Кĕçнерникун, 28.03.2024, 20:36
Эсир кунта çак ятпа кĕтĕр Хăна | Ушкăн "Хăнасем"

Тĕп страница | Манăн профиль | Тухас

                     Нестĕр Янкас ячĕллĕ пĕрлĕх

                

)?>
Салам кĕтесĕ
500


Тĕп страница » 2012 » Пуш » 22
Сăн ÿкерчĕк
Çамрăксене çарпа патриотла воспитани парас тĕллевпе иртекен уйăхлăха хутшăнса Трак вăтам шкулĕнчи 6—7 классенче вĕренекенсем Паттăрлăх урокне хамăр районта çуралса ÿснĕ, Аслă Отечественнăй вăрçăра паттăрсен вилĕмĕпе пуçне хунă салтак-сăвăçа — Василий Васькина халалларĕç. 
"Çăлтăр пек çунса çуталнă...” ятпа иртрĕ вăл. Унта чăваш чĕлхипе литературине вĕрентекен Ю. Кузьминапа И. Антонова, районти тĕп библиотека ĕçченĕ С. Гурьева хутшăнса ертсе пычĕç. 
Пурăннă пулсан кăçалхи январĕн 22-мĕшĕнче В. Васькин 95 çул тултармаллаччĕ. Вăл шкулсенче ачасене тăван чĕлхепе литературине вĕрентнĕ. Вăрçă пуçлансан хăй ирĕкĕпе фронта кайнă. 17 çултах пĕрремĕш сăввине пичетленĕ сăвăç хăйĕнчен 200 ытла хайлав хăварнă. 1942 çулхи çулла Конотоп хули патĕнчи çапăçура вилнĕ. Вăрçă хыççăн унăн сăввисен икĕ пуххи тухнă. Ăна 1962 çулта СССР Писателĕсен Союзне илнĕ. 
Паттăрлăх урокĕнче ... Малалла вула
Миçе çын пăхнă: 610 | Хăçан хушнă: 22.03.2012 | Рейтинг: 5.0/1 | Комментарисем (0)

Сăн ÿкерчĕк
Халăх пултарулăхĕн районти çуртĕнче Трак енри фольклор коллективĕсен "Юрла, тăван” ятлă V фестивалĕ иртрĕ. 
Виçĕ сехете яхăн тăсăлнă чăн чăвашлăх уявĕ. Çапла хаклас килет манăн асăннă фестивале. 
Унта чăваш юррипе ташши те, пирĕн шур сухалсем вылянă вăйăсем те, ĕлĕкхи уявсене, йăла-йĕркене кăтартакан самантсем те пулчĕç. Ăна халăх пултарулăхĕн районти çурчĕн ĕçченĕ Н. Филиппова питех те пултаруллă ертсе пычĕ. 
Зал лăках халăхпа тулнă. Чаршав уçăлать те куç умне тÿрех "Юрла, тăван” тесе çырни ÿкет. Кĕçех сцена çине шăпăр каласа "Трак ен” халăх фольклор ушкăнĕн ертÿçи Н. Никоноров тухать. Вăл сасса илтетĕн те чунра темле ырă-ырă пулса каять. 
Нумаях пулмасть халăх пултарулăхĕн районти çурчĕ çумĕнчи купăсçăсен "Хавал” ансамблĕ çĕр-шывăн тĕп хулинчен фестиваль-конкурс лауреачĕ пулса таврăннăччĕ. Ку хутĕнче те ЧР культурăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ А. Алексеев, Н. Никоноров, Ю. Романовпа Г. Яковлев купăсçăсем хăйсен пултарулăхĕпе тепĕр хут тĕлĕ ... Малалла вула
Миçе çын пăхнă: 496 | Хăçан хушнă: 22.03.2012 | Рейтинг: 5.0/1 | Комментарисем (0)



Кĕмелли форма

Шырав

Кун тăрăм
«  Пуш 2012  »
ТнЫтЮнКçЭрШмВс
   1234
567891011
12131415161718
19202122232425
262728293031

Хыпарсем архивĕ

Ыйту
Cайта хак парăр
Пурĕ миçе хурав: 88

Баннерсем

null

null

null

chuvash.eu

Пушкăрт чăвашĕсен хаçачĕ


Сайт тусĕсем

Статистика



Кунта халĕ: 1
Хăнасем 1
Юзерсем 0

!--
Copyright © Аксар Чунтупай 2024Сделать бесплатный сайт с uCoz