Кĕçнерникун, 28.03.2024, 17:51
Эсир кунта çак ятпа кĕтĕр Хăна | Ушкăн "Хăнасем"

Тĕп страница | Манăн профиль | Тухас

                     Нестĕр Янкас ячĕллĕ пĕрлĕх

                

)?>
Салам кĕтесĕ
500


Тĕп страница » Материалсен архивĕ
Сăн ÿкерчĕкПуçлăх хăйĕн ĕçченĕнчен ыйтать:
– Иван Петрович, хунямăра юлашки çула ăсатма хăçан каяс тетĕр вара?
– Малтан ĕç, кайран вара савăнма та юрать.
***
Çамрăк чикан хĕрĕ йĕкĕте юмăç пăхать:
– Сан çумăнта çамрăк хĕре куратăп, эх, укçуна тустарать вăл санăнне!..
Ватăрах чикан хĕрарăмĕ çамрăккине аяккинчен тĕкет:
– Эсĕ ăна халь мĕн пулнине мар, малашне мĕн пулассине кала.
***
– Мĕншĕн Пугачева ватăлсан Галкина суйласа илнĕ?
– Мĕншĕн тесен Галкин унăн хуть хăш еркĕнне те пародилеме пултарать.
***
Мартăн 8-мĕшĕ. Арăмĕ савăт-сапа çăвать. Упăшки, хаçат вуласа лараканскер, сасартăк арăмне уявпа саламлама маннине аса илет:
– Хаклă çыннăм, мĕншĕн савăт-сапа çăватăн-ха? Паян уяв-çке! Ыран çуса пĕтерĕн...
***
Походра икĕ арçын калаçаççĕ:
– Эсĕ мĕншĕн хунямун сăнӳкерчĕкне пĕрле чиксе çӳретĕн?
– Пĕлетĕн-и, акă пăх-ха: пылчăк, çумăр, сивĕ... Ун çине пăхатăп та – епле аван иккен кунта!
***
Литература урокĕнче:
– Вовочка, кала-ха тĕрĕсне, сана соч ... Малалла вула
Миçе çын пăхнă: 636 | Хăçан хушнă: 01.04.2010 | Рейтинг: 5.0/1 | Комментарисем (0)

Сăн ÿкерчĕк
Православи чиркĕвĕн чи аслă уявĕ - Мăнкун. Вăл - праçниксен праçникĕ. Чылай чиркÿ уявĕсем кашни çулах пĕр кун, пĕр уйăхра килеççĕ. Чылайăшĕсем вара пĕр вăхăтра пулмаççĕ, кун хисепĕ те улшăнать. Вĕсем Мăнкун хăçан килнипе тачă çыхăннă. Кăчкă праçникĕ те Мăнкун умĕн пĕр эрне маларах - вырсарникун пулать. Вырăсла ăна "Вербное воскресенье” теççĕ. Кăчкă йывăççи е хĕрлĕ хăва, е çÿçе йывăççисен ушкăнне кĕрет. 

Православи тĕнĕнче Кăчкă праздникне Иисус Христос Иерусалима пырса кĕнине асăнса паллă тăваççĕ. Çак кун кăчкă турачĕсене хуçса капăр хутсемпе илемлетсе чиркĕве илсе пыраççĕ. Вĕсене Турă шывĕпе сапса сăваплă вăй параççĕ те киле илсе кайса турăш умне тепĕр çулччен лартаççĕ. Иртнĕ çулхи кивĕ кăчкăсене выльăх картине илсе тухса, çу уйăхĕн пуçламăшĕнче выльăхсене кĕтĕве хăвалама илсе тухса хураççĕ. Выльăхсене кивĕ кăчкă турачĕсемпе хăваласан вĕсем чирлемеççĕ, тĕрĕс-тĕкел çу каçса яланах киле таврăнаççĕ тесе шутланă.

Мĕншĕн-ха çак уява кăчкă турачĕсемпе чысл ... Малалла вула
Миçе çын пăхнă: 548 | Хăçан хушнă: 28.03.2010 | Рейтинг: 5.0/1 | Комментарисем (0)

