Ытларикун, 19.03.2024, 13:59
Эсир кунта çак ятпа кĕтĕр Хăна | Ушкăн "Хăнасем"

Тĕп страница | Манăн профиль | Тухас

                     Нестĕр Янкас ячĕллĕ пĕрлĕх

                

)?>
Салам кĕтесĕ
500


Тĕп страница » 2009 » Чÿк » 13
Сăн ÿкерчĕк
Çĕршывра иртнĕ ĕмĕр вĕçĕнче пирĕн халăх йышлă пурăнакан регионсенче чăвашла хаçатсем тухма пуçланă. Пушкăртстанра "Урал сасси”‚ Тутарстан Республикинче "Сувар”‚ Чĕмпĕрпе Самар‚ Тюмень облаçĕсенче "Канаш”‚ "Самар ен” ‚ "Тăван”‚ Санкт-Петербургра "Питĕр чăвашĕсем” кăларăмсем. Вĕсем пурте тăван чĕлхене‚ культурăна‚ историе çухалма парас мар‚ çитес ăрусем валли упраса хăварас тесе ырми-канми тăрăшаççĕ. 
Акă Чĕмпĕрте пурăнакан йăхташăмăрсем те паллă пулăм кĕтсе илме хатĕрленеççĕ. Кĕçех "Канаш” хаçат тухма пуçланăранпа 20 çул çитет. Асăннă кăларăм редакцийĕпе эпир‚ "Урал сасси” ĕçченĕсем‚ хамăра хумхантаракан ыйтусене пĕрле сÿтсе явса‚ канашласа ĕçлетпĕр. Пирĕн хушăри туслă çыхăну çултан çул çирĕпленсе пырать. Вулакансене "Канаш” хаçат историйĕпе‚ паянхи ĕçĕ-хĕлĕпе паллашма сĕнетпĕр.

Чăвашсемшĕн Чĕмпĕр - сăваплă çĕр. Кунта 1868 çулта И. Я. Яковлев чăваш çырулăхне йĕркеленĕ‚ пĕрремĕш чăваш шкулне уçнă. Çак пĕлÿ çуртĕнче чăваш кĕвви‚ ÿнерĕ‚ наукăсем‚ театрĕпе опе ... Малалла вула
Миçе çын пăхнă: 679 | Хăçан хушнă: 13.11.2009 | Рейтинг: 0.0/0 | Комментарисем (0)

Сăн ÿкерчĕк

«ВИЛĔМЕ ХĂЙСЕМ ЧĔНМЕÇÇĔ ХУРÇĂ ШАНЧĂКЛĂ ÇЫНСЕМ...»

Çеçпĕле сума суса
Пурнăçра кашни хăна çав.
Шăпине кура çынна
Тепĕр чух мĕскер кăна-ши
Кăтартмасть çак самана?
* * *
Революци кĕр кĕрлерĕ
Аслатиллĕ сасăпа,
Кашнинех куçран хистерĕ:
– Эй, кала-ха, эс кампа?
Çиçĕм çиçрĕ, çĕр чĕтрерĕ,
Кунĕпе те çĕрĕпе.
Аçтаха пуçне çĕклерĕ,
Тавлашать çут тĕнчепе.
Пĕлĕтсем хура, синкерлĕ,
Чараймастăн тăвăла,
Тӳпене чăваш тинкернĕ,
Шухăшлать: мĕн тумалла?
Нишлисемшĕн кирлĕ хӳтлĕх
Ураран ӳкериччен.
Е тата: кам самăр ӳтлĕ,
Çавă шиклĕрех иккен. ... Малалла вула

Миçе çын пăхнă: 597 | Хăçан хушнă: 13.11.2009 | Рейтинг: 0.0/0 | Комментарисем (0)

Сăн ÿкерчĕк
Остер хулине номерĕ çине 21 çырса хунă автобус пырса кĕнĕ кун сивĕ çумăр иртенпе пĕрĕхетчĕ. Кăçал августăн 7-мĕшĕнче пулса иртрĕ çакă. Пахча картисенчен туратти-тураттипе ĕлкĕрнĕ груша, абрикос усăнса анать, тăм пӳртсен пĕчĕк кантăкĕсем Гоголь калавĕсенчи Украинăри пейзажа куç умне кăлараççĕ. Десна юхан шывĕ тулли шывлă, вăл çак авалхи хулана хăйне евĕр илем кӳрсе тăрать.
Ĕç кунĕ пулсан та çынсăр пек туйăнчĕ пысăках мар хула, калăн, эпир килессине сиссе тарса-çухалса пĕтнĕ. Пурнăç чарăннă пекех туйăнать. Украина черетлĕ суйлав умĕн шăплăхра вăй пухать тейĕн...
КАМА КИРЛĔ?
Украинăра, Остер хулинчи çынсем хушшинче Çеçпĕл ята пĕлекенсем нумай. Ятне астăваççĕ те, хăйне маннă ĕнтĕ. Çакăнта ĕмĕрлĕхех канлĕх тупнă поэта вырăнти музейре кăна сума сăваççĕ. Мĕнпе танлаштарма пулать-ши çакна? Ленинпа пулĕ. Чĕлхере пур унăн ячĕ, ĕçĕсем вара пĕчĕккĕн манăçа тухаççĕ. Иртнĕ саманапа пĕрле вăл ятсем те, маларах пĕр çĕршывра пурăннă халăхсем хушшинчи туслăх та майпен ирĕлс ... Малалла вула
Миçе çын пăхнă: 630 | Хăçан хушнă: 13.11.2009 | Рейтинг: 5.0/1 | Комментарисем (0)

