Тунтикун, 21.05.2018, 14:07
Эсир кунта çак ятпа кĕтĕр Хăна | Ушкăн "Хăнасем"

Тĕп страница | Манăн профиль | Тухас

                     Нестĕр Янкас ячĕллĕ пĕрлĕх

                

)?>
Салам кĕтесĕ
500


Тĕп страница » Материалсен архивĕ
Сăн ÿкерчĕк

Геннадий Юмарт çуралнăранпа 80 çул çитнĕ май 2018 çулхи ака уйăхĕн 16-30-мĕшĕсенче иртнĕ «Улăп - 2018» викторина хуравĕсем:

Пĕтĕмлетÿ протоколĕ

  1. Геннадий Федорович Юмарт (Трофимов) 1938 çулхи çу уйăхĕн 5-мĕшĕнче Чăваш Республикин Красноармейски районĕнчи Кайри Карăк ялĕнче çуралнă. Юмарт псевдоним пĕлтерĕшĕ: кăмăллă, вашават, тарават, уçă, явăк, чеелĕхсĕр, ăшпиллĕ, чун-чĕреллĕЮмартăн ашшĕ колхозра бухгалтерта ĕçленĕ. Амăшĕ ахаль колхозница п ... Малалла вула
Миçе çын пăхнă: 10 | Хăçан хушнă: 14.05.2018 | Рейтинг: 5.0/1 | Комментарисем (0)

Сăн ÿкерчĕк

Чылайранпа пĕлетĕп Красноармейски ялĕнче пурăнакан Гурий Егорович Дуброва. Ырă кăмăллă, сăпайлă чăваш. Тивĕçлĕ канăва тухнă хыççăн районти “Ял пурнăçĕ” хаçатпа туслашса кайрĕ те унтанпа Трак ен журналисчĕсемпе туслăхне çухатмарĕ. Г. Дубров çитес çул хăйĕн 85 çулхи юбилейне кĕтсе илме хатĕрленет. Апла пулин те ăна хăйĕн çулне памастăн. Сывă пурнăç йĕркине тытса пыраканскер паян та вăл хăйне 30 çулхи яш евĕр туять. “Кĕнеке” чирĕпе чирлесе кайрĕ тесен те йăнăш мар пулĕ. Юлашки çирĕм çул хушшинче Гурий Егорович вун çичĕ кĕнеке кăларма пултарчĕ. Ку йышра — сăвăсем те, юрăсем те, пултаруллă çынсем, тăван тăрăх, организацисем çинчен калакан хайлавсем. Вĕсенчен чылайăшне мана редакцилеме лекрĕ. Çавăнпа çапла калама пултаратăп — Чăваш Республикинчи Писательсен союзĕн чăн-чăн членех вăл. 1999 çулта “Кĕçĕн Шетмĕ сăпкинче” сăвăсен пуххипе республикăри ача-пăчасен “Çилçунат” журналĕ вулакансене анлăн паллашт ... Малалла вула

Миçе çын пăхнă: 6 | Хăçан хушнă: 12.05.2018 | Рейтинг: 5.0/1 | Комментарисем (0)

Сăн ÿкерчĕк

Геннадий Юмарт пирки çырма лариччен унăн “Халал сăввисем” кĕнекине тепĕр хут алла илтĕм. Унта тус-юлташĕсемпе паллă хăш-пĕр çынсене мухтаса шăрçаланă хайлавĕсем (пурĕ 32) кĕнĕ. Хамăр тăрăхран тухнă Н. Янкаса, И. Патмара, Р. Федоровăна, А. Александрова, Ю. Сементере, В. Пехиле, П. Яккусене парнеленисем те вырăн тупнă. Кĕнеке 52 страницăран тăрать, Шупашкарти “Руссика” издательствăра 2003 çулта пичетленнĕ. Ăна Геннадий Федорович тепĕр çулхине, августăн 11-мĕшĕнче хăй Красноармейскине килсен парнеленĕччĕ, ыр сунăмра çапла çырнă ят-сумлă сăвăç: “Виктора, хамăр ял кĕрỹшне — тав ăнтарнăшăн ĕçне!” “Халал сăввисем хайласси пирĕнтен тухнă йăла мар. Вăл мĕн авалтан килет. Турăсене, патшасене, паттăрсене мухтаса сăвă каласси нумай халăхăн пулнă... Халал сăввисем тĕрлĕрен пулаççĕ... Ку кĕнекене литература, ỹнер тата культура ĕçĕнче палăрнă çынсене хакласа çырнă сăввăмсене кĕртрĕм. Вĕсене ярăмласа пичетлени усă курма ме ... Малалла вула