Сăн ÿкерчĕк
Красноармейски район сайчĕ виçĕ чĕлхепе ĕçлеме пуçларĕ. Вырăсли официаллă ĕçлĕ сайт шутланать, ăна, паллах, район администрацийĕн яваплă ĕçченĕсем тытса пыраççĕ. Чăвашлине вара Михайлов Алексей, Чăваш Республикин Президенчĕн 2010-мĕш çулхи стипендиачĕ йĕркелесе пырать. Вăл Красноармейскинчи 2-мĕш шкулĕнче 9-мĕш класра вĕренет. Алеша Пĕтĕм тĕнчери веб-сайтсен конкурсĕн çĕнтерÿçи те. Сайт редакторĕ тата администраторĕ - çак шкултах чăваш чĕлхипе литератури вĕрентекен В.М.Михайлов. Акăлчан чĕлхипе сайт тытса пыма вара çăмăлах мар. Анчах та çак пархатарлă ĕçе Красноармейски 2-мĕш шкулĕнчи 8-мĕш класра вĕренекен Никифорова Анастасия пуçăннă. Ăна амăшĕ (сайт редакторĕ, Упи шкулĕнче акăлчан чĕлхи вĕрентекен Никифорова А.С.) пулăшса пырать.
Сăмах май, ку пулăм Чăваш Республикипе пĕрремĕш темелле. Ытти район сайчĕсем вырăсла кăна (уйрăм статьясене шута илмесен). Ман шутпа, темиçе чĕлхеллĕ сайт тума йывăр мар, ăна йĕркелеме пуçаруллă çынсене çеç тупмалла. Тавах çак маттур ... Малалла вула
Миçе çын пăхнă: 548 | Хăçан хушнă: 27.03.2010 | Рейтинг: 5.0/1 | Комментарисем (0)

Сăн ÿкерчĕк
Пултаруллă живописçă, ÿкерÿçĕ, педагог Алексей Афанасьевич Кокель çуралнăранпа 130 çул çитрĕ. Ÿнерçĕ юбилейне Чăваш Енре те, Украинăра та сумлăн паллă турĕç. Республика Президенчĕ Николай Федоров та Пĕтĕм тĕнчери ăслăлăх-практика конференцине хутшăнакансем патне саламлă телеграмма янă. Асăннă форум Харьков патшалăх дизайнпа искусство академийĕнче пуш уйăхĕн 13-мĕшĕнче - художникĕн юбилей кунĕнче - иртнĕ. Чаплă ăста пултарулăхĕ икĕ халăха пĕрлештерсе тăракан туслăх кĕперĕ пулни Чăваш Ен ертÿçине савăнтарать.

А.Кокель Патăрьел районĕнчи Турханта çуралса ÿснĕ, 40 çул Украинăра пурăннă. Унăн кун-çулĕнчи чи пысăк тапхăрĕ унта иртнĕ. Вăл Харьков ÿнер училищин преподавателĕнче чылай çул вăй хунă. Ÿнер институтне йĕркелеме пулăшнă. Асăннă аслă шкулăн пĕрремĕш ректорĕ пулнă. Чăвашран тухнă ÿкерÿçĕ пулас сăрă ăст ... Малалла вула
Миçе çын пăхнă: 745 | Хăçан хушнă: 26.03.2010 | Рейтинг: 5.0/1 | Комментарисем (2)

Сăн ÿкерчĕк
Николай Дворов поэт пултарулăхĕпе куллен-кун паллашаççĕ «Сувар» вулаканĕсем. Тăтăшах пичетленеççĕ унăн хайлавĕсем хаçат страницисенче. Илемлĕхпе, çепĕçлĕхпе тыткăна илеççĕ, тĕрлĕ тĕспе, тĕрлĕ сасăпа янраса тăраççĕ Тăхăрьял шăпчăкĕн сăвă йĕркисем. Питĕ тухăçлă ĕçĕпе савăнтарать пире поэт. Кĕске вăхăтрах çине-çине çичĕ кĕнеке кăларма ĕлкĕрчĕ пултаруллă автор. 1999 çултанпа Раççей Писательсен тата Чăваш Республикин Профессиллĕ писательсен союзĕн членĕ 1995 çулта пире «Кун-çул таппи» сăвăсен сборникĕпе савăнтарнăччĕ. Тепĕр çултан унăн «Савăнăç куççулĕ» кĕнеки кун çути курчĕ. «Сукмак» (1998), «Шанăç» (2001), «Тумхахлă çул» (2006), «Чун ыратăвĕ» (2007), «Çулçă çумăрĕ çăвать» (2008) кĕнекесем унăн пултарулăх эткерлĕхне чылай пуянлатрĕç. Кунсăр пуçне Н.Дворовăн сăввисемпе поэмисем «Тăван Атăл», «Ялав», «Шурăмпуç», «Çилçунат», «Атăл юрри» журналсенче, «Тантăш», «Канаш», «Ялав» тата ытти хаçатсенче пичетленсе пычĕç.
Ман умра поэтăн çĕнĕ, черетлĕ саккăрмĕш кĕнеки. «Юрату ч ... Малалла вула
Миçе çын пăхнă: 590 | Хăçан хушнă: 26.03.2010 | Рейтинг: 5.0/1 | Комментарисем (0)

