Кĕçнерникун, 25.04.2024, 00:58
Эсир кунта çак ятпа кĕтĕр Хăна | Ушкăн "Хăнасем"

Тĕп страница | Манăн профиль | Тухас

                     Нестĕр Янкас ячĕллĕ пĕрлĕх

                

)?>
Салам кĕтесĕ
500


Тĕп страница » Пĕлтерÿсен хăми » Пĕлтерÿсем

Нарăсăн 25-мĕшĕнче Нестер Янкас ячĕллĕ пĕрлĕхĕн уяв каçĕ пулать
Информация | 24.02.2010, 22:53


Нарăсăн 25-мĕшĕнче каçхине 19 сехетре Красноармейски район центрĕнчи Халăх пултарулăх çуртĕнче Нестер Янкас ячĕллĕ литературăпа искусство тата культура пĕрлĕхĕн уяв каçĕ пуçланать. Уяв каçĕнче пĕрлĕхĕн 20 çулхи ĕçĕ-хĕлне пĕтĕмлетеççĕ. Кунсăр пуçне пĕрлĕх хастарĕсем хăйсен аса илĕвĕсемпе паллаштараççĕ, литературăпа искусство тата культура аталанăвĕнче палăрнă ентешсене 2009 çулшăн тата çак ĕçшĕн маларах тивĕçнĕ Преми лауреачĕсене Нестер Янкас лауреачĕн кăкăр çине çакмалли паллипе чыслаççĕ. Çакăнтах Нестер Янкас ячĕллĕ пĕрлĕх сайчĕ урлă ирттернĕ "Ачасен пултарулăхĕ" инçет литература конкурсĕнче çĕнтерÿçĕ ятне тата малти вырăна тивĕçнĕ шкул ачисене чылаççĕ. Уяв каçĕ пысăк концертпа вĕçленет. Унта Шупашкарти артистсен тата хамăр ентешсен пултарулăхĕпе ăсталăхне курса савăнма пулĕ. Пурне те уяв каçне йыхăратпăр.
Кам хушнă: mixaj_58 | Контактри çын: Виталий Михайлов
Миçе çын пăхнă: 524 | Хăçанччен хушнă: 24.03.2010 | Рейтинг: 5.0/1 |
Пурĕ миçе комментари: 0


Кĕмелли форма

Пайри уйрăмсем

Шырав

Ыйту
Нестер Янкас ячĕллĕ пĕрлĕх ĕçне епле хак паратăр?

Пурĕ миçе хурав: 50

Баннерсем

null

null

null

chuvash.eu

Пушкăрт чăвашĕсен хаçачĕ


Сайт тусĕсем

Статистика



Кунта халĕ: 1
Хăнасем 1
Юзерсем 0

!--
Copyright © Аксар Чунтупай 2024Сделать бесплатный сайт с uCoz