Эрнекун, 29.03.2024, 08:48
Эсир кунта çак ятпа кĕтĕр Хăна | Ушкăн "Хăнасем"

Тĕп страница | Манăн профиль | Тухас

                     Нестĕр Янкас ячĕллĕ пĕрлĕх

                

)?>
Салам кĕтесĕ
500


Тĕп страница » 2018 » Ака » 11 » Александр Пăртта — драматурги ăсти, пултаруллă артист
Александр Пăртта — драматурги ăсти, пултаруллă артист
22:46
Сăн ÿкерчĕк

Александр Степанов-Пăртта — чăвашсен хальхи паллă драматургĕ, Трак енĕн пултаруллă та талантлă çыравçи. Вăл Красноармейски районĕнчи Алманч ялĕнче 1963 çулхи ака уйăхĕн 4-мĕшĕнче çуралнă. Çак кунсенче Александр Иванович хăйĕн юбилейне паллă турĕ. Пултаруллă çамрăк ялти вăтам шкултан вĕренсе тухсан, Ярославль хулинчи Ф. Волков ячĕллĕ академи драма театрĕ çумĕнчи театр училищинче вĕреннĕ. Алла диплом илсен, Александр Степанов Шупашкарти пукане театрĕнче вăй хума тытăннă. Кунта вăл 1985-1990 çулсенче тимленĕ. Тăрăшулăхĕпе талантне кура 1990 çулта çамрăк артиста Çеçпĕл Мишши ячĕллĕ Чăваш патшалăх çамрăксен театрне йыхравлаççĕ. Театрта Александр Иванович чăн-чăн чăваш арĕсен ролĕсене калăплама тытăннă. Кашни ролех: çирĕп кăмăллă арçын-и е айванкка çын сăнарĕ — чунне парса вылять маттур артист. 2003 çулта А.И. Степанов-Пăрттана “Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ артисчĕ”, 2018 çулта - "Чăваш халăх артисчĕ" хисеплĕ ятсене парса чысланă. А.И. Степанов-Пăртта литературăна 2000-мĕш çулсенче “Сăвă пуххисемпе” кĕнĕ. Сăвăсем кăна мар, пьеса хыççăн пьеса çырăннă: “Укçа чул кастарать”, “Вăрмана юлнă çамрăклăх”, “Качча кайиччен”, “Турă пỹрмен юрату”, “Çиçĕм тивнĕ чунсем”, “Килех килчĕ тур çырни”, “Чăн телей юратура”, “Кирек ăçта та пĕр хĕвел”. Çыравçăна пултарулăхне кура 1997 çултах Раççей Писателĕсен союзĕн членне илнĕ. Александр Иванович пьесисенче çамрăксен туслăхĕпе юратăвне, таса юратăва сĕмсĕррĕн таптама хăтланнине, укçа-тенкĕ этем пурнăçĕнче пысăк вырăн йышăнса чылайăшне çынлăхран кăларнине, çынна хисеплесе ырă ĕçсем тума пулăшасси майĕпен чакнине, çынсем хушшинче танмарлăха пула халăхра ыр кăмăллăх сĕвĕрĕлсе пынине аван кăтартса парать. Автор пурнăçри хирĕçỹсене ытларах уйрăм кил-йыш е пĕр çын шăпи урлă çырса уçăмлатать. Унăн геройĕсем пурнăçри çавăрăнса тухма май çук йывăрлăхсене пула инкек патне çитсе тухаççĕ. Вулакансем Александр Пăртта çырнă пьесăсенчен “Турă пỹрмен юрату” мелодрамăна уйрăмах юратса йышăнчĕç. Мелодрама тесе трагедиллĕ хăрушă событисем ачаш туйăмлăха пĕрлешнĕ драмăна калаççĕ. “Турă пỹрмен юрату” мелодрама