Юнкун, 24.04.2024, 03:53
Эсир кунта çак ятпа кĕтĕр Хăна | Ушкăн "Хăнасем"

Тĕп страница | Манăн профиль | Тухас

                     Нестĕр Янкас ячĕллĕ пĕрлĕх

                

)?>
Салам кĕтесĕ
500


Тĕп страница » 2010 » Раштав » 14 » Ална пар, ветеран
Ална пар, ветеран
21:46
Сăн ÿкерчĕк
Çапла пуçларăм хамăн сăмахăма. Сăмахĕ те пур, паллах… Ку ырă шухăш райцентрти ветерансен пухăвĕ хыççăн çуралчĕ манăн. Вăл, малтан кăтартнă пекех, чÿк уйăхĕн 19-мĕшĕнче пулса иртрĕ. Районти халăх пултарулăх çуртне ун чухне утмăл çын ытла пухăнчĕ. 
Сăмах май, Красноармейски ял тăрăхĕнчен илнĕ список тăрăх паян Красноармейски ялĕнче 554 пенсионер пурăнни паллă. Чи ваттисен йышĕнче И. Орлова, М. Трофимова, Ф. Григорьев, Р. Михайлова, М. Прохоров, И. Петров, И. Харитонов, Х. Тихонова, Л. Александрова, Ф. Тихонова, Г. Николаева, И. Федотова, В. Дмитриева, тата темиçе çынна асăнма юрать. Вĕсем кашниех харпăр хăй ĕçĕнче чуна парса тăрăшнă, тивĕçлипе ватлăх канăвне тухнă, çĕр-шыв наградисене тивĕçнĕ. Асăннă йышри арçынсем Тăван çĕр-шыва нимĕçсенчен хÿтĕленĕ, вăрçăра çапăçнă. Р. Михайлова та фронтовик. Р. Порфирьева çитес çул 90 çул тултарать. 554 çын хушшинче 60, 70, 80 урлă каçнисем сахал мар. Çавăн пекех çитес çул харпăр хăй юратнă мăшăрĕпе пĕрле çумма-çуммăн вăтăр тата унран нумаях та пурăнакан çынсем пур.
Мĕн канăç памасть-ха мана? Чăн малтанах Красноармейски ялĕнчи тивĕçлĕ канăва тухнă çынсем хăйсен пушă вăхăтне еплерех йĕркелеме пултарни шухăшлаттарать. 554 çын валли, мĕн пытармалли пур, майсем çук мар-ха.
Акă, районти халăх пултарулăх çурчĕ çумĕнче вуншар çул ытла ĕнтĕ ветерансен хорĕ тата "Трак ен" халăх фольклор ушкăнĕ (илемлĕх ертÿçи А. Алексеевпа Н. Никоноров) ĕçлеççĕ. Икĕ коллективĕ те районти Н. Янкас премийĕн лауреачĕ чыслă ята çĕнсе илнĕ. Икĕ йышĕнче те артистсем хăйсен пултарулăхĕпе маттур. Кашни çын вĕсен юрри-ташшине кăмăл уççипе, чун-чĕре пархатарĕпе йышăнать.
Газ уçлакансем пурăнакан микрорайонти клуб çумĕнче те юрăпа ташă ăсталăхне аталантарма чылай майсем пур. Çÿлерех асăннă вырăнта — тивĕçлĕ канăва тухнă сакăр вуннă ытла çын.
— Эпир концертсене çÿретпĕр, ветерансен хорĕ йĕркеленĕ. Пенсионерсем валли ташă кружокĕ уçасшăн. Юбилейсемпе çуралнă кунсене паллă тăвассишĕн тăрăшатпăр, — хăй шухăшне пĕлтерчĕ пухура "Заволжски" станцири ветерансен канашĕн членĕ С. Мефодьева. — Ал ĕç ăстисен выставкине уçасшăн.
Район центрĕнчи библиотека ĕçченĕсем те ветерансене яланах тарават. Вĕсем çине тăнипе кунта "Забота" ("Тимлĕх") клуб (ертÿçи С. Гурьева) йĕркеленĕ. Вăл 15 çул ĕнтĕ хăйĕн черетлĕ занятийĕсене пур енлĕ, тавра курăмлă, пуян содержаниллĕ ирттерет.
