Кĕçнерникун, 25.04.2024, 20:38
Эсир кунта çак ятпа кĕтĕр Хăна | Ушкăн "Хăнасем"

Тĕп страница | Манăн профиль | Тухас

                     Нестĕр Янкас ячĕллĕ пĕрлĕх

                

)?>
Салам кĕтесĕ
500


Тĕп страница » 2009 » Çурла » 24 » Ентеш-çыравçăна — космонавт медалĕ
Ентеш-çыравçăна — космонавт медалĕ
01:09
Сăн ÿкерчĕк
Пирĕн ентеше, Çирĕклĕ ялĕнче çуралнă, халĕ республикăри “Хыпар” хаçатăн журналистне Ю. П. Степанова (Листопада) “СССР космонавт-летчикĕ А. Г. Николаев” медальпе чысланă.

Красноармейскинчи вăтам шкул хыççăн вăл “Байконур” космодромра хĕсметре тăнă. Унтан И. Н. Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университетĕнче аслă пĕлÿ илнĕ. Çамрăк журналиста “Коммунизм ялавĕ” халĕ — (“Хыпар”) хаçат коллективĕ ăшшăн йышăннă, кунтах вăл Раççей журналистсен Союзĕн членĕ пулса тăнă. Ю. П. Степанов (Листопад) — “Алга, Ахах...Камсем эсир?” справочник, “Хушма хушамат”, “Халăхран тухнă ăсчах”, “Тăван кĕтес пилĕпе” кĕнекесен, ытти ĕçсен авторĕ. Вунă çула яхăн Юрий Петрович Шупашкар районĕнчи “Тăван ен” хаçатăн тĕп редакторĕнче те вăй хучĕ. 

Профессилле журналист-репортер, калем ăсти пулнă, тĕрлĕ темăсене хăюллăн хускатса вĕсем çине çыравçăн çивĕч куçĕпе пăхнă май, вăл хăйĕн пултарулăхне тарăнлатсах пырать. Тухăçлă ĕçшĕн ытахальтен мар ăна тĕрлĕ наградăсемпе чысланă. Çав шутра — “Хĕç-пăшаллă Вăйсене — 90 çул” медаль, Чăваш Республикин Культура, национальноçсен ĕçĕсен, информаци политики тата архив ĕçĕн министерствин, ытти министерствăсемпе ведомствăсен Хисеп грамотисемпе дипломĕсем. 

Хамăрăн мухтавлă ентеш, СССР летчик-космонавчĕ, икĕ хут Совет Союзĕн Геройĕ А. Г. Николаев тĕнче уçлăхне çĕкленнĕренпе 47 çул çитнĕ кун, çурла уйăхĕн 11-мĕшĕ, Юрий Листопад асĕнче уйрăмах нумайлăха юлĕ. Космос темипе çырнă материалсемшĕн ăна Мускав хулинчи “Сыны Отечества” офицерсен юлташлăхĕ” общество организацийĕн (председателĕ контр-адмирал В. А. Ильин) йышăнăвĕпе “СССР космонавт-летчикĕ А. Г. Николаев” медальпе чысланă. Эпир те ĕçтеше, ентеш-çыравçăна сумлă çак наградăна тивĕçнĕ ятпа ăшшăн саламлатпăр, татах та пысăкрах ÿсĕмсем патнелле ăнтăлма пархатарпа вăй-хăват сунатпăр.

Çыпăçтарнисем:
Миçе çын пăхнă: 663 | Кам хушнă: mixaj_58 | Рейтинг: 0.0/0 |
Пĕтĕмпе миçе комментари: 0


Кĕмелли форма

Шырав

Кун тăрăм
«  Çурла 2009  »
ТнЫтЮнКçЭрШмВс
     12
3456789
10111213141516
17181920212223
24252627282930
31

Хыпарсем архивĕ

Ыйту
Нестер Янкас ячĕллĕ пĕрлĕх ĕçне епле хак паратăр?

Пурĕ миçе хурав: 50

Баннерсем

null

null

null

chuvash.eu

Пушкăрт чăвашĕсен хаçачĕ


Сайт тусĕсем

Статистика



Кунта халĕ: 1
Хăнасем 1
Юзерсем 0

!--
Copyright © Аксар Чунтупай 2024Сделать бесплатный сайт с uCoz