Кĕçнерникун, 28.03.2024, 17:04
Эсир кунта çак ятпа кĕтĕр Хăна | Ушкăн "Хăнасем"

Тĕп страница | Манăн профиль | Тухас

                     Нестĕр Янкас ячĕллĕ пĕрлĕх

                

)?>
Салам кĕтесĕ
500


Тĕп страница » 2019 » Ака » 09
Сăн ÿкерчĕк

Ака уйăхĕн 1-мĕшĕнчен республикăри “Литературăллă Чăваш Ен: çулталăкри чи вуланакан кĕнеке” фестиваль-конкурс шучĕпе Трак енре “Юрий Сементере вулатпăр” литература акцийĕ старт илчĕ. Литература конкурсне ентеш-сăвăçăн “Ỹнер ĕшни” тата “Огнецвет” кĕнекисем хутшăнаççĕ. Акци тĕллевĕ — Ю.С. Семенов-Сементер творчествине кĕçĕн çулхисем, яш-кĕрĕм тата аслисем хушшинче сарасси. Юрий Сементер — чăваш халăх поэчĕ, куçаруçă, ЧР культурăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ, Трак енĕн хисеплĕ гражданинĕ, тĕрлĕ премисен лауреачĕ. Вăл сăвăсемпе поэмăсен 50 ытла кĕнекисен авторĕ. Унăн хайлавĕсене тĕнчери çирĕм ытла чĕлхене куçарнă. Эпир ăна поэт-юрăçă пулнипе те аван пĕлетпĕр. Шывпуçĕнчи ялти вулавăш асăннă акцине хутшăнать. Кунта вĕренекенсем унăн сăввисене вулама пуçларĕç, поэт кĕнекисен куравĕ ĕçлет, унăн сăввисемпе кĕвĕленĕ юрăсем янăраççĕ.

Миçе çын пăхнă: 243 | Хăçан хушнă: 09.04.2019 | Рейтинг: 5.0/1 | Комментарисем (0)

Сăн ÿкерчĕк

Çуркуннен пĕрремĕш уйăхĕ вĕçленчĕ. Хĕл кунĕсенче юр самаях çурĕ пулсан та, вăл пĕчĕккĕн-пĕчĕккĕн ирĕлсех пырать — нумай та юлмарĕ темелле. Çуркуннепе пĕрле пĕтĕм тĕнче савăнать. Чунра вара юрă-кĕвĕ вăранать: юрлас та юрлас килет савăк ку вăхăтра. Çакна тĕпе хурсах пуль, пуш уйăхĕн юлашки кунĕсенчен пĕринче районти Культура çуртĕнче композитор, юрăпа поэзи тата халăх юррин пултарулăхĕн республикăри “Шетмĕпе Çавал кĕввисем” фестивальне йĕркелерĕç. Çулленех иртет вăл. Хальхинче 21-мĕш хут пухăнчĕç унта. “Ирĕк парсамăр пурне те паянхи çут çанталăкăн ытарайми илемлĕ, хаваслă çурхи уçă сывлăшлă, çăлтăрлă та янкăр тỹпеллĕ кунпа саламлама. Кĕмĕл уйăх пек çутă ăшă кăмăл, ырă ĕмĕт-туйăм, хавас кулă, иксĕлми телей сунатăп”, — терĕ ăна уçнă май Н. Филиппова конферансье. Халăх юрри-кĕввине юратакансен сумлă уявĕпе залра ларакансене район администрацийĕн пуçлăхĕ А. Кузнецов ыр сунчĕ, “сирĕн çирĕп сывлăх, телей, ăнăçу тата юрат ... Малалла вула

Миçе çын пăхнă: 305 | Хăçан хушнă: 09.04.2019 | Рейтинг: 0.0/0 | Комментарисем (0)

Сăн ÿкерчĕк

Трак енре чăвашлăха аталантармашкăн йĕркелесе ирттернĕ сумлă ĕçсемшĕн, пултарулăх ĕçĕнче хастарлăх тата пуçарулăх кăтартнăшăн тата çуралнăранпа 50 çул çитнĕ ятпа Нестер Янкас ячĕллĕ культура, искусство тата литература пĕрлĕхĕн наградăсем парас енĕпе ĕçлекен комиссийĕ (председателĕ - Чăваш этнокультурин тава тивĕçлĕ деятелĕ В.М. Михайлов) Районти культура çурчĕн ĕçченне, Нестер Янкас ячĕллĕ премийĕн лауреатне, районти Культура çурчĕн ертсе пыракан менеджерне Надежда Андреевна Филипповăна «Чăвашлăха аталантарнăшăн» медальпе чыслама йышăннă. Саламлатпăр!

Миçе çын пăхнă: 214 | Хăçан хушнă: 09.04.2019 | Рейтинг: 5.0/1 | Комментарисем (0)

Сăн ÿкерчĕк

Фоторепортаж

Пуш уйăхĕн 30-мĕшĕнче Чăваш наци конгресĕ Чăваш Республикин Культура министерстви пулăшнипе Раççей шайĕнчи ХХ юбилейлă “Кĕмĕл сасă” конкурс-фестиваль иртрĕ. Вăл Çеçпĕл Мишши ячĕллĕ Çамрăксен театрĕнче чаплă лару-тăрура пулчĕ. Çак кашни çул ирттерекен конкурс-фестивале Раççейĕн 6 регионĕнчен, хамăр республикăри 8 районтан пурĕ 30 çамрăк хутшăнчĕ. Конкурс кăнтăрла 11 сехетре пуçланчĕ. Пултаруллă яш-кĕрĕме ăнăçу сунса Чăваш наци конгресĕн президенчĕ Николай Угаслов, Культура министерствин пай пуçлăхĕ Кирилл Павлов, ЧНК вице-президенчĕ, конкурсăн жюри председателĕ Валерий Клементьев саламларĕç. Жюри пайташĕсем хушшинче анлă музыка пĕлĕвĕ илнĕ специалистсем пулчĕç, Шупашкарти Ф. Павлов ячĕллĕ музыка училищин директорĕ Светлана Белоус, И.Н. Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университечĕн профессорĕ Станислав Кондратьев, &ld ... Малалла вула

Миçе çын пăхнă: 245 | Хăçан хушнă: 09.04.2019 | Рейтинг: 0.0/0 | Комментарисем (0)



Кĕмелли форма

Шырав

Кун тăрăм
«  Ака 2019  »
ТнЫтЮнКçЭрШмВс
1234567
891011121314
15161718192021
22232425262728
2930

Хыпарсем архивĕ

Ыйту
Cайта хак парăр
Пурĕ миçе хурав: 88

Баннерсем

null

null

null

chuvash.eu

Пушкăрт чăвашĕсен хаçачĕ


Сайт тусĕсем

Статистика



Кунта халĕ: 1
Хăнасем 1
Юзерсем 0

!--
Copyright © Аксар Чунтупай 2024Сделать бесплатный сайт с uCoz