Шăматкун, 20.04.2024, 02:55
Эсир кунта çак ятпа кĕтĕр Хăна | Ушкăн "Хăнасем"

Тĕп страница | Манăн профиль | Тухас

                     Нестĕр Янкас ячĕллĕ пĕрлĕх

                

)?>
Салам кĕтесĕ
500


Тĕп страница » 2012 » Ака » 05
Сăн ÿкерчĕк
Тин кăна тенĕ пек Чăваш патшалăх гуманитари ăслăлăхĕсен институчĕ хатĕрленĕ «Чăваш чĕлхин ăнлантаруллă сăмах кĕнекин» 1-мĕш томĕ пичетрен тухрĕ. Нумай-нумай çул хатĕрленĕ ăнлантару словарĕ вулакансем патне çитрĕ.
Нумай томпа кӑларма палӑртнӑ ӑнлантару словарĕн пӗрремӗш томӗ А — И саспаллисенчен пуҫланакан сӑмахсемпе паллаштарать. Авторсем чӑваш чӗлхин пуянлӑхӗпе илемне туллин кӑтартма тӑрӑшнӑ. Вулакан кашни сӑмахӑн пӗлтерӗшӗпе е пӗлтерӗш ярӑмӗпе, ҫирӗпленнӗ ҫыхӑнӑвӗсемпе тата стилистика уйрӑмлӑхӗпе паллашма пултарать. Тӑтӑш усӑ куракан сӑмахсемпе пӗрлех сайра тел пулаканнисем те, кивелнисемпе вӗр ҫӗннисем те ку словарьте вырӑн тупнӑ.
«Чӑваш чӗлхин ӑнлантаруллӑ сӑмах кӗнеки» тӑван чӗлхене хаклакан, ӑна тӗплӗрех пӗлме тӑрӑшакан кашни ҫыншӑн интереслӗ те усӑллӑ пулӗ. Çитес вăхăтра ăна эсир «СУМ» лавккара туянма пултарăтăр.

Çăлкуç: http://www.chuvash.org/news/2119.html
Миçе çын пăхнă: 595 | Хăçан хушнă: 05.04.2012 | Рейтинг: 5.0/1 | Комментарисем (0)

Сăн ÿкерчĕк
Çак ятлă тата вăтăр пĕр юрăран тăракан 44 страницăллă кĕнекене авторсем — Н. Ершовпа И. Степанов — нумаях пулмасть-ха вулакан аллине çитерчĕç. 
Вăл авторсем çинчен каласа панипе уçăлать. Иккĕшĕ те — хамăр районсем, Н. Янкас ячĕллĕ преми лауреачĕсем. Николай Гаврилович — янкассем, Илья Романович вара — кушкăсем. Пĕрремĕшĕ сăвăсем хайлать, иккĕмĕшĕ вĕсене кĕвве хывать. 
"Çын çуралать пурăнма: 
Амăш сĕтне çитерет… 
Тутлă тĕлĕк курнă май, 
Пурнăç сăпки сиктерет”, — çырать Н. Ершов "Пурнăç йĕрки” сăвăра. 
Пурнăçа халалланă, атте-аннесене ырлакан, ентешлĕхе, тăван кĕтесе, тăван тавралăха мухтакан, ачалăха, çамрăклăха аса илтерекен, юратупа туслăха çĕклекен ытти сăввисем те çăмăллăн вуланаççĕ. 
Мăнаçлăх туйăмĕ те уççăнах палăрать. Акă "Иван Яковлева мухтаса” сăвăра Николай Гаврилович çапла пĕлтерет: 
"Вăл юратнă чăваш халăхне,
Вăл хăварнă сÿнми халалне. 
Пурăнар малаллах талпăнса — 
Иван Я ... Малалла вула
Миçе çын пăхнă: 504 | Хăçан хушнă: 05.04.2012 | Рейтинг: 0.0/0 | Комментарисем (0)



Кĕмелли форма

Шырав

Кун тăрăм
«  Ака 2012  »
ТнЫтЮнКçЭрШмВс
      1
2345678
9101112131415
16171819202122
23242526272829
30

Хыпарсем архивĕ

Ыйту
Нестер Янкас ячĕллĕ пĕрлĕх ĕçне епле хак паратăр?

Пурĕ миçе хурав: 50

Баннерсем

null

null

null

chuvash.eu

Пушкăрт чăвашĕсен хаçачĕ


Сайт тусĕсем

Статистика



Кунта халĕ: 1
Хăнасем 1
Юзерсем 0

!--
Copyright © Аксар Чунтупай 2024Сделать бесплатный сайт с uCoz