Шăматкун, 20.04.2024, 01:06
Эсир кунта çак ятпа кĕтĕр Хăна | Ушкăн "Хăнасем"

Тĕп страница | Манăн профиль | Тухас

                     Нестĕр Янкас ячĕллĕ пĕрлĕх

                

)?>
Салам кĕтесĕ
500


Тĕп страница » 2010 » Раштав » 14 » "Акатуй 2011"
"Акатуй 2011"
22:10
Сăн ÿкерчĕк
Чăваш Республикин культура, национальноçсен ĕçĕн, информаци политикин тата архив ĕçĕсен министерстви пĕлтернĕ тăрăх Чĕмпĕр облаçĕнчи Правительство Пĕтĕм тĕнчери чăваш халăхĕн уявне "Ака туй - 2011" ирттерме граждансен сĕнĕвĕсемпе шухăшĕсене пуçтарать.
2011 çулта июнĕн 1—4-мĕшĕсенче Чĕмпĕр облаçĕнче Пĕтĕм тĕнчери савăнăçлă мероприятие ирттерме палăртнă. Пĕрремĕш хут çак уяв Чăваш Республикин тулашĕнче пулать. Палăртнă тăрăх çак уява Раççей Федерацийĕн 20 субăекчĕн делегацийĕсем, çывăхри чикĕ леш енчи 5 çĕр-шыв тата Раççей ертÿçисен представителĕсем хутшăнаççĕ.
Уява йĕркелекенсем чăваш халăхĕн историйĕ, çутта кăларакансем, йăла-йĕрке, культура, наци тĕпелĕ, литература, çĕнетÿсен хыпарĕсене шута илеççĕ. Чи лайăх сĕнÿсене конкурс йĕркипе суйлаççĕ, çĕнтерÿçĕсене Губернатор ятĕнчен Чĕмпĕр облаçĕнчи Правительствăн представителĕ Сергей Морозов хаклă парнепе чыслать.
Хăвăрăн шухăшсене, фото-видеоматериалсене электронлă почта урлă яма пултаратăр politic@ulgov.ru тата çак адреспа йышăнаççĕ: 432063, Чĕмпĕр хули, Ленин площачĕ,1. Электронлă почта теми çине "Ака туй-2011" тесе палăртмалла. Çыхăну тытма хăвăрăн адреса кăтартăр. Сĕнÿсене Чĕмпĕр Правительствин сайчĕ çине ятарлă формăпа çак адреспа лартма пултаратăр: http://ulgov.ru/feedack/index/akatuy/.

Тĕплĕнрех ыйтса пĕлмелли телефон +7(8422)41-31-48.
Çыпăçтарнисем:
Миçе çын пăхнă: 497 | Кам хушнă: mixaj_58 | Тегсем: Акатуй | Рейтинг: 5.0/2 |
Пĕтĕмпе миçе комментари: 0


Кĕмелли форма

Шырав

Кун тăрăм
«  Раштав 2010  »
ТнЫтЮнКçЭрШмВс
  12345
6789101112
13141516171819
20212223242526
2728293031

Хыпарсем архивĕ

Ыйту
Нестер Янкас ячĕллĕ пĕрлĕх ĕçне епле хак паратăр?

Пурĕ миçе хурав: 50

Баннерсем

null

null

null

chuvash.eu

Пушкăрт чăвашĕсен хаçачĕ


Сайт тусĕсем

Статистика



Кунта халĕ: 1
Хăнасем 1
Юзерсем 0

!--
Copyright © Аксар Чунтупай 2024Сделать бесплатный сайт с uCoz