пуçламăшĕнче чикансем чăваш ялĕ çывăхĕнче вăхăтлăха пурăнма чарăнаççĕ. Вĕсен Балинт ятлă ватă баронĕ ку илемлĕ вырăнпа питĕ кăмăллă. Çамрăк чикансем те: Данило, Григорий, Русалина тавралăха килĕштереççĕ, юрлаççĕ, ташлаççĕ. Уйрăмах Данило, çирĕм çултан иртнĕ каччă, çак тăрăха чунтан юратрĕ, чикансем кунтан куçса кайсан та, кунтах юлма шухăшлать: “Ĕмĕрлĕхех çакăнта юлатăп. Ĕмĕрлĕхех...” ...19 çул каялла чикан хĕрарăмĕ, Зарина (халĕ вăл Данило амăшĕ) Шупашкар хулинче çурт умĕнчи хăйăр купи çинче выляса ларакан 3 çулхи Георги ятлă арçын ачана вăрласа кайса Данило ят хурать. Заринăн ача пулман. Çамрăк хĕрарăм арçын ачана юратса çитĕнтерет. Халĕ ĕнтĕ Данило — 20 çултан иртнĕ маттур та илемлĕ каччă. Чипер те пултаруллă яша чикан баронĕ хăй вырăнне хăварасшăн, тапăра ертсе пыма ăслă ертỹçĕ кирлине калать. Хитре те çаврăнăçуллă Данилона хĕрсем те килĕштереççĕ (уйрăмах Русалина), анчах та хальхинче унăн чĕрине никам та йышăнайман-ха. Чăваш ялĕ çывăхне чикансем килсе чарăннишĕн вырăнти халăх кăмăлсăр, уйрăмах Верукпа Сантăрăн çемйи. Вĕсем 19 çул каялла тăван тĕпренчĕкне, 3 çулхи Георгие, чикан хĕрарăмĕ вăрласа кайнине пĕлеççĕ. Шупашкарта пурăннă чухне ывăлĕ çухалсан, Верук мĕн чухлĕ чикан майрисене “ăçта хутăр манăн ывăла, ăçта илсе кайрăр” тесе макăрса силлемен-ши. Сантăр вара, арăмĕ ухмаха тухса кайĕ тесе, хуларан çемйине яла куçарса килнĕ. Вĕсен Георги хыççăн çуралнă хĕрĕ — Люда — халĕ 19 çулта ĕнтĕ. Люда ялта ĕçлесе пурăнать. Ырă кăмăллă та хитре хĕр çумне эрехпе туслă каччă — сивлек чунлă Петĕр — çыпăçасшăн, анчах та Люда ăна йышăнмасть, туслă пулма та килĕшмест. Çуллахи вăхăтра ял халăхĕ уйра кăшман, кишĕр, çĕрулми йăранĕсене çум курăкран тасатать, утă çулса типĕтет. Люда та юлташĕсемпе ĕçлесе тарланă хыççăн вăрман çывăхĕнчи кỹлле шыва кĕме каять. Сасартăк хĕр ача путма тытăнать, инçех те мар иртсе пыракан Данило Людăна шывран турса кăларать. Хĕр яша вилĕмрен çăлнăшăн тав тăвать. Çакăнтан пуçланса каять те ĕнтĕ вĕсен туслăхĕпе юратăвĕ: çамрăксем пĕр-пĕриншĕн çуралнă тейĕн (анчах та вĕсем пиччĕшĕпе йăмăкĕ вĕт, тăван юнсем, пĕр тăвансем). Людăн ашшĕпе амăшĕ, хĕрĕ чикан каччипе туслă пулнине пĕлсен, питĕ пăшăрханаççĕ, вĕсем ĕмĕрне те ăна Данило “чиканпа” пĕрлештерес çук. Çакна йĕкĕт чухлать, анчах та мĕн тумалла-ха? Хăюллă та ăслă яш Людăна лаша çине лартса тапăра вăрласа каять, хĕре чунтан юратса хăйĕн мăшăрĕ тума ĕмĕтленет. Данило амăшĕ — Зарина — Людăна килĕштерет, унăн аллисене тытса юмăç