Шăматкун, 20.04.2024, 05:36
Эсир кунта çак ятпа кĕтĕр Хăна | Ушкăн "Хăнасем"

Тĕп страница | Манăн профиль | Тухас

                     Нестĕр Янкас ячĕллĕ пĕрлĕх

                

)?>
Салам кĕтесĕ
500


Тĕп страница » 2017 » Раштав » 06
Сăн ÿкерчĕк

Трак тăрăхне савăнăçлă хыпар çитрĕ: вун çичĕ кĕнеке авторĕ, РФ Журналистсен союзĕн членĕ, Чăваш Енти Музыка обществин тава тивĕçлĕ деятелĕ, М. Трубина тата Н. Янкас ячĕллĕ премисен лауреачĕ Гурий Егорович Дубров (Кăмакал Куркки) Чăваш Республикинчи Писательсен союзĕн членĕ пулса тăнă. Ăна правлени председателĕ Юхма Мишши алă пуснă 389-мĕш номерлĕ удостоверени панă. Вăл Трак енрен çак канашра тăракан тăваттăмĕш çыравçă. Асăннă союзра Д. Александров (Нимĕчкасси), Н. Ершов-Янгер (Янкас), В. Константинов-Владимир Улăхсем (Красноармейски) тăраççĕ. 

Ю. Борисов.

Миçе çын пăхнă: 322 | Хăçан хушнă: 06.12.2017 | Рейтинг: 5.0/1 | Комментарисем (0)

Сăн ÿкерчĕк

Раштав уйăхĕн 6-мĕшĕнче Нестер Янкас ячĕллĕ пĕрлĕх правленийĕн анлă ларăвĕ иртрĕ. Янкасçăсем иртсе пыракан 2017 çулхи ĕç-хĕле пĕтĕмлетрĕç. Тĕп ыйтупа пĕрлĕх ертÿçи, Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ культура ĕçченĕ И.А.Прокопьев тухса калаçрĕ. Пĕрлĕхĕн пайташĕсенчен взнос укçине пуçтарас енĕпе тухса тăракан ыйтусемпе тата пĕрлĕх ĕçĕ-хĕлĕпе çыхăннă укçа-тенкĕ тăкакĕсем çинчен пĕрлĕх ертÿçин çумĕ, халăх академикĕ, район энциклопедийĕн тĕп редакторĕ В.М.Михайлов каласа пачĕ. Вăлах район энциклопедине кăларас ĕç йывăррăн пынине пĕлтерчĕ. Серафимов В.С. музейçĕ район энциклопедине кăçал кăларсан питĕ вăхăтлă пулнине, район бюджетне çакăн валли çителĕклĕ укçа-тенкĕ пăхса хăварма кирлине палăртрĕ.

Кунсăр пуçне ларура районтан тухнă паллă ентешсен юбилейĕсем çинчен Гурьева С.А. вулавăшçă, Константинов В.З. таврапĕлÿçĕ чарăнса тăчĕç. Юбилейçĕсен ячĕпе «Нестер Янкас вулавĕсем» иккĕмĕш ăслăлăх конференцийĕпе таврапĕлÿçĕ ... Малалла вула

Миçе çын пăхнă: 295 | Хăçан хушнă: 06.12.2017 | Рейтинг: 5.0/1 | Комментарисем (0)



Кĕмелли форма

Шырав

Кун тăрăм
«  Раштав 2017  »
ТнЫтЮнКçЭрШмВс
    123
45678910
11121314151617
18192021222324
25262728293031

Хыпарсем архивĕ

Ыйту
Cайта хак парăр
Пурĕ миçе хурав: 88

Баннерсем

null

null

null

chuvash.eu

Пушкăрт чăвашĕсен хаçачĕ


Сайт тусĕсем

Статистика



Кунта халĕ: 1
Хăнасем 1
Юзерсем 0

!--
Copyright © Аксар Чунтупай 2024Сделать бесплатный сайт с uCoz