Юнкун, 24.04.2024, 13:39
Эсир кунта çак ятпа кĕтĕр Хăна | Ушкăн "Хăнасем"

Тĕп страница | Манăн профиль | Тухас

                     Нестĕр Янкас ячĕллĕ пĕрлĕх

                

)?>
Салам кĕтесĕ
500


Тĕп страница » 2009 » Авăн » 22
Сăн ÿкерчĕк
Пĕр енчен, ытла та ансат пек, тепре пăхсан çав тери кăткăс туйăнать Геннадий Айхи тĕнчи. Ансатлăхĕ, манăн шухăшăмпа, вăл пирĕн хушăранах - чăваш ялĕнчен, унăн вĕçĕ-хĕррисĕр тĕнчинчен - тухнăран пулĕ. Кăткăслăхĕ вара - эпир ăнланса çитерейменнинче, ăс-хакăлĕпе, шухăшлавĕпе пирĕнтен самай çÿллĕ картра тăнинче. Вăл - чăваш. Çав вăхăтрах ăна поляк та, акăлчан та, француз та: “Айхи - пирĕн”, - теме пултарать. Вăл - тĕнче çынни. Апла чăваш - тĕнче хуçи? Шăпах çав тĕнче хуçине иккĕмĕш уйăх чыслать те Чăваш Ен. Вăл çеç те мар. Каллех - тĕнче.

Авăн уйăхĕн 17-18-мĕшĕсенче Чăваш патшалăх гуманитари ăслăлăхĕсен институтĕнче “Геннадий Айхи: литературăпа ÿнер традицийĕ тата неоавангард” ятпа иртнĕ ăслăлăх практика конференцийĕ чыславăн тĕп шăнăрĕ пулчĕ. Унта хутшăнса Раççейĕн тĕрлĕ кĕтесĕнчен çеç мар, чикĕ леш ... Малалла вула
Миçе çын пăхнă: 634 | Хăçан хушнă: 22.09.2009 | Рейтинг: 0.0/0 | Комментарисем (0)

Сăн ÿкерчĕк
21.09.2009 
"Хыпар" 

Елена АТАМАНОВА 

ПĔЧĔКРЕН юрра-кĕвве кăмăллаттăм. Анне питĕ уçă саслăччĕ, юрлама юрататчĕ. Асатте те ăста кĕслеçĕ пулнă. Пилĕк çултах Гена пиччен балалайкипе калама хăнăхрăм. Вăл хут купăс туянни халĕ те асра. Епле ăмсаннăччĕ ăна. Мана тыттарасшăн марччĕ купăсне, пытарса хăваратчĕ, пур пĕрех шыраса тупса вăл сисиччен алла илеттĕм. Çапла хам тĕллĕнех, никам вĕрентмесĕрех выляма хăнăхрăм, - каласа кăтартать Красноармейски тăрăхĕнчи Кушкăра пурăнакан Илья Романович Степанов композитор.

Колхоз сачĕ витĕр выртакан сукмак илсе çитерчĕ вĕсем патне. Пĕр ретлĕ пĕчĕк урам сăрт айккипе ларса тухнă. Йĕри-тавра ем-ешĕл, умĕнче пысăк-пысăк çырма. Илья Романович çыран айккине йывăç лартса кил умне пĕчĕк пахча çавăрнă. Ял варринчи аслă çултан аякра, улах вырăнта пурăнаççĕ вĕсем. Чÿречерен тинкерсен те Кушкă çыннисен çурчĕсем мар, сип-симĕс курăклă улăх, çырма, уй-хир кăна курăнать. Пĕр кил урлă - колхоз сачĕ. Чăн-чăн ырлăх, мĕнешкел иле ... Малалла вула
Миçе çын пăхнă: 676 | Хăçан хушнă: 22.09.2009 | Рейтинг: 5.0/1 | Комментарисем (0)

