Шăматкун, 20.04.2024, 17:26
Эсир кунта çак ятпа кĕтĕр Хăна | Ушкăн "Хăнасем"

Тĕп страница | Манăн профиль | Тухас

                     Нестĕр Янкас ячĕллĕ пĕрлĕх

                

)?>
Салам кĕтесĕ
500


Тĕп страница » Файлсем » 2016 çул

Татьяна Борисова сăвăç, публицист тата общество корреспонденчĕ
[ ] 05.03.2017, 15:26

Татьяна Ивановна Борисова сăвăçа, публициста тата общество корреспондентне 2016 çулта кун çути кăтартнă, 2 кăларăмран тăракан «Асăмран каймасть Супар шкулĕ» асаилÿпе публицистика кĕнекишĕн. Лауреат ятне пама Чăваш Республикинчи таврапĕлÿçĕсен пĕрлĕхĕн Красноармейскинчи уйрăмĕ тăратнă.

Вăл 1963 çулта Красноармейски районĕнчи Супар ялĕнче нумай ачаллă çемьере çуралнă. Сăмах май, вăл хăй те паян 5 ача амăшĕ. Супарти тата Еншик Чуллăри шкулсенче пĕлÿ пухнă. Шупашкарти тата Калуга облаçĕнчи ÿнер шкулĕсенче вĕреннĕ, Чăваш патшалăх педагогика институтĕнче аслă пĕлÿ илнĕ, «хохломская роспись» тата «роспись по дереву», педагог специальноçĕсене алла илнĕ. Шупашкарти заводра художник-оформительте, Кÿкуçри тата Тракри ачасен искусство шкулĕсенче вăй хунă. Юлашки вăхăтра сăвă çырас пултарулăхра тата общество корреспонденчĕн ĕçĕпе палăрнă. 2013 çулта «Пĕр сукмакпа утар-и юнашар…» сăвă кĕнеки кăларнă, 2016 çулта вара икĕ томран тăракан «Асăмран каймасть Супар шкулĕ» публицистика-асаилÿ кĕнеки кун çути кăтартнă.

Категори: 2016 çул | Кам хушнă: mixaj_58
Миçе çын пăхнă: 289 | Уçланă: 0 | Рейтинг: 5.0/1 |
Пурĕ миçе комментари: 0


Кĕмелли форма

Пайри уйрăмсем

Шырав

Ыйту
Нестер Янкас ячĕллĕ пĕрлĕх ĕçне епле хак паратăр?

Пурĕ миçе хурав: 50

Баннерсем

null

null

null

chuvash.eu

Пушкăрт чăвашĕсен хаçачĕ


Сайт тусĕсем

Статистика



Кунта халĕ: 1
Хăнасем 1
Юзерсем 0

!--
Copyright © Аксар Чунтупай 2024Сделать бесплатный сайт с uCoz