Ытларикун, 23.04.2024, 15:51
Эсир кунта çак ятпа кĕтĕр Хăна | Ушкăн "Хăнасем"

Тĕп страница | Манăн профиль | Тухас

                     Нестĕр Янкас ячĕллĕ пĕрлĕх

                

)?>
Салам кĕтесĕ
500


Тĕп страница » 2012 » Кăрлач » 22 » «Манăн сассăм та тĕнчешĕн юлĕ» ("Хыпар")
«Манăн сассăм та тĕнчешĕн юлĕ» ("Хыпар")
14:35
Сăн ÿкерчĕк

Чăваш халăх поэчĕ Петĕр Хусанкай тăван литература анинче ырми-канми ĕçлесе тарăн йĕр хăварнă. Кăçалхи кăрлачăн 22-мĕшĕнче вăл çуралнăранпа 105 çул çитет. Унăн сăввисемпе поэмисене пĕлмен чăваш çук та пулĕ. Поэтăн сăпайлă та хавхалануллă, халăх ĕç-хĕлĕпе шухăш-туйăмне анлăн сăнласа кăтартакан сăвви-юрри Чăваш патшалăх кĕнеке палатинче тивĕçлĕ вырăн тупнă. Ун çинчен çырнă паха материал та сахал мар упранать кунта. Мĕнле хакланă-ха пĕр ĕмĕр каялла çут тĕнчене килнĕ çыравçăн пултарулăхне?Петĕр Хусанкай 1907 çулта Тутар Республикинчи Элкел районĕнчи Сиктĕрме ялĕнче чухăн хресчен кил-йышĕнче çуралнă. Пĕчĕклех ашшĕсĕр юлнă, амăшĕпе çеç ÿснĕ. Пулас поэт тăван ялĕнчи икĕ сыпăклă шкулта вĕреннĕ. Ун чухнех чăваш сăвăçисен пултарулăхĕпе кăсăкланнă, вырăс литературин иксĕлми пуянлăхĕпе паллашнă. 1923 çулта Хусанти чăваш педагогика техникумне вĕренме кĕнĕ. 1924 çулта Шупашкарта «Сунтал» /халĕ «Ялав»/ журнал тухма тытăннă. Унăн малтанхи номерĕнчех Петĕр Хусанкайăн «Хĕвел тухрĕ», «Хресчен вăранĕ», «Ан айăплăр» пĕрремĕш сăввисем пичетленнĕ. Хăйĕн сăввисене вулакансем хапăлласа йышăнни ăна малалла ĕçлеме хавхалантарнă. Чăвашсен паллă çыравçисемпе çывăх пулас, вĕсемпе алла-аллăн ĕçлес ĕмĕтпе вăл 1925 çулта Шупашкара куçса килнĕ. Пĕр хушă «Сунтал» журнал редакцийĕнче вăй хунă. 1927-1930 çулсенче Хусанти Хĕвел тухăç халăхсен педагогика институтĕнче вĕреннĕ. Ун хыççăн - Мускавра тухса тăнă «Коммунар» хаçат корреспонденчĕ. Пĕрремĕш кĕнеки Шупашкарта 1928 çулта «Уяртсан» ятпа тухнă. Иртнĕ ĕмĕрĕн çирĕммĕш çулсен вĕçĕпе вăтăрмĕш çулсен пуçламăшĕнче Петр Петровичăн пурнăçĕнче пысăк улшăнусем пулса иртнĕ. Поэт, Тăван çĕр-шыв тăрăх нумай çÿренĕскер, пур тĕлте те халăх пурнăçĕ улшăнса, çĕнелсе пынине курнă. Ку, паллах, унăн пултарулăхĕнче çĕнĕ темăсем çуратнă. Çак çулсенче çырнă сăвăсемпе поэмăсен шутне «Инспектор», «Йĕлтĕрçĕсен маршĕ», «Улмуççиллĕ Тĕрлемес», «Элтиван», «Магнит ту» кĕреççĕ. Тăван çĕр-шывăн Аслă вăрçин çулĕсенче Петĕр Хусанкай фашизма хирĕç пăшалпа та, перопа та кĕрешнĕ. Çапăçусенчи паттăрлăхшăн ăна Хĕрлĕ Çăлтăр орденĕпе, нумай медальпе наградăланă. Вăрçă вăхăтĕнчи хайлавĕсем совет халăхĕн паттăрлăхне сăнласа панă. Кам пĕлмест аслă поэтăмăрăн «Таня» поэмине /1942/? Тăван литература урокĕнче поэмăна пăхмасăр каласа панă чухне кĕлетке тăрăх сивĕ хăпарнине хальхи пекех ас тăватăп. Кунта автор тăван халăхăн паттăрлăхне вырăс хĕрĕ Зоя Космодемьянская сăнарĕ урлă кăтартнă, Тăван çĕр-шыв ирĕклĕхĕшĕн пурнăçа шеллемесĕр кĕрешме чĕннĕ.

