Эрнекун, 19.04.2024, 15:56
Эсир кунта çак ятпа кĕтĕр Хăна | Ушкăн "Хăнасем"

Тĕп страница | Манăн профиль | Тухас

                     Нестĕр Янкас ячĕллĕ пĕрлĕх

                

)?>
Салам кĕтесĕ
500


Тĕп страница » 2019 » Кăрлач » 3 » 2018 çулшăн паракан Нестер Янкас ячĕллĕ Премине илмешкĕн кандидатсене тăратаççĕ
2018 çулшăн паракан Нестер Янкас ячĕллĕ Премине илмешкĕн кандидатсене тăратаççĕ
18:31
Сăн ÿкерчĕк

Нестер Янкас ячĕллĕ пĕрлĕх 2018 çулшăн литературăпа ÿнерте тата культура аталанăвĕнче палăрнă пултаруллă çынсене Нестер Янкас ячĕллĕ Преми памашкăн кандидатсем тăратмашкăн халăх умне сĕнÿпе тухать. Кандидат çинчен калакан автобиографипе характеристикăна тата ăна тăратакан организацин ыйтса çырнине Преми паракан комиссине 2019 çулхи нарăсăн 20-мĕшĕччен çитермелле.

Нестер Янкас ячĕпе хисепленекен преми тĕллевĕ çакăн пек: чăваш культурипе искусствине, литературипе чĕлхине аталантарас, культурăпа истори палăкĕсене упрас, халăхсен туслăхне çирĕплетес, ÿссе çитĕнекен ăрăва тĕрĕс-тĕкел воспитани парас, уйрăм çынсен пултарулăхне аталантарас, наци культурин çитĕнĕвĕсене халăх хушшинче сарас енĕпе тунă ĕçсемшĕн хавхалантарасси. 

Премие чăваш культурине, литературипе искусствине малалла аталантарас ĕçре уйрăмах палăрнăшăн, республикăмăрти тата районти ял çыннисен тĕрлĕ социаллă сийĕн культура аталанăвĕнчи халăх пултарулăхĕн хастарлăхне ÿстернĕшĕн параççĕ.

Премие уйрăм пултаруллă çынсене, пултарулăх коллективĕсене, шкулсемпе ача сачĕсене, патшалăх предприятийĕсемпе учрежденийĕсене, коммерциллĕ фирмăсене тата ĕç коллективĕсене пама пултараççĕ.

Премие тивĕçлĕ кандидатсене Нестер Янкас çуралнă кунччен икĕ уйăх малтан тăратаççĕ. Кандидатсене политикăлла партисемпе обществăлла юхăмсем, профсоюзсен тата творчествăлла пĕрлешÿсен ертсе пыракан органĕсем, ĕç коллективĕсем тăратма пултараççĕ.

Нестер Янкас ячĕпе хисепленекен преми лауреачĕ ята пама пĕрлĕх правленийĕ ятарлă комисси йĕркелет. Комисси йышĕнче культура, искусство тата литература пултарулăхĕнче палăрнă çынсем çурринчен кая мар пулмалла.

Преми фондне учредительсен ертсе пыракан органĕсем хăйсем хушшинче калаçса килĕшсе, пĕрлĕхĕн хывăм-счечĕ çине çителĕклĕ укçа-тенкĕ хывса пухаççĕ. Преми лаурачĕсен уйрăм спонсорсем те пулма пултараççĕ. Ун пек чухне спонсорсен хăйсен ирĕкĕпе пухнă укçа-тенкĕпе ятарлă комисси суйласа илнĕ çынна преми пама ирĕк пур. Премие укçалла та, парне-япалалла та пама юрать.

Премисен шутне Преми паракан ятарлă комисси палăртать. Вĕсене уйрăм ентешсене, çав шутран район тулашĕнче ĕçлесе пурăнакан, литературăра, искусствăра тата культура аталанăвĕнче палăрнă ентеше, пултарулăх енĕпе тунă çитĕнÿсемшĕн параççĕ. Уйрăм премие пултарулăх коллективĕсене, шкулсемпе ача сачĕсене, предприятисемпе учрежденисене, коллективлă тата фермер хуçалăхĕсене, коммерцилле майпа ĕçлекен фирмăсене пама пултараççĕ.

Премипе пĕрле лауреата çакна çирĕплетекен Диплом тата лауреатăн ятарлă паллине (медальне) параççĕ. Кандидата тăратакан политикăлла партисемпе обществăлла юхăмсем, профсоюзсен тата творчествăлла пĕрлешÿсен ертсе пыракан органĕсем çакна çирĕплетекен Свидетельство илеççĕ. Вĕсене Неçтĕр Янкаса халалланă пĕрлĕхĕн савăнăçлă каçĕнче чаплă лару-тăрура парса чыслаççĕ.

Н.Янкас ячĕллĕ пĕрлĕх правленийĕ

Çыпăçтарнисем:
Миçе çын пăхнă: 236 | Кам хушнă: mixaj_58 | Рейтинг: 5.0/1 |
Пĕтĕмпе миçе комментари: 0


Кĕмелли форма

Шырав

Кун тăрăм
«  Кăрлач 2019  »
ТнЫтЮнКçЭрШмВс
 123456
78910111213
14151617181920
21222324252627
28293031

Хыпарсем архивĕ

Ыйту
Нестер Янкас ячĕллĕ пĕрлĕх ĕçне епле хак паратăр?

Пурĕ миçе хурав: 50

Баннерсем

null

null

null

chuvash.eu

Пушкăрт чăвашĕсен хаçачĕ


Сайт тусĕсем

Статистика



Кунта халĕ: 1
Хăнасем 1
Юзерсем 0

!--
Copyright © Аксар Чунтупай 2024Сделать бесплатный сайт с uCoz