Эрнекун, 19.04.2024, 18:06
Эсир кунта çак ятпа кĕтĕр Хăна | Ушкăн "Хăнасем"

Тĕп страница | Манăн профиль | Тухас

                     Нестĕр Янкас ячĕллĕ пĕрлĕх

                

)?>
Салам кĕтесĕ
500


Тĕп страница » 2009 » Утă » 03
Сăн ÿкерчĕк
Нурлат районĕнче кăçал виççĕмĕш хут чăвашсен «Уявĕ» иртет. Халăхсен культура аталанăвĕшĕн вăл питĕ те пысăк пĕлтерĕшлĕ пулнине кура ăна тахçанах республика статусне панă. Халĕ çак праçнике чăвашĕ те, тутарĕ те, вырăсĕ те юратса кĕтеççĕ. Мĕншĕн-ха ăна çынсем çав тери кăмăллаççĕ? Кун пирки Эпир Нурлат районĕн ĕçтăвкомăн социаллă ыйтусен ертӳçин çумĕпе Рамзия Сунгатуллинăпа курса калаçрăмăр.
– Кама тăрăхĕнчи районсенче мĕн ĕлĕк-авалран чăвашсем уяв ирттернĕ. Ăна пирĕн Сабантуй пекех чаплăн ирттерес килетчĕ. Тăрăшни харама каймарĕ, «Уяв» район чиккисенчен тухса Раççей шайнех çитрĕ. Тавтапуç Константин Яковлева, Аркадий Клементьевпа Юрий Терентьева, Фатих Сибагатуллина тата ыттисене те. Кăçал уяв ирттерме республика грантне çĕнсе илтĕмĕр, вăл пилĕк çĕр пин тенкĕпе танлашать. Ку питĕ пысăк пулăшу.
Уява йĕркелеме, хатĕрленме питĕ çăмăл. Кашни хаваспах пулăшма хатĕр. Юрă-ташă, фольклор ансамблĕсем хăйсемех сценари хатĕрлеççĕ. Йĕркелӳ комитечĕ те питĕ туслă ĕçлет. 
... Малалла вула
Миçе çын пăхнă: 637 | Хăçан хушнă: 03.07.2009 | Рейтинг: 5.0/2 | Комментарисем (0)

Сăн ÿкерчĕк
Лапра ларакан Патраклă çыннисем ял çумĕнчи чи çӳллĕ вырăна улăхса ак ĕнтĕ виççĕмĕш хут республика шайĕнче Учӳк ирттереççĕ. Çак, хăнасене пурне те килĕшекен, ытти халăх çыннисене тĕлĕнтерекен, пĕтĕм ял халăхĕпе пухăнса туслăн ирттерекен авалхи йăла Элмет районĕнчи чăвашсене çӳллĕ шая хăпартать, уйрăмах тĕне кĕменнисене. Ун пек пулмасан кашни ирттермессерен Учӳка курма килекенсен шучĕ ӳсмен пулĕччĕ. 
Хăна-вĕрле
Кăçал йышлă хăнасен хушшинче ТР Президенчĕн Аппаратĕнчи халăхсен хутшăнăвĕсемпе ĕçлекен уйрăм ĕçченне В.А.Никифорова, ТР ЧНКА Канашĕн пуçлăхне К.Г.Яковлева, ТР Халăхсен ассамблейин Председателĕн çумне С.К.Джаксыбаева, Элмет муниципаллă район пуçлăхĕн çумне В.И.Самойлова, РФ тава тивĕçлĕ судйине В.И.Федорова, А.П.Молоствов генерал-майора, чăвашлăхшăн çунса тăракан Р.Н.Чентаевăна, Мускаври чăваш çамрăкĕсен пĕрлешĕвĕн хастарне А.Н.Васильева, районсенчи ЧНКЦсен пуçлăхĕсене – В.Н.Козлов ... Малалла вула
Миçе çын пăхнă: 655 | Хăçан хушнă: 03.07.2009 | Рейтинг: 0.0/0 | Комментарисем (0)

Сăн ÿкерчĕк
Чăваш халăхĕ çак черчен те хитре чечексен асамлă вăйне пĕлсе тăнă, шаннă. Ватăсем каласа панă тăрăх Хăят каçĕ ирччен вăйă каласа çамрăксем Чӳк кӳлли патне çитсе ун йĕри-тавра тăрса юрланă. Юлашкинчен хăят чечекĕнчен явнă кăшăлĕсене, аллисенчи çыххисене кӳлле пăрахнă. Унтан çав кӳлĕри шывпа пичĕ-куçĕсене çуса тин килĕсене саланнă. Тахçан авалтан ирттерекен çак уяв паян кун та хăйĕн илемĕпе, чăн-чăн чăвашлăх уявĕ пек пулнипе илĕртсе тăрать. Хăят иртсен ялсенче каçсерен юрлакан вăйă юрри илтĕнмен. Çурхи Микуларан пуçласа Хăятчен – хĕрĕх кун, каннă халăх çак кунтан ĕçе пикеннĕ: выльăх апачĕ хатĕрленĕ, тыр-пул пуçтаракан хатĕрсене юсанă. 
Хăят (гвоздика полевая) нумайччен чечекре ларать. Çĕр чăмăрĕ çинче çамрăк хĕр илемĕпе танлаштараççĕ ăна. Çак чечеке Европăна Тунисран илсе килнĕ, Италие те, ытти çĕршывсене те вăл çавăнтан куçнă. Суха кĕмен Тăхăрьял хирĕсене тел ... Малалла вула
Миçе çын пăхнă: 633 | Хăçан хушнă: 03.07.2009 | Рейтинг: 5.0/1 | Комментарисем (0)



Кĕмелли форма

Шырав

Кун тăрăм
«  Утă 2009  »
ТнЫтЮнКçЭрШмВс
  12345
6789101112
13141516171819
20212223242526
2728293031

Хыпарсем архивĕ

Ыйту
Нестер Янкас ячĕллĕ пĕрлĕх ĕçне епле хак паратăр?

Пурĕ миçе хурав: 50

Баннерсем

null

null

null

chuvash.eu

Пушкăрт чăвашĕсен хаçачĕ


Сайт тусĕсем

Статистика



Кунта халĕ: 1
Хăнасем 1
Юзерсем 0

!--
Copyright © Аксар Чунтупай 2024Сделать бесплатный сайт с uCoz