пăхать: пысăк хуйхă пуласса систерет. Ватă хĕрарăм ывăлне паянах пĕрлешме тăхтама ыйтать. Людăн ашшĕпе амăшĕ — Сантăрпа Верук тата ял халăхĕ çамрăксене шыраса тупаççĕ, хĕрне киле илсе каясшăн. Анчах та Люда вĕсене хирĕçлет, Данилона вилесле юратнине, çемье çавăрма хатĕрленнине пĕлтерет. Сăнран ỹкнĕ Зарина Сантăрпа Верука Данило вĕсен ывăлĕ пулнине пĕлтерет, чупса кайса тĕрĕпе илемлетнĕ пĕчĕк арçын ача кĕпине илсе килсе кăтартать. Верукпа Сантăр ывăлĕ тупăннишĕн шутсăр хытă хĕпĕртеççĕ, ара, Верук ку кĕпене хăй тĕрленĕ-çке. Вĕсене аякран пăхса, сăнаса тăракан Петĕр (Людăна саваканскер), нимĕн те ăнланманскер, хĕре ют каччă аллине парас мар тесе, Данилона çĕçĕпе чиксе вилмеллех амантать. Данило вилес умĕн хăйне çуратнă амăшне — Верука — нихăçан та чикан пулас килменни çинчен каласа хăварать. Верук хăйĕн ывăлне иккĕмĕш хут çăлса хăварайманнишĕн ỹлесе макăрать. Çапла Данило ĕмĕрлĕхех хăйĕн тăван ашшĕпе амăшĕ çуралса ỹснĕ çĕрĕ çинче ытла та çамрăклах канлĕх тупать. Хăрушă ĕç хыççăн чикансем вăхăтлăха чарăннă вырăнтан тухса каяççĕ. Çапла хурлăхлăн вĕçленет “Турă пỹрмен юрату” мелодрама. Произведени геройĕсем пурнăçри килĕшменлĕхе хирĕç тăма пăхаççĕ, чунĕсенчи тасалăха упрама тăрăшаççĕ. Çамрăк чунсем пĕрле пурнăç малашлăхне шанса ĕмĕтленетчĕç, анчах та путсĕр те сĕмсĕр çынсем вĕсен пуласлăхне аркатрĕç. Çак хуйхă яланах герой таврашĕнчи çынсен çылăхĕсемпе çыхăннă. Вĕсем Турă çырнинчен иртеймеççĕ теме те пулать. Этемлĕх яланах хăйĕн саккунĕсемпе пурăнасшăн, анчах та çут çанталăкăн — тĕрĕс саккунĕ. Данилопа Люда — пĕр тăвансем-çке, пĕр юнсем. Медицина та çакăн пек çынсене пĕрле пулма чарать: пуласлăх инкекĕ килессе систерет. А.И. Степанов-Пăрттана чăваш вулаканĕсемпе театр куракансем патне тарăн шухăшлă пьесăсем çитернĕшĕн пирĕн ентешсем тав тăваççĕ, юбилей ячĕпе чун-чĕререн хĕрỹллĕн саламлаççĕ, малашне те çакăн пек произведенисем çырма вăй-хал, çирĕп ăс-тăн, çитĕнỹсем сунаççĕ.

В. Тихонова.

Çыпăçтарнисем:
Миçе çын пăхнă: 309 | Кам хушнă: mixaj_58 | Рейтинг: 0.0/0 |
Пĕтĕмпе миçе комментари: 0


Кĕмелли форма

Шырав

Кун тăрăм
«  Ака 2018  »
ТнЫтЮнКçЭрШмВс
      1
2345678
9101112131415
16171819202122
23242526272829
30

Хыпарсем архивĕ

Ыйту
Нестер Янкас ячĕллĕ пĕрлĕх ĕçне епле хак паратăр?

Пурĕ миçе хурав: 50

Баннерсем

null

null

null

chuvash.eu

Пушкăрт чăвашĕсен хаçачĕ


Сайт тусĕсем

Статистика



Кунта халĕ: 1
Хăнасем 1
Юзерсем 0

!--
Copyright © Аксар Чунтупай 2024Сделать бесплатный сайт с uCoz