Юнкун, 24.04.2024, 12:27
Эсир кунта çак ятпа кĕтĕр Хăна | Ушкăн "Хăнасем"

Тĕп страница | Манăн профиль | Тухас

                     Нестĕр Янкас ячĕллĕ пĕрлĕх

                

)?>
Салам кĕтесĕ
500


Тĕп страница » 2010 » Нарăс » 23
Сăн ÿкерчĕк
(Малалли)
II
Çын хуйхи – çын хуйхи ĕнтĕ вăл. Калаçаççĕ-калаçаççĕ те – манса каяççĕ. Тата темиçе çул улшăнчĕ. Иван çаплипех-ха, чăпар куккук пек, ăçта ăшă – çавăнта пурăнчĕ. Çук, хăйĕн тĕп кил-йышĕ, хуçалăхĕ çинчен манмарĕ вăл, ачисене те питĕ хытă юратрĕ, амăшне те пăрахмарĕ.
Варук, Иван пурнăçĕнчи виççĕмĕш хĕрарăм, Карачăм ялĕнче ферма заведующийĕ пулса ĕçлет. Мăшăрĕ вунă çул каяллах чирлесе вилнĕ унăн. Икĕ ача, ватă амăшĕ пур. Хуçалăхĕ те Варукăн Иванăннинчен пĕртте кая мар.
Пĕррехинче Иван Варука Хурăнлăха куçма ыйтрĕ:
– Çук, Иван, манăн хамăн пурнăç – санăн хăвăн. Пурăнар-ха, куç курĕ унта. Манăн тарçăра ĕçлесе пурăнма пĕрре те кăмăлăм çук. Ачасене ура çине тăратмалла. Пире капла та начар мар, пĕр-пĕрне хăнăхса çитрĕмĕр, юрататпăр та…
Çапла каланă хыççăн Иван Хурăнлăхра пĕрле пурăнасси пирки урăх калаçу тапратмарĕ. Варук çилленме пултарать. Çилленме пултарать тенĕрен, Варукран пĕтĕм Карачăм ялĕ хăраса тăрать. Ун чунĕнче хура çĕлен пурăнать тей ... Малалла вула
Миçе çын пăхнă: 682 | Хăçан хушнă: 23.02.2010 | Рейтинг: 5.0/1 | Комментарисем (0)

Сăн ÿкерчĕк
Алексей Трофимов ӳнер тĕпчевĕнче доктор ятне илме тивĕç пулнă Атăл тăрăхĕнчи пĕрремĕш чăваш. Искусствоведени докторне ӳссе çитме хавхалантараканни пирĕн несĕлсен асамлă еткерлĕхĕ. Чăваш ӳнерне тĕпчесе доктор ятне илме май пурри хăех пирĕн халăхăмăрăн илемлĕх тĕнчипе туйăмĕ мĕн авалтан аталаннине, çав хушăрах тĕлĕнмелле пысăк та мал курăмлă пулнине çирĕплетмест-и-ха?
Паянхи культура малалла та лайăх аталантăр тесен, тăван халăхăн авалхи пурнăçне тĕпчесе тĕплĕн вĕренмелле. Авалхипе паянхи, паянхипе пуласлăх ялан таччăн çыхăннă. Тăван халăхăн нумай енлĕ аталаннă культурине, ӳнер тĕнчине, тĕнпе йăла-йĕркине тĕпчекенсенчен пĕри шăпах – Алексей Трофимов ӳнерçĕ. Алексей Александровичăн паллăрах ĕçĕсене аса илер-ха: «Орнамент чувашской народной вышивки», «Проблемы народного искусства Чувашии», «Чувашская народная культовая скульптура», «Изобразительное искусство Советской Чувашии», «Древнечувашская руническая письменность», «Искусство чувашской народной вышивки в музеях ... Малалла вула
Миçе çын пăхнă: 928 | Хăçан хушнă: 23.02.2010 | Рейтинг: 5.0/1 | Комментарисем (1)



Кĕмелли форма

Шырав

Кун тăрăм
«  Нарăс 2010  »
ТнЫтЮнКçЭрШмВс
1234567
891011121314
15161718192021
22232425262728

Хыпарсем архивĕ

Ыйту
Нестер Янкас ячĕллĕ пĕрлĕх ĕçне епле хак паратăр?

Пурĕ миçе хурав: 50

Баннерсем

null

null

null

chuvash.eu

Пушкăрт чăвашĕсен хаçачĕ


Сайт тусĕсем

Статистика



Кунта халĕ: 1
Хăнасем 1
Юзерсем 0

!--
Copyright © Аксар Чунтупай 2024Сделать бесплатный сайт с uCoz