Сăн ÿкерчĕк
Анат Камăра чăваш гимназийĕ уçăлнăранпа кăçал 10 çул çитрĕ. Юбилее ноябрь уйăхĕнче анлăн палăртма йышăннă. Чăваш гимназийĕ халĕ Раççейĕпех паллă шкул. Вăл уçăличчен хулара чăваш вырсарни шкулĕ (1991 çулта ноябрĕн 24-мĕшĕнче Тутар вырсарни шкулĕн филиалĕ майлă йĕркеленнĕ) ĕçленĕ. Чăваш вырсарни шкулĕ 1996 çулчченех ятне улăштарман, 1996 çултан пуçласа 1998 çулччен вара – «Чувашская школа гуманитарно-эстетич еского профиля», 1998 çултан пуçласа 2000 çулччен «Чувашский центр внешкольной работы» ятпа çӳренĕ. 1999 çулта гимнази уçăлсан та вăл 2000 çултан пуçласа «Центр искусств и народных ремесел» ятпа 2008 çулхи сентябрь уйăхĕччен ĕçлерĕ. 1991 çул вĕçĕнче ĕçлеме пуçланă чăваш вырсарни шкулĕ гимнази уçма никĕс пулса тăчĕ.
Мĕнле ĕçлеме пуçланă-ши чăваш вырсарни шкулĕ? Малтанхи утăмĕсем мĕнле пулнă-ши унăн? Пирвайхи вĕрентекенĕсем камсем-ши?
1989 çулхи декабрь уйăхĕн 1-мĕшĕнче Анат Камăра чăваш ентешлĕхĕ йĕркеленет. Вун ултă чăваш пĕрремĕш хут «Уралочка» павильонра ... Малалла вула
Миçе çын пăхнă: 623 | Хăçан хушнă: 13.11.2009 | Рейтинг: 0.0/0 | Комментарисем (0)

Сăн ÿкерчĕк
Чăн та, эпир юлашки вăхăтра самана улшăннă май хытăрах чĕреллĕ пулма пуçларăмăр. Тăван халăх йăлисене манса пыратпăр. «Халăх вĕрентĕвĕн пуянлăхне упраса аталантарса пырсан çеç чăваш çĕнĕрен чĕрĕлсе малалла кайма пултарать, тĕнчере ытти халăх йышĕнче тивĕçлĕ вырăна тухать, ĕмĕрхи чапне çĕнетме, чĕртсе яма шанчăк тупать», – тет педагогика ăслăлăхĕсен докторĕ Г.Н.Волков. Чăваш халăхĕн виçĕ пин çулхи чыслă аваллăхĕ мухтава тивĕçлĕ. Çак халăх ĕмĕр-ĕмĕр тар юхтарса ĕçлесе, выльăх-чĕрлĕх ĕрчетсе, тыр-пул акса, çурт-йĕр лартса, улма-çырла, вăрман ӳстерсе пурăннă.
Чăваш халăхĕн сĕм авалтан пыракан пархатарĕ ăруран ăрăва куçакан йăла-йĕркесенчен килнĕ. Несĕлсем пирĕн валли пуян еткер хăварнă. Кунта халăх сăмахлăхĕ, ал ĕç пултарулăхĕ, халăх юрри-ташши кĕреççĕ. Пирĕн çак еткерпе усă курма пĕлмелле çеç. Шкул ĕçĕнче ĕçленĕ май палăртас пулать: фольклор хăйĕн авăрне туртсах кĕрсе каять. Ватă çынсенчен халиччен илтмен юрăсене çырса илни, археологсем çĕр айĕнчен авалхи тупрана ч ... Малалла вула
Миçе çын пăхнă: 770 | Хăçан хушнă: 13.11.2009 | Рейтинг: 0.0/0 | Комментарисем (0)



Кĕмелли форма

Шырав

Кун тăрăм
«  Чÿк 2009  »
ТнЫтЮнКçЭрШмВс
      1
2345678
9101112131415
16171819202122
23242526272829
30

Хыпарсем архивĕ

Ыйту
Нестер Янкас ячĕллĕ пĕрлĕх ĕçне епле хак паратăр?

Пурĕ миçе хурав: 50

Баннерсем

null

null

null

chuvash.eu

Пушкăрт чăвашĕсен хаçачĕ


Сайт тусĕсем

Статистика



Кунта халĕ: 1
Хăнасем 1
Юзерсем 0

!--
Copyright © Аксар Чунтупай 2024Сделать бесплатный сайт с uCoz