Ытларикун, 19.03.2024, 09:58
Эсир кунта çак ятпа кĕтĕр Хăна | Ушкăн "Хăнасем"

Тĕп страница | Манăн профиль | Тухас

                     Нестĕр Янкас ячĕллĕ пĕрлĕх

                

)?>
Салам кĕтесĕ
500


Тĕп страница » 2009 » Чÿк » 19 » "Ачасен пултарулăхĕ" литература конкурсĕ
"Ачасен пултарулăхĕ" литература конкурсĕ
17:00
Сăн ÿкерчĕк
 1. Пĕтĕмĕшле йĕрке
 Красноармейски районĕнчи Нестер Янкас ячĕллĕ литературăпа искусство тата культура пĕрлĕхĕн правленийĕ йышăнăвĕпе тата район администрацийĕн вĕрентÿ пайĕн информаципе методика центрĕ çумĕнчи творчествăлла ĕçлекен чăваш чĕлхипе литератури вĕрентекенсен ушкăнĕн ĕç планĕпе килĕшÿллĕн Красноармейски (Трак) районне туса хунăранпа тата Нестер Янкас ячĕллĕ пĕрлĕх йĕркеленнĕренпе 20 çул çитнине халалланă литература конкурсĕ иртет.
2. Конкурс тĕллевĕсем
• Красноармейски районне туса хунăранпа 75 çул тата Нестер Янкас ячĕллĕ пĕрлĕх йĕркеленнĕренпе 20 çул çитнине чыслăн паллă тăвасси; 
• Районти шкулсенче вĕренекен ачасен литература пултарулăхне аталантарасси; 
• Литература енне туртăнакан талантлă ачасене тупса палăртасси.
3. Конкурса хутшăнакансем
Конкурса хутшăнакансем Красноармейски районĕнчи шкулсенче 1-11 классенче вĕренекенсем тата хушма пĕлÿ паракан вĕрентÿ учрежденийĕсенчи ачасем пулаççĕ.
4. Конкурса йĕркелесе ирттересси тата пĕтĕмлетесси
  Конкурс Нестер Янкас ячĕллĕ пĕрлĕхĕн сайчĕ урлă иртет. Конкурс йĕркине çак страницăна вырнаçтарнă: http://nesterjankas.ucoz.ru/index/0-7 . Конкурса хутшăнаканăн чи малтан сайтра регистрациленмелле, ун хыççăн пултарулăх материалĕсене çак страницăна вырнаçтармалла: http://nesterjankas.ucoz.ru/publ/achasen_pultarulakh_konkurse/13 . 
  4.1. Конкурс çак номинацисемпе иртет:
  1) «Савнă тăван ен – Красноармейски»: Красноармейски районне туса хунăранпа 75 çул çитнине халалланă сăвăсен, тĕрленчĕксен, калавсен, очерксен тата драма жанрĕпе çырнă хайлавсен конкурсĕ;  
  2) «Поэтсем вилсессĕн те вилмеççĕ…»: Нестер Янкас ячĕллĕ пĕрлĕх йĕркеленнĕренпе 20 çул çитнине халалланă сăвăсен, тĕрленчĕксен, калавсен, очерксен тата драма жанрĕпе çырнă хайлавсен конкурсĕ. 
  4.2. Конкурс ĕçĕсене хатĕрлемелли йĕрке 
  - Хайлавсем конкурс тематикине тивĕçтермелле;
  - Конкурс материалĕсене Times New Roman шрифтпа (чăвашла) çапмалла. Чăвашла шрифтпа çапакан программăна çакăнтан уçласа илмелле: http://chuvsite.ucoz.ru/load/1-1-0-4 
  - Конкурс ĕçĕн умне хăш номинацине хутшăннине палăртса çырмалла;
  - Конкурс ĕçĕн айне ачан ятне тата хушаматне, вăл хăш шкултан пулнине кăтартса çырмалла.
  4.3. Конкурс ĕçĕсене хакласси
  Конкурс ĕçĕсене хакламашкăн Нестер Янкас ячĕллĕ пĕрлĕх жюри йĕркелет. Унта литература пултарулăхĕнче палăрнă ентешсене кĕртеççĕ. Жюри конкурс ыйтнине тивĕçтерекен, литература нормисемпе меслетлĕхĕсене тÿр килекен ĕçсене кăна пăхса тухать.
 4.4. Конкурс ĕçĕсене «Нестер Янкас ячĕллĕ пĕрлĕх» сайтăн «Ачасен пултарулăх конкурсĕ» страницăна (http://nesterjankas.ucoz.ru/publ/achasen_pultarulakh_konkurse/13) 2009 çулхи чÿк уйăхĕн 20-мĕшĕнчен пуçласа раштавăн 30-мĕшĕччен вырнаçтармалла.
 4.5. Конкурса 2010 çулхи кăрлачăн 10-мĕшĕччен пĕтĕмлетеççĕ. Конкурс çĕнтерÿçисене Нестер Янкас пĕрлĕхĕн 20 çулхи юбилей уявĕнче е Нестер Янкас ячĕллĕ премие тивĕçнĕ пултаруллă ентешсене халалланă каçра чыслаççĕ.
Çыпăçтарнисем:
Миçе çын пăхнă: 574 | Кам хушнă: mixaj_58 | Рейтинг: 5.0/1 |
Пĕтĕмпе миçе комментари: 0


Кĕмелли форма

Шырав

Кун тăрăм
«  Чÿк 2009  »
ТнЫтЮнКçЭрШмВс
      1
2345678
9101112131415
16171819202122
23242526272829
30

Хыпарсем архивĕ

Ыйту
Нестер Янкас ячĕллĕ пĕрлĕх ĕçне епле хак паратăр?

Пурĕ миçе хурав: 50

Баннерсем

null

null

null

chuvash.eu

Пушкăрт чăвашĕсен хаçачĕ


Сайт тусĕсем

Статистика



Кунта халĕ: 1
Хăнасем 1
Юзерсем 0

!--
Copyright © Аксар Чунтупай 2024Сделать бесплатный сайт с uCoz