Миçе çын пăхнă: 21 | Хăçан хушнă: 05.05.2018 | Рейтинг: 5.0/1 | Комментарисем (0)

Сăн ÿкерчĕк

Фоторепортаж

Пуш уйăхĕн 24-мĕшĕнче Ульяновскри Наци ялĕнчи “Чăвашсен кил-çурчĕ” комплексра чăваш таврапĕлỹçисемпе академикĕсен пĕрлĕхĕсен вуннăмĕш анлă пухăвĕ иртрĕ. Ульяновск облаçĕнчи таврапĕлỹçĕсен пĕрлĕхĕ 25 çул тултарнине тата И.Я. Яковлев Аслă Вĕрентекенĕмĕре халалланă мероприятие Чăваш Республикинчен 18 халăх академикĕ çитсе килчĕ, чăваш академикĕсен пĕрлĕхĕн ертỹçи Е.Е. Ерагин, чăваш таврапĕлỹçисен пĕрлĕхĕн вице-президенчĕ Виталий Станьял, Шупашкар, Çĕнĕ Шупашкар хулисенчи, Патăрьел, Етĕрне, Муркаш, Хĕрлĕ Чутай, Красноармейски районĕсенчи таврапĕлỹçĕсем, çав шутра эпĕ те. Шупашкартан ирпе 5 сехетре тухнă делегацие Ульяновск облаçĕнчи таврапĕлỹçĕсем “Чĕмпĕр-Çĕрпỹ” трасса çинче Тимĕрçен пăрăнчăкĕнче çăкăр-тăварпа, кăпăклă чăваш сăрипе кĕтсе илчĕç. Инçе çулта ывăннă ентешсем УОЧНКА Хĕра ... Малалла вула

Миçе çын пăхнă: 9 | Хăçан хушнă: 28.04.2018 | Рейтинг: 5.0/1 | Комментарисем (0)

Сăн ÿкерчĕк

Геннадий Юмарт çуралнăранпа 80 çул çитнĕ май 2018 çулхи ака уйăхĕн 16-30-мĕшĕсенче ирттерекен «Улăп - 2018» викторина ыйтăвĕсем

1. Геннадий Юмарт ăçта тата хăçан çуралнă? Юмарт сăмах (псевдоним) мĕне пĕлтерет? 
2. Унăн ачалăхĕ çинчен мĕн пĕлетĕр? Сăвă çырма ăна мĕн хистенĕ? Вăл ăçта-ăçта вĕреннĕ тата ĕçленĕ, мĕнле пултарулăхпа палăрнă? 
3. Геннадий Юмарт хăйĕн пĕрремĕш сăввисене ăçта-ăçта тата хăçан пичетленĕ? Пĕрремĕш сăвă кĕнеки мĕн ятлă тата хăçан пичетленнĕ? 
4. Юмарт псевдонимлă авторсем чăваш литературинче тата пур. Камсем вĕсем тата мĕн сăлтавпа пĕр пек хушăм ят илнĕ? 
5. Поэт хăш халăх поэчĕсен сăввисене чăвашла куçарнă? Унăн хăйĕн сăввисене хăш халăх чĕлхисене куçарнă? А.С. Пушкин сăввисене чăвашла куçарса мĕн ятлă кĕнеке кăларнă? Унăн «Шла синица в гости к птицам» кĕнеки Мускаври «Мал ... Малалла вула

Миçе çын пăхнă: 34 | Хăçан хушнă: 14.04.2018 | Рейтинг: 5.0/1 | Комментарисем (0)

Сăн ÿкерчĕк

Медале чăваш литературипе искусствине тата культурине малалла аталантарас ĕçре уйрăмах палăрнăшăн, районти ял çыннисен тĕрлĕ социаллă сийĕн культура аталанăвĕнчи халăх пултарулăхĕн хастарлăхне ÿстернĕшĕн параççĕ.

Медале уйрăм пултаруллă çынсене, пултарулăх коллективĕсене, шкулсемпе ача сачĕсене, патшалăх предприятийĕсемпе учрежденийĕсене, коммерциллĕ фирмăсене тата ĕç коллективĕсене пама пултараççĕ.

