Ытларикун, 23.04.2024, 20:39
Эсир кунта çак ятпа кĕтĕр Хăна | Ушкăн "Хăнасем"

Тĕп страница | Манăн профиль | Тухас

                     Нестĕр Янкас ячĕллĕ пĕрлĕх

                

)?>
Салам кĕтесĕ
500


Тĕп страница » 2011 » Çурла » 20
Сăн ÿкерчĕк
Кăçалхи çĕртме уйăхĕн 25-мĕшĕнче хамăр ентеш — Танăшра çуралнă ЧР тава тивĕçлĕ ÿнерçи Г. Н. Николаев çуралнăранпа 80 çул çитрĕ. Георгий Николаевич сумлă юбилейне кĕçĕншетмĕсемпе пĕрле паллă турĕ. Кун пирки тата маттур ÿнерçĕ пурнăçĕпе ĕçĕ-хĕлĕ çинчен эпир район хаçачĕн июлĕн 5-мĕшĕнчи "Кĕçĕншетмĕсем ентешне чысларĕç” фоторепортажра каласа панăччĕ ĕнтĕ. Çурла уйăхĕн 18-мĕшĕнче вара Чăваш патшалăх ÿнер музейĕнче Г. Н. Николаевăн персоналлă куравĕ уçăлчĕ. Ăна ÿнерçĕн 80 çулхи юбилейне, Шупашкарти "Трак ен” ентешлĕхе йĕркеленĕренпе 20 çул çитнине тата Шупашкар хулин кунне халалланă. Унта паллă ÿнерçĕсем, ăсчахсем, искусствоведсем чылайăн пулчĕç. Çавăн пекех Георгий Николаевич пултарулăхне сăнлакан "Илем кăшăлĕ” кĕнекен презентацийĕ те иртрĕ. Ÿнерçĕне нумайăн саламларĕç. Ăна "Кĕçĕн Шетмĕ ял тăрăхĕн Хисеплĕ гражданинĕ” ят та пачĕç. 
Г. Н. Николаев тинĕс авиацийĕнче 4 çул çурă хĕсметре тăнă 2-мĕш статьяри старшина. Пĕчĕклех ÿкерме юратнăскер, 1961 çултан республик ... Малалла вула
Миçе çын пăхнă: 514 | Хăçан хушнă: 20.08.2011 | Рейтинг: 5.0/1 | Комментарисем (1)

Сăн ÿкерчĕк
Райĕçтăвкомăн культура пайне ертсе пыма мана 1986 çулхи кăрлачăн 29-мĕшĕнче район депутачĕсем пĕр саслăн шанчĕç. 
Аякра тус-юлташ пурри çав тери паха, анчах та тăван районта та шанчăклă тĕрек тупмалли шухăш мана яланах шутлаттарнă, канăç паман. Парти райкомĕнче ĕçлекен В. М. Михайлов, В. В. Семенов сĕннипе районта 1989 çулта йĕркеленнĕ те Нестер Янкас ячĕллĕ культура, литература тата искусство пĕрлĕхĕ. Пĕрлĕхе ертсе пынă А. А. Раськин, В.М.Михайлов, Н. Г. Ершов культура пайне яланах кĕрсе çÿренĕ, ĕçре пулăшса пынă. 
Культура пайĕн анлă "хирĕнче” юрă-кĕвĕсĕр май çук, чăваш халăхĕ мĕн авалтан савăнса та, хурланса та юрă пуçланă. Районти музыка тĕнчине тивĕçлĕ шайра тытса тăма, йĕркелеме пултаракан шанчăклă çынна чылай шырарăм, вара тупрăм-тупрăмах. 
Юрий Васильевич Шепилов пултаруллă водитель пулнă. Ашшĕ, Василий Андреевич Шепилов, халăха йă ... Малалла вула
Миçе çын пăхнă: 451 | Хăçан хушнă: 20.08.2011 | Рейтинг: 5.0/1 | Комментарисем (0)



Кĕмелли форма

Шырав

Кун тăрăм
«  Çурла 2011  »
ТнЫтЮнКçЭрШмВс
1234567
891011121314
15161718192021
22232425262728
293031

Хыпарсем архивĕ

Ыйту
Нестер Янкас ячĕллĕ пĕрлĕх ĕçне епле хак паратăр?

Пурĕ миçе хурав: 50

Баннерсем

null

null

null

chuvash.eu

Пушкăрт чăвашĕсен хаçачĕ


Сайт тусĕсем

Статистика



Кунта халĕ: 1
Хăнасем 1
Юзерсем 0

!--
Copyright © Аксар Чунтупай 2024Сделать бесплатный сайт с uCoz