Сăн ÿкерчĕк
Халĕ çуллен чăвашла вуншар кĕнеке пичетленсе тухать. Вĕсен хушшинче сăвăлла çырнисем те, проза та пайтах. Типографирен тухакан кашни хайлавах ытарма çук аван, пĕр япаланах темиçе хут вуласа тухма пулать тесе савăнаймăн çав. Кунта хулăн енчĕклĕ, мухтава юратакан чăвашсене писатель чапĕ канăçсăрлантарнипе кăна мар çапла пулать, сăлтавĕ чăвашсен профессиллĕ литература критикĕсем çуккинче те пулĕ. Хăш чухне калем ăстаçине тĕрĕссине калани – шуррине шурă, хурине хура тени темĕнле йăпăлти сăмахсенчен те ытларах ӳсме пулăшать. Пирĕн историре пулнă çавăн пек ырă, тӳрĕ чунлă, профессиллĕ лингвист- критиксем, пулнă… Вĕсенчен пĕри – Николай Степанович Дедушкин, мартăн 2-мĕшĕнче 95 çул тултарнă пулĕччĕ вăл. Ахаль чух тăхăрьялсем «Тăхăрьял сăвăçи, çыравçи…» тесе сăмах çаптарма юратаççĕ, хальхинче вара хисеплĕ критикăмăра аса илсе «Сувара» ырă сăмахсем çыракан тупăнмарĕ. Сăвап пуласран хăрарĕç-ши е вун пилĕк çултах (Николай Степанович 1995 çулхи декабрĕн 31-мĕшĕнче çĕре кĕнĕ) ма ... Малалла вула
Миçе çын пăхнă: 470 | Хăçан хушнă: 26.03.2010 | Рейтинг: 5.0/1 | Комментарисем (0)

Сăн ÿкерчĕк
«Салам, салтакăм! Мĕнле эс унта, мансăр?.. Эпĕ питĕ тунсăхларăм. Таврăнсам часрах! Эпĕ сана кĕтетĕп, телейĕм!» – çак сăмахсемпе Марина салтак патне шăрçаланă çырăва вĕçлерĕ. Унтан юратнă çыннин сĕтел çинче рамкăра ларакан сăнӳкерчĕкне аллине илчĕ те асаилӳсен авăрне путрĕ. Чӳречерен шакканипе шартах сикрĕ хĕр, юхса аннă куççульне шăлса илнĕ май çурма сасăпа тем пăшăлтатрĕ: «Кама мĕн кирлĕ тата? Вăхăт та миçе ĕнтĕ!» – пулчĕç унăн сăмахĕсем. Хĕр чаршава сирчĕ те чӳрече леш енче çывăх тусне, хыçалти касра пурăнакан Лизука курах кайрĕ.
– Уç-ха алăкна, мĕн куçусене чарса пăрахрăн? Мана пĕрремĕш хут куратăн-им? – сăмах хушрĕ чăтăмсăрскер.
Марина юлташĕ васкаттарнипе ним те чĕнмерĕ, урамалла васкарĕ.
– Марина... Саламлатăп сана! Тинех кĕтсе илтĕн салтакна! Ах, Мариночка... – ниçта кайса кĕреймерĕ Лиза, пĕтĕм вăйĕпе тусне ыталаса илчĕ.
– Мĕн тетĕн? Мĕнле салтак? – тĕлĕнчĕ пике.
– Ак тата... Саша таврăннă хĕсметрен! – терĕ те каллех юлташне ыталарĕ.
... Малалла вула
Миçе çын пăхнă: 589 | Хăçан хушнă: 26.03.2010 | Рейтинг: 5.0/2 | Комментарисем (0)