Медале тивĕçлĕ кандидатсене Чăваш Республикин кунĕ – çĕртме уйăхĕн 24-мĕшĕ тĕлне пĕр уйăх малтан тăратма пуçлаççĕ. Кандидатсене политикăлла партисемпе обществăлла юхăмсем, профсоюзсен тата творчествăлла пĕрлешÿсен ертсе пыракан органĕсем, ĕç коллективĕсем тăратма пултараççĕ. Тăратакан организацин Нестер Янкас ячĕллĕ пĕрлĕхĕн членне кĕмелле, тивĕçлĕ взнос укçи тÿлемелле. Кунсăр пуçне тăратнă çыннăн автобиографийĕ, пичетпе алă пусса çирĕплетнĕ характеристики тата тăратакан организац ... Малалла вула

Миçе çын пăхнă: 20 | Хăçан хушнă: 11.04.2018 | Рейтинг: 5.0/1 | Комментарисем (0)

Сăн ÿкерчĕк

Александр Степанов-Пăртта — чăвашсен хальхи паллă драматургĕ, Трак енĕн пултаруллă та талантлă çыравçи. Вăл Красноармейски районĕнчи Алманч ялĕнче 1963 çулхи ака уйăхĕн 4-мĕшĕнче çуралнă. Çак кунсенче Александр Иванович хăйĕн юбилейне паллă турĕ. Пултаруллă çамрăк ялти вăтам шкултан вĕренсе тухсан, Ярославль хулинчи Ф. Волков ячĕллĕ академи драма театрĕ çумĕнчи театр училищинче вĕреннĕ. Алла диплом илсен, Александр Степанов Шупашкарти пукане театрĕнче вăй хума тытăннă. Кунта вăл 1985-1990 çулсенче тимленĕ. Тăрăшулăхĕпе талантне кура 1990 çулта çамрăк артиста Çеçпĕл Мишши ячĕллĕ Чăваш патшалăх çамрăксен театрне йыхравлаççĕ. Театрта Александр Иванович чăн-чăн чăваш арĕсен ролĕсене калăплама тытăннă. Кашни ролех: çирĕп кăмăллă арçын-и е айванкка çын сăнарĕ — чунне парса вылять маттур артист. 2003 çулта А.И. Степанов-Пăрттана “Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ артисчĕ”, 2018 çулта - "Чăваш халăх артисчĕ" хисеплĕ ятсене парса чы ... Малалла вула

Миçе çын пăхнă: 7 | Хăçан хушнă: 11.04.2018 | Рейтинг: 0.0/0 | Комментарисем (0)

Сăн ÿкерчĕк

Районти Культура çуртĕнче композитор, юрăпа поэзи тата халăх юррин пултарулăхĕн республикăри “Шетмĕпе Çавал кĕввисем” XX фестивалĕ иртрĕ. Хальхинче ăна хамăрăн мухтавлă та ят-сумлă ентеше — композитора, хор дирижерне, педагога, публициста, СССР Патшалăх премийĕн лауреатне, РСФСР халăх артистне, Чăваш тата тăванла Дагестан АССР искусствисен тава тивĕçлĕ ĕçченне, Çавалçырма ялĕнче çуралнă Филипп Миронович Лукина халалласа йĕркелерĕç. Сăмах май, кăçал чăваш музыкин “шур сухалĕ” çуралнăранпа 105 çул çитет. Çавăнпа та фестиваль пуçламăшĕнче унăн пĕр юрри янăрарĕ. Вăл “Чăваш Ен — тăванлăх çĕршывĕ” ятлă (сăвви — Юрий Сементерĕн), ăна районти Культура çурчĕ çумĕнчи халăх хорĕ мăнаçлăн шăрантарчĕ (ертỹçи — ЧР культурăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ Н. Никоноров). Çак хорах Ю. Сементер сăввипе Н. Зимин кĕвĕленĕ “Вăййи селĕм пултăрччĕ” юрра та парнелерĕ. — Кăçал фестивале хутшăнакансемшĕн паллă çул ... Малалла вула

Миçе çын пăхнă: 10 | Хăçан хушнă: 11.04.2018 | Рейтинг: 0.0/0 | Комментарисем (0)

