Кĕçнерникун, 18.04.2024, 18:38
Эсир кунта çак ятпа кĕтĕр Хăна | Ушкăн "Хăнасем"

Тĕп страница | Манăн профиль | Тухас

                     Нестĕр Янкас ячĕллĕ пĕрлĕх

                

)?>
Салам кĕтесĕ
500


Тĕп страница » Файлсем » 2016 çул

Вера Архипова культура ĕçченĕ
[ ] 05.03.2017, 15:12

Вера Севастьяновна Архипова культура ĕçченне, Чăваш Республикин Наци библиотекинче литературăпа искусство пайĕн массăллă ĕçпе тата информаципе тивĕçтерес енĕпе ĕçлекен тĕп библиотекаре 2016 çулта Красноармейски (Трак) районĕнче çуралса ÿснĕ пултаруллă ентешсен ĕçне-хĕлне тĕрлĕ майпа çутатса тăнăшăн тата ăна халăх хушшинче анлă сарнăшăн, хамăр районăн культура аталанăвне çĕклеме сумлă тÿпе хывнăшăн. Лауреат ятне пама «Шупашкарти «Трак ен» ентешлĕх» обществăлла организаци тăратнă.

Вăл 1962 çулта Çĕмĕрле районĕнчи Юманай ялĕнче çуралнă. Хусанти культура институтĕнче пĕлÿ пухнă, библиотековед тата библиограф специальноçĕсене алла илнĕ. 2005 çултанпа Чăваш наци библиотекинче ĕçлет. 2014 çултанпа çак библиотекăн литературăпа искусство пайĕнче информаципе тивĕçтерес тата массăллă ĕçсен тĕп библиотекарĕнче тимлет. Обществăлла ĕçсене хастар хутшăнать, уйрăмах Чăваш наци конгресĕ, Чăвашсен обществăпа культура центрĕ, «Трак ен» ентешлĕх обществăлла организацисен ĕçне-хĕлне вăй-хал парса тăрать. Вăл  «Трак ен» ентешлĕхĕн 25 çулне, Тусай ялĕ 600 çул тултарнине, Красноармейски район кунĕсене, районти акатуйсене йĕркеленĕ çĕрте пулнă. Çав вăхатра пултаруллă ентешсен (Николай Егоров художник, Филипп Лукин композитор, Владимир Егоров артист-юрăç, Юрий Сементер поэт, Николай Карлин композитор тата ытти те) ĕçĕ-хĕлне анлă çутатма, вĕсен пултарулăхне халăха кăтартма тата сарма пулăшнă.

Категори: 2016 çул | Кам хушнă: mixaj_58
Миçе çын пăхнă: 321 | Уçланă: 0 | Рейтинг: 5.0/2 |
Пурĕ миçе комментари: 0


Кĕмелли форма

Пайри уйрăмсем

Шырав

Ыйту
Cайта хак парăр
Пурĕ миçе хурав: 88

Баннерсем

null

null

null

chuvash.eu

Пушкăрт чăвашĕсен хаçачĕ


Сайт тусĕсем

Статистика



Кунта халĕ: 1
Хăнасем 1
Юзерсем 0

!--
Copyright © Аксар Чунтупай 2024Сделать бесплатный сайт с uCoz