Сăн ÿкерчĕк
ЧР Культура министерствинче Пĕтĕм Раççейри халăх çыравĕ енĕпе ĕçлекен йĕркелӳ комитечĕн ларăвĕ иртнĕ. Унта асăннă çыравăн логотипне хатĕрлессипе йĕркеленĕ конкурса пĕтĕмлетнĕ.
Жюри пурĕ 50 ĕç пăхса тухнă. Вĕсен авторĕсен пысăк пайĕ — И.Н.Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университечĕн дизайнпа компьютер технологийĕсен факультечĕн тата Шупашкарти ӳнер училищин дизайн уйрăмĕн студенчĕсем. Конкурса çавăн пекех преподавательсем те хутшăннă.
Жюри çирĕплетнĕ тăрăх пĕрремĕш вырăна И.Н.Ульянов ячĕллĕ ЧПУн ДКТ-62-06 ушкăнĕнче вĕренекен Иван Никифоров йышăннă, иккĕмĕшне — ӳнер училищинчи Олег Григорьев преподаватель, виççĕмĕшне — тĕп хулара пурăнакан Владислав Ильин.
Иван Никифоров хатĕрленĕ логотиппа Пĕтĕм Раççейри халăх çыравĕпе çыхăннă пичет тата сувенир хатĕрĕсем кăларнă чухне усă курма сĕннĕ. Вĕсене Чăваш Енри районсене çеç мар, йăхташсем пурăнакан пур региона, чикĕ леш енне те ăсатĕç.

Хыпар çăлкуçĕ: http ... Малалла вула
Миçе çын пăхнă: 507 | Хăçан хушнă: 20.03.2010 | Рейтинг: 5.0/1 | Комментарисем (0)

Сăн ÿкерчĕк
Чăваш Республикин Президенчĕ Николай Федоров кăларнă хушăвĕпе хатĕрлекен Чăваш Ен энциклопедийĕн виççĕмĕш томĕ пичетленсе тухрĕ.
Тăватă томлă энциклопедийĕн малтанхи икĕ томĕ тухнă ĕнтĕ: пĕри 2006 çулта кун çути курчĕ, тепри — 2008 çулта. Виççĕмĕшĕ, кăçал, 2010 çулта тухрĕ. Тăваттăмăшне вара 2011 çултах калăпласа пĕтересшĕн.
Виççĕмĕш тома «М»-ран пуçласа «Се...» саспаллиллĕ статьясем кĕнĕ. Вулакансем кунта çутçанталăкпа, ӳнерпе, халăх сăмахлăхĕпе çыхăннă статьясем тупма пултарĕç. Статьясен чи пысăк пайĕ — чăвашсен хушшинче палăрнă уйрăм çынсем пирки каласа параканнисем.
Энциклопедине хатĕрлес ĕçре 200 яхăн ăсчах тăрăшать — вĕсен шутĕнче 16 ăслăлăх тухтăрĕ те пур. Редакци канашĕнче пурĕ 26 çын, ун председателĕ — Николай Васильевич Фёдоров.
Кĕнеке çитес вăхăтра лавккасене çитĕ — туянма ан манăр.

Хыпар çăлкуçĕ:http://www.chuvash.org/ ... Малалла вула
Миçе çын пăхнă: 537 | Хăçан хушнă: 20.03.2010 | Рейтинг: 5.0/1 | Комментарисем (0)

Сăн ÿкерчĕк
12 марта в 16.00 в Центре современного искусства состоится открытие персональной выставки произведений заслуженного художника Чувашской Республики Клементия Владимирова, посвященная 70-летию со дня его рождения.
Экспозиция персональной выставки Клима Владимирова включает около 120 произведений графики и живописи, а также гобелены.
Клим Владимиров - один из самобытных чувашских художников, потому, по праву, может быть назван рядом с такими титанами национальной живописи, как Ю.А. Зайцев и А.И. Миттов. Его произведения стали знаковыми в проявлении национального. Индивидуальный почерк автора выражает сокровенные думы художника о родном народе и, прежде всего, чувашской женщине-труженице, женщине-матери. Живописец передает тончайшую гармонию природы и человека, выражая в своих произведениях эстетическое понятие прекрасного, которое складывалось в чувашском народе веками. Существенной особенностью его искусства является сочетание в одной композиции жанрового начал ... Малалла вула
Миçе çын пăхнă: 707 | Хăçан хушнă: 16.03.2010 | Рейтинг: 5.0/1 | Комментарисем (0)

« 1 2 ... 45 46 47 48 49 ... 60 61 »


Кĕмелли форма

Шырав

Кун тăрăм
«  Пуш 2024  »
ТнЫтЮнКçЭрШмВс
    123
45678910
11121314151617
18192021222324
25262728293031

Хыпарсем архивĕ

Ыйту
Нестер Янкас ячĕллĕ пĕрлĕх ĕçне епле хак паратăр?

Пурĕ миçе хурав: 50

Баннерсем

null

null

null

chuvash.eu

Пушкăрт чăвашĕсен хаçачĕ


Сайт тусĕсем

Статистика



Кунта халĕ: 1
Хăнасем 1
Юзерсем 0

!--
Copyright © Аксар Чунтупай 2024Сделать бесплатный сайт с uCoz