Эрнекун, 19.04.2024, 06:14
Эсир кунта çак ятпа кĕтĕр Хăна | Ушкăн "Хăнасем"

Тĕп страница | Манăн профиль | Тухас

                     Нестĕр Янкас ячĕллĕ пĕрлĕх

                

)?>
Салам кĕтесĕ
500


Тĕп страница » 2012 » Раштав » 06
Сăн ÿкерчĕк
Композитор-фольклорист, музыка педагогĕ, общество деятелĕ Степан Максимович Максимов - чăваш профессионал музыкин никĕслевçисенчен пĕри.
Вăл 1892 çулхи юпан 30-мĕшĕнче хальхи Тăвай районĕнчи Енĕш Нăрвашра çуралнă. Унтах икĕ класлă шкул пĕтерсен 1907-1911 çулсенче Чĕмпĕр чăваш шкулĕнче вĕреннĕ. Унăн музыка пултарулăхне аталантарма, И.Я.Яковлев тăрăшнипе, Чĕмпĕрте ĕçленĕ вырăс музыканчĕсем пулăшнă. Иван Яковлевич ăна хăйĕн шкулĕнчех хăварнă: С.Максимов ачасене сĕрме купăс калама вĕрентнĕ, хĕлĕхлĕ инструментсен оркестрне ертсе пынă, юрă учителĕ пулнă. 1914 çулта вăл юрă учителĕн ятне илме Хусанти музыка училищинче экстерн йĕркипе экзамен тытнă. 1930-1935 çулсенче Мускав консерваторийĕнче вĕреннĕ. А.Н.Александров профессор ертсе пынă композици класне пĕтернĕ. Вăл - чăвашсен аслă пĕлÿ илнĕ пирвайхи композиторĕ.
Максимов педагог Чĕмпĕр чăваш шкулĕнче /1911-1925/, Чĕмпĕр уесĕнчи Тимĕрçенти пуçламăш шкулта /1919-1921/, Шупашкарти музыка шкулĕнче /1926 çултанпа/, музы ... Малалла вула
Миçе çын пăхнă: 914 | Хăçан хушнă: 06.12.2012 | Рейтинг: 5.0/2 | Комментарисем (0)

Сăн ÿкерчĕк
«Кĕмĕл тумлă çар» сăвăлла трагеди. Çак ят вулавçăсенчен ытларах куравçăсемшĕн çывăхрах пулĕ. Çеçпĕл Мишши ячĕллĕ Чăваш патшалăх çамрăксен театрĕн сцени çинче вăл икĕ-виçĕ сезон халăха тыткăнлать.
Автор пьесăшăн республикăри «Чĕнтĕрлĕ чаршав» конкурсра «Çулталăкри чи лайăх драматург» ята тивĕçнĕ /2011 ç./. «Кĕмĕл тумлă çар» кĕске хушăра Раççей тата тĕнче шайĕнчи чылай фестивале хутшăннă, çĕнтерÿпе таврăннă.
Марина Карягина çырнă хайлав тинех кĕнеке хальлĕн вулавçă аллине лекрĕ. Вăл «Çĕнĕ вăхăт» типографире пичетленсе тухнă.
Аса илтерер: Марина Карягина - РФ Писательсен союзĕн членĕ. Унăн 16 кĕнеке кун çути курнă.
Кĕнеке ум сăмахĕнче филологи ăслăлăхĕсен докторĕ Юрий Артемьев «Кĕмĕл тумлă çар» пирки хăйĕн шухăшне пĕлтернĕ. «...Трагедин тĕп пĕлтерĕшĕ автор ун жанрне пысăк ăсталăхпа /пирвайхи опыт!/ калăпланинче çеç мар - ан тив, вăл та ăмсанмалли шайра тейĕпĕр кунта. Мана акă мĕн тĕлĕнтерет: ĕмĕрсен тĕпĕнчи, сĕм авалхи пурнăçа сăнланă чух автор темĕнле май ... Малалла вула
Миçе çын пăхнă: 566 | Хăçан хушнă: 06.12.2012 | Рейтинг: 5.0/1 | Комментарисем (0)



Кĕмелли форма

Шырав

Кун тăрăм
«  Раштав 2012  »
ТнЫтЮнКçЭрШмВс
     12
3456789
10111213141516
17181920212223
24252627282930
31

Хыпарсем архивĕ

Ыйту
Нестер Янкас ячĕллĕ пĕрлĕх ĕçне епле хак паратăр?

Пурĕ миçе хурав: 50

Баннерсем

null

null

null

chuvash.eu

Пушкăрт чăвашĕсен хаçачĕ


Сайт тусĕсем

Статистика



Кунта халĕ: 1
Хăнасем 1
Юзерсем 0

!--
Copyright © Аксар Чунтупай 2024Сделать бесплатный сайт с uCoz