утсен ăмăртăвĕ те чаплă. Кунта та мала тухакан парнене тивĕçет. Акатуйра çур акине пĕтĕмлетеççĕ, сăмах калаççĕ. Хĕрӳ ĕçре палăрнă ĕçченсене чаплă парнесемпе чыслаççĕ. 
Салтак ăсатни. Халĕ ĕлĕкхи салтак юррисене юрламаççĕ, манса кайнă вĕсене. Салтака каякан ача юлташĕсемпе пĕрле тăванĕсем патне çӳре-çӳре хăналаннă, парне илнĕ. Кил хуçи ун çине тĕрĕллĕ ал шăлли çакнă. Савнă хĕрĕ сăмса тутăрĕ парнеленĕ, çакă вăл ăна каялла таврăничченех кĕтме сăмах панине пĕлтернĕ. Ăсатнă кун салтак ачине çăкăр сăмсине кастарнă. Çав татăка амăшĕ ывăлĕ таврăниччен усранă. Кайнă чух салтакăн кил еннелле çаврăнса пăхма юраман. Мĕнпур тăванĕ пуçтарăнса çар ретĕнче чипер тăрса каялла таврăнма пехилленĕ. 
Çак йăла-йĕркесене вĕрентсе пынă май уроксене хальхи пурнăçпа çыхăнтарса пыма тăрăшатăп. Ĕлĕкхи йăлана авал мĕнле пулнă, çапла кăна вĕрентни айванла тесе шутлатăп. Вĕрентекенĕн хăйĕн тавра курăмĕпе усă курса йăла-йĕркене аталантарса кăтартса памалла, мĕншĕн тесен музыка та, фольклор та пĕр вырăнта тăмаççĕ, малалла аталанаççĕ. Çавна тумасан эпир хамăр чăваш халăх йăли-йĕркисене малалла тăсаймастпăр. 
■ Марина ПЕТРОВА.
вĕрентекен.Çĕнĕ Шуçăм районĕ,Чăваш Шупашкар шкулĕ.
Çыпăçтарнисем:
Миçе çын пăхнă: 770 | Кам хушнă: mixaj_58 | Рейтинг: 0.0/0 |
Пĕтĕмпе миçе комментари: 0


Кĕмелли форма

Шырав

Кун тăрăм
«  Чÿк 2009  »
ТнЫтЮнКçЭрШмВс
      1
2345678
9101112131415
16171819202122
23242526272829
30

Хыпарсем архивĕ

Ыйту
Нестер Янкас ячĕллĕ пĕрлĕх ĕçне епле хак паратăр?

Пурĕ миçе хурав: 50

Баннерсем

null

null

null

chuvash.eu

Пушкăрт чăвашĕсен хаçачĕ


Сайт тусĕсем

Статистика



Кунта халĕ: 1
Хăнасем 1
Юзерсем 0

!--
Copyright © Аксар Чунтупай 2024Сделать бесплатный сайт с uCoz