... Вилмешкĕн эпĕ хăрамастăп,

Хам халăхшăн вилни - телей...

Сывă пулăр, юлташсем! Кĕрешĕр!..

Сăвăçăн вăрçă çулĕсенчи тепĕр произведенийĕ - «Аптраман тавраш» сăвăлла роман. Вăл чи малтан 1946 çулта кун çути курнă, ун хыççăн ăна поэт нумай юсаса çĕнетнĕ, тепĕр хут вăл 1957 çулта пичетленнĕ. Романра Хусанкай пысăк йышлă пĕр чăваш йăхĕн - Аптрамансен - темиçе ĕмĕрти пурнăçĕпе паллаштарнă. Чăваш Республикин Патшалăх кĕнеке палатинче упранакан хаçат-журнал Петĕр Хусанкай ăста куçаруçă пулнине кăтартаççĕ. Вăл Александр Пушкинăн «Евгений Онегин» сăвăлла романне, «Полтава» поэмине, «Палăк» сăввине, Александр Грибоедовăн «Ăса пула инкек» камитне, Уильям Шекспирăн «Ромеопа Джульетта» трагедине, Владимир Маяковский, Максим Горький, Тарас Шевченко тата ытти поэтăн сăввисене чăвашла куçарнă. Чăваш классикĕсен Константин Ивановпа Çеçпĕл Мишшин произведенийĕсем ăна пула вырăсла кун çути курнă. Поэт произведенийĕсене пурĕ 30 яхăн чĕлхене куçарса кăларнă. Акă мĕнле хакланă педагогика ăслăлăхĕсен кандидачĕ, Чăваш Республикипе Удмурт Республикин культурăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ Роза Петрова Чăваш халăх поэчĕн ĕç-хĕлне: «Миçе çул вулатăп Хусанкай сăввисене, миçе çул юрлатăп Хусанкай юррисене - вуласа та тăранаймастăп, юрлама та чарăнаймастăп» /Чăваш Ен. - 1997. - 8-15, нарăс, 6 /. - 6 с./. «Ир, питĕ ир уйрăлса кайрĕ пирĕнтен Петĕр Хусанкай. Вăл хăйĕн таланчĕн чи анлă та çÿллĕ орбитине тухнăччĕ. Мĕн чухлĕ ырă шухăш, ылтăн ăс-хакăл кайрĕ унпа пĕрле... Çеçпĕл юртан тасалнă вăрманта пĕрремĕш пĕчĕк чечек пулсан, Хусанкай - Атăл хĕрринче, пĕтĕм совет çĕрĕнче тата чикĕ леш енче шăтса ÿснĕ чечексен ыр кăшăлĕ...», - çырнă украин çыравçи Юрий Збанацкий /Манăçми Хусанкай /Н.И.Иванов пухса хатĕрленĕ. - Шупашкар, 1987. - 268 с./. Чăваш поэзийĕнчи ĕçне пысăк хисепе хурса 1950 çулта ăна Чăваш халăх поэчĕн ятне панă, икĕ хутчен Ĕçлĕх Хĕрлĕ Ялав орденĕпе наградăланă. 1967 çулта вăл Чăваш АССР К.В.Иванов ячĕллĕ патшалăх премине, 1969 çулта çамрăксен Çеçпĕл Мишши премине тивĕçнĕ. Шупашкарти пĕр урампа кермен унăн ячĕпе хисепленеççĕ, тĕп хула варринче Хусанкай палăкĕ катаранах курăнать. Поэт пурăннă çурт çине асăну хăми вырнаçтарнă. Вăл çуралнă ял халĕ Хусанкай ятлă. Унăн сумлă ятне Чăваш АССР Ĕç Мухтавĕпе Паттăрлăхăн Хисеп Кĕнекине кĕртнĕ.

Елена Арланова


Çыпăçтарнисем:
Миçе çын пăхнă: 763 | Кам хушнă: mixaj_58 | Рейтинг: 5.0/2 |
Пĕтĕмпе миçе комментари: 0


Кĕмелли форма

Шырав

Кун тăрăм
«  Кăрлач 2012  »
ТнЫтЮнКçЭрШмВс
      1
2345678
9101112131415
16171819202122
23242526272829
3031

Хыпарсем архивĕ

Ыйту
Cайта хак парăр
Пурĕ миçе хурав: 88

Баннерсем

null

null

null

chuvash.eu

Пушкăрт чăвашĕсен хаçачĕ


Сайт тусĕсем

Статистика



Кунта халĕ: 1
Хăнасем 1
Юзерсем 0

!--
Copyright © Аксар Чунтупай 2024Сделать бесплатный сайт с uCoz