Тĕп библиотека çумĕнче право, çĕр, налук тата ытти ыйтусемпе кăсăкланакансене уйăхра пĕр хут консультаци пункчĕ (ертÿçи Н. Григорьева) йышăнать.
Чечек ăстисен клубĕнче те (ертÿçи В. Антонова) занятисене çÿрекенсен хисепĕ ÿсни куç умĕнчех.
Ан ятлăр та мана, çавах та хамăрăн пушă вăхăта, канăва майсем пур пулин те хамăршăн, сывлăхшăн усăллăрах пултăр тесе тăрăшмастпăр-ха. Яра куна кил-çуртра, хваттерте кăштăртатмалли тупăнсах пырать, паллах. Тата пĕрехмай телевизор пăхни те йăлăхтарать.
Анчах та кăштах канмалла. Уçă сывлăшпа кăкăр тулли сывламалла. Чир-чĕре хамăр çумран аяккалла хăваламалла тесен, тен, йăпăртлăха кану çурчĕсене çитсе курсан та аван. Вĕсен алăкĕсем сире тавра курăма вăйлатма, пултарулăха вăл е ку творчество лаççинче ÿстерме, чунри хуйхă-суйхăна сирме пулăшаççех.
Хальлĕхе вара ветерансенчен, сывлăхĕпе вăй-халĕ чиперех пулин те район центрĕнчи культурăпа кану çурчĕсенче вăл е ку пултарулăхпа ăсталăх ушкăнĕсене чун-чĕре ăшшипе, кăмăл-туйăм хавхаланăвĕпе çÿрекенсем сахалтарах çав. Çавнашкал çынсен чунри лăпкăлăха вăратмаллах, активлăха ÿстермеллех тесшĕн.
— Районти ветерансен хорне çÿрекен активлă, пуçаруллă, творчествăллă хĕрарăмсемпе арçынсен йышĕ хутшăнасса çирĕп шанатăп эпĕ, — тет ветерансен хорĕн ертÿçи ЧР культурăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ А. Алексеев баянист. — Сывлăхпа вăй-хал пур чух мĕншĕн-ха савăнас мар.
— "Забота" клубăн черетлĕ занятийĕ кашни ветерана чылай-чылай усăллă сĕнÿпе канаш валеçет. Хамăршăн пĕлмелли, тепĕр тус-юлташа чуна уçса каласа памалли темĕн чухлех пухăнать, — хăй шухăшне пытармасть райбиблиотекăри С. Гурьева ĕçчен. — Пирĕн клуб вăл — сирĕн клуб. Хапăл тăватпăр сире, тивĕçлĕ канăва тухнă çыннăмăрсем.
Ална пар, ветеран. Тепĕр чух вăл е ку сăлтавпа кил-çуртра, хваттерте тарăхса, тăвăнса лариччен канмалла, курса калаçмалла кану çуртне васка. Кунта спектакль кур, концерт пăх. Юрлама — ташлама кăмăл-шухăш вăрансан, сцена çине тух, ушкăнпа пĕрлеш, халăха савăнтар.
Ветеран… Кĕнекесенчен те ан ютшăн. Вырăсла та, чăвашла та вула…Хаçат-журнал çырăн. Шел те, "Ветеран", "Пенсионер", "Ял пурнăçĕ", "Чăваш хĕрарăмĕ" хаçатсене çырăнса илекенсен, вĕсене киосксенче сутăн туянакансен хисепĕ хальлĕхе пĕчĕкрех.

Г.Ефимов-Тусли

Çыпăçтарнисем:
Миçе çын пăхнă: 473 | Кам хушнă: mixaj_58 | Тегсем: ветеран | Рейтинг: 5.0/2 |
Пĕтĕмпе миçе комментари: 0


Кĕмелли форма

Шырав

Кун тăрăм
«  Раштав 2010  »
ТнЫтЮнКçЭрШмВс
  12345
6789101112
13141516171819
20212223242526
2728293031

Хыпарсем архивĕ

Ыйту
Cайта хак парăр
Пурĕ миçе хурав: 88

Баннерсем

null

null

null

chuvash.eu

Пушкăрт чăвашĕсен хаçачĕ


Сайт тусĕсем

Статистика



Кунта халĕ: 1
Хăнасем 1
Юзерсем 0

!--
Copyright © Аксар Чунтупай 2024Сделать бесплатный сайт с uCoz