Сăн ÿкерчĕк

Нарăсăн 20-мĕшĕнче ят-сумлă ентеш — Н.К. Янкас сăвăç çуралнăранпа 109 çул çитрĕ. Нестер Кириллович, Сталин репрессине лекнĕскер, Анат Тагилти тĕрмере 1942 çулхи раштавăн 27-мĕшĕнче асапланса вилнĕ. Ун чухне вăл пурĕ те 33 çулта кăна пулнă. Анчах та самана йыхравçин пултарулăхĕпе ĕçĕ-хĕлĕ халăхра манăçмаççĕ. Мухтавлă сăвăç ячĕпе районта культурăпа искусство тата литература пĕрлĕхĕ ĕçлет, 1990 çултан пуçласа чи маттуррисем ун ячĕллĕ премине тивĕçеççĕ. Халĕччен çак премине 66 çынпа 18 пултарулăх ушкăнне чысланă. Кăçалхипе лауреатсен чыславĕн каçĕ 28-мĕш хут иртрĕ. Çак йыша хальхинче тата 4-ăн хушăнчĕç. Чыслав каçне Н. Янкас ячĕллĕ преми лауреачĕ Н. Филиппова конферансье уçса йĕркелесе пычĕ. Надежда Андреевна сцена çине район администрацийĕн пуçлăхне А. Кузнецова, Н. Янкас ячĕллĕ пĕрлĕх правленийĕн председательне И. Прокопьева тата ЧНКн районти уйрăмĕн ертỹçине З. Михайловăна йыхравларĕ. — Районти чылай ĕç коллективĕнче пулнă хыççăн Трак ен малаш ... Малалла вула

Миçе çын пăхнă: 5 | Хăçан хушнă: 11.04.2018 | Рейтинг: 0.0/0 | Комментарисем (0)

Сăн ÿкерчĕк

 Пуш уйăхĕн 25-мĕшĕнче паллă ентешĕмĕр, юрăç, 60-мĕш çулсенче палăрнă çыравçă Владимир Егорович Харитонов 85 çул тултарнă пулĕччĕ. В. Харитонов 1933 çулхи мартăн 25-мĕшĕнче хамăр районти Пайсупин ялĕнчи колхозник çемйинче çуралнă. Унăн ачалăхĕ Тăван çĕршывăн Аслă вăрçин вăхăчĕпе çыхăннă. Хаяр вăрçă тухнă çул Володя 8 çул тултарнă пулнă. Ашшĕ, Якур, хаяр вăрçăра, 1942 çулта Мускав патĕнче пуçне хурать. Амăшĕ йывăр чирлесе ỹкет. Çемьере пилĕк ача. Володя — виççĕмĕшĕ. Юнлă вăрçă тапхăрĕнче нушапа тертне нумай тỹснĕ пулас çыравçă. Апла пулсан та, çамрăкăн пуплесси, шỹтлесси, ташă-юрăпа туслашасси пĕтмен. Пулас поэт шкулта вĕреннĕ çулсенче, каникул кунĕсенче кĕтỹ кĕтнĕ, çитĕннисемпе юнашар тăрса ака-суха тунă. Çамрăклах “Нарспи” поэмăна пăхмасăр калама вĕреннĕ вăл. Çеçпĕл Мишши, Петĕр Хусанкай, Александр Пушкин, Михаил Лермонтов, Сергей Есенин сăвви-поэмисене тăрăшса вуланă. Мăшăрĕ — Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ артистки, Шупашк ... Малалла вула

Миçе çын пăхнă: 9 | Хăçан хушнă: 11.04.2018 | Рейтинг: 5.0/1 | Комментарисем (0)

1 2 3 ... 48 49 »


Кĕмелли форма

Шырав

Кун тăрăм
«  Çу 2018  »
ТнЫтЮнКçЭрШмВс
 123456
78910111213
14151617181920
21222324252627
28293031

Хыпарсем архивĕ

Ыйту
Нестер Янкас ячĕллĕ пĕрлĕх ĕçне епле хак паратăр?

Пурĕ миçе хурав: 48

Баннерсем

null

null

null

chuvash.eu

Пушкăрт чăвашĕсен хаçачĕ


Сайт тусĕсем

Статистика



Кунта халĕ: 1
Хăнасем 1
Юзерсем 0

!--
Copyright © Аксар Чунтупай 2018Сделать бесплатный сайт с uCoz