Сăн ÿкерчĕк
Чăваш классикĕсем çинчен сăмах тухсан Константин Ивановпа, Çеçпĕл Мишшипе пĕрлех Александр Артемьев писатель асăма килет. Тен, вăл çырнă «Салампи» кĕнеке манăн пурнăçри хам тĕллĕн вуланă чи пĕрремĕш кĕнеке пулнăран, тен, чăваш ялĕнче çитĕнсе вырăсла вулама хăнăхма ĕлкĕрменскер, Тургенева, вырăссен мăнаçлă писательне «Пирвайхи юрату», «Ася», «Чĕрĕ виле» повĕçĕсемпе прозăлла сăввисене Александр Артемьев куçарăвĕ урлă паллашса чĕрене хывнипе-ши? Миçере пулнă-ши эпĕ ун чухне? Халĕ астумастăп та ĕнтĕ. Анчах писатель тăван сăмахсемпе питĕ асăрханса, питĕ чечен те черчен япалана ватасран шикленнĕн, чĕлхе çеммине пăхăнса куллен шухăшлаттаракан ыйтусене пĕр вăхăтрах ансат та, илемлĕн çырса кăтартнипе-ши? 
Александр Артемьев çуралнăранпа сентябрĕн 14-мĕшĕнче 85 çул çитрĕ. Вăл Чăваш Енри Элĕк районне кĕрекен Тури Вылара çуралнă. Тăван çĕршывăн Аслă вăрçине хутшăнса хастаррăн çапăçнă, о ... Малалла вула
Миçе çын пăхнă: 2132 | Хăçан хушнă: 22.09.2009 | Рейтинг: 5.0/1 | Комментарисем (1)

Сăн ÿкерчĕк
Эрĕнпур хулин центрĕнче “Наци ялĕ” музей-парк уçас шухăша Алексей Чернышев кĕпĕрнаттăр 2004 çулта пĕлтернĕ. Çавна май “Наци ялĕ” культура комплексĕ тăвасси” хушу çирĕплетнĕ. Халăх шутне тĕпе хурса ку ĕçе хутшăнма кăмăл тăвакан вунă наци пĕрлешĕвне палăртнă. Каланă - тунă. Акă паянхи кун тĕлне 10 “урамлă” тĕлĕнмелле ял ÿссе ларнă. Юрий Гагарин ячĕллĕ паркра вырнаçнă вăл.

2007 çулта украин‚ казах‚ пушкăрт килĕсем уçăлнă ятпа чаплă мероприятисем ирттернĕ. Сăмах май каласан‚ пирĕн республикăран унта ПР Президенчĕ М. Г. Рахимов тата ытти официаллă çынсем‚ артистсем хутшăннă. Уяв хăнисене пушкăрт апат-çимĕçĕпе сăйланă‚ юрă-ташăпа савăнтарнă.
Тепĕр çултан ялта мăкшăпа белорус‚ нимĕçпе вырăс чĕлхисем “янăрама” пуçланă. Çаплах тутарсемпе армянсен çурчĕсем хута кайнă.
Кашни центрта наци апат çимĕçĕпе хăналакан ресторан‚ библиотека тата этнографи музейĕ ĕçлеççĕ. 
Авăн уйăхĕн юлашки кунĕсенчен пĕринче Эрĕнпур облаçĕнче пурăнакан 17 пин чăваш та “кил-çуртлă” пул ... Малалла вула
Миçе çын пăхнă: 670 | Хăçан хушнă: 22.09.2009 | Рейтинг: 0.0/0 | Комментарисем (0)



Кĕмелли форма

Шырав

Кун тăрăм
«  Авăн 2009  »
ТнЫтЮнКçЭрШмВс
 123456
78910111213
14151617181920
21222324252627
282930

Хыпарсем архивĕ

Ыйту
Нестер Янкас ячĕллĕ пĕрлĕх ĕçне епле хак паратăр?

Пурĕ миçе хурав: 50

Баннерсем

null

null

null

chuvash.eu

Пушкăрт чăвашĕсен хаçачĕ


Сайт тусĕсем

Статистика



Кунта халĕ: 1
Хăнасем 1
Юзерсем 0

!--
Copyright © Аксар Чунтупай 2024Сделать бесплатный сайт с uCoz