Ытларикун, 19.03.2024, 12:09
Эсир кунта çак ятпа кĕтĕр Хăна | Ушкăн "Хăнасем"

Тĕп страница | Манăн профиль | Тухас

                     Нестĕр Янкас ячĕллĕ пĕрлĕх

                

)?>
Салам кĕтесĕ
500


Тĕп страница » 2009 » Чÿк » 29
Сăн ÿкерчĕк
Чÿк уйăхĕн 17-18-мĕшĕсенче Чăваш патшалăх гуманитари ăслăлăхĕсен институтĕнче "Çеçпĕл Мишши тата чăваш литератури: еткерлĕхпе çĕнетÿлĕх” регионсен хушшинчи ăслăлăхпа практика конференцийĕ иртрĕ. Унта республикăн тĕрлĕ кĕтесĕнчен, Ульяновск, Ижевск хулисенчен тата Турцирен ăсчахсем хутшăнчĕç.
Конференцие институт директорĕ В.С.Григорьев уçрĕ. "Çеçпĕл Мишши тăван халăхăмăрăн нушине, асапланăвне чĕрепе туйса тăнă. Ăна пулăшасшăн çуннă вăл. Анчах поэта путарас текенсем чăвашсен хушшинче те пулнă...” - терĕ Валерий Сергеевич.
Культура министерствин пай пуçлăхĕ М.Н.Краснов Çеçпĕл Мишши çуралнăранпа 110 çул çитнине халалланă пур мероприяти те тивĕçлĕ иртнине палăртрĕ. Канаш район пуçлăхĕ В.В.Софронов Çеçпĕл Мишшин тăван тăрăхĕнчи мероприятисемпе паллаштарчĕ. "Çеçпĕл Мишшин ячĕ Канашсемшĕн çав тери паха. Унăн мухтавлă ячĕпе нумай шкул, тĕрлĕ предприяти хисепленсе тăраççĕ. Вĕсем пурте тăван ентешĕмĕр пек хастар та маттур, яланах малтисен ретĕнче”, - терĕ.
Конференц ... Малалла вула
Миçе çын пăхнă: 759 | Хăçан хушнă: 29.11.2009 | Рейтинг: 5.0/1 | Комментарисем (0)

Сăн ÿкерчĕк
...Пурнăç çитмĕл çичĕ пăрăнăçран тăнине фермăра ĕне сăвакан вăтăрти Маруç кăçал лайăх ăнланчĕ. Ĕçĕ-хĕлĕ чиперех пырать-ха унăн. Сĕт сăвассипе колхозра кăна мар, районта та малтисен йышĕнче. Хăй вăхăтĕнче Хисеп хăми çинче те курма пулатчĕ çак хĕрарăмăн йăлтăр кулăпа çуталакан илĕртÿллĕ сăнне. Маруç 3 ачине шкула ирсерен ăсатма та, уроксем вĕçленнĕ хыççăн кĕтсе илме те майне тупать. Ку çеç-и? Ĕне, сысна тытать. Ачисем таса, типтерлĕ çÿреççĕ, вĕренÿре лайăх ĕлкĕрсе пыраççĕ. Пĕр сăмахпа, ку çемье пирки ял-йышра ăшă сăмах çÿрет. 

Маруçăн мăшăрĕ те Турă çырниех пулчĕ. Ваçук пек ăста, пултаруллă сухаçă таврара çукпа пĕрех. 

Колхоз ертÿçи, икĕ çул каялла Чăваш патшалăх ял хуçалăх академийĕнчен хĕрлĕ дипломпа тухнă Петр Иванович, кашни канашлу-пухурах Маруçпа Ваçука пархатарлă ĕçшĕн тав сăмахĕ калать, ыттисене вĕсенчен тĕслĕх илме сĕнет... Анчах кал-кал, йĕркеллĕ кусакан кун-çул урапи тем хушăра кукăр-макăр йĕрпе чупма тытăнчĕ, ял-йыш ăмсанмалла капмар та хитр ... Малалла вула
Миçе çын пăхнă: 660 | Хăçан хушнă: 29.11.2009 | Рейтинг: 0.0/0 | Комментарисем (0)



Кĕмелли форма

Шырав

Кун тăрăм
«  Чÿк 2009  »
ТнЫтЮнКçЭрШмВс
      1
2345678
9101112131415
16171819202122
23242526272829
30

Хыпарсем архивĕ

Ыйту
Нестер Янкас ячĕллĕ пĕрлĕх ĕçне епле хак паратăр?

Пурĕ миçе хурав: 50

Баннерсем

null

null

null

chuvash.eu

Пушкăрт чăвашĕсен хаçачĕ


Сайт тусĕсем

Статистика



Кунта халĕ: 1
Хăнасем 1
Юзерсем 0

!--
Copyright © Аксар Чунтупай 2024Сделать бесплатный сайт с uCoz