Кĕçнерникун, 25.04.2024, 14:50
Эсир кунта çак ятпа кĕтĕр Хăна | Ушкăн "Хăнасем"

Тĕп страница | Манăн профиль | Тухас

                     Нестĕр Янкас ячĕллĕ пĕрлĕх

                

)?>
Салам кĕтесĕ
500


Тĕп страница » Пĕлтерÿсен хăми » Пĕлтерÿсем

Михаил Ильина асăнса
Информация | 06.11.2010, 22:28
Çапла, хăй тĕллĕн вĕреннĕ композитор, "Çавалпа Шетмĕ кĕввисем" фестивалĕн лауреачĕ, Нестер Янкая ячĕллĕ пĕрлĕх ирттерекен мероприятисене хастар хутшăннă, Красноармейски ялĕнче пурăннă Михаил Ильич учитель-вĕрентекен пирĕнтен уйрăлса кайни 40 кун çитрĕ. 
Пирĕн район çыннисем питĕ хисепленĕ тата юратнă М. Ильин 1927 çулхи сентябрĕн 9-мĕшĕнче Кушкă ялĕнче çуралнă. Унăн ашшĕ учитель, амăшĕ хут пĕлмен чăваш хĕрарăмĕ пулнă.
Миша 7 класне Кушкă шкулĕнче, 8—9 классене Мăн Шетмĕре, 10-мĕшне вара Красноармейски вăтам шкулĕнче пĕтернĕ.
1950 çулта Шупашкарти пединститутран вĕренсе тухнă хыççăн Михаил Ильич 6 çул хушши Красноармейскинчи вăтам шкулта истори учителĕ пулса ĕçленĕ. 1956—1960 çулсенче вăл РОНОра инспекторта тăрăшнă. 1960—1998 çулсенче Красноармейски шкулĕнче (халĕ Трак гимназийĕ) истори, обществоведени тата физкультура учителĕнче вăй хунă.
Çав çулсенче ăна парти райкомĕпе райĕçтăвком тата РОНО тĕрлĕрен обществăлла ĕçсем шанса панă. Вăл 38 çул хушши ĕç коллективĕсенче пропагандистра тăрăшнă тата художество кружокĕсене ертсе пынă, пĕр хушă районти ĕçпе юрă уявĕнче пĕрлештернĕ хорăн дирижерĕ пулнă.
М. Ильин спортпа питĕ туслă пулнă, нумай ачасене спорт çулĕ çине тăма пулăшнă. Çав вăхăтрах вăл хăй те тĕрлĕ ăмăртусене хутшăннă, чушкăлла, волейболла тата футболла вылянă, йĕлтĕрпе чупнă. Шашка вăййинче вăл темиçе хутчен те республикăри ăмăртусенче çеç мар, Раççей Федерацийĕн шайĕсенче те малти вырăнсене çĕнсе илнĕ. Михаил Ильич ертсе пынă "Çамрăк шашист” кружок членĕсем республикăри ăмăртусенче 10 хутчен пĕрремĕш, 3 хутчен иккĕмĕш вырăнсене йышăннă. Юлашки вăхăтра ноябрь уйăхĕнче шашкăлла выляса М. Ильинăн призне çĕнсе илессишĕн ăмăрту ирттересси йăлана кĕнĕччĕ. Республикăри шашистсен федерацийĕ Михаил Ильича асăнса кăçал та çак ăмăртăва ирттерме йышăнни çинчен хыпарларĕ.
Çапла ларма-тăма тата канма пĕлмесĕр ирттерчĕ хăйĕн пурнăçне М. Ильин. Кăçалхи сентябрĕн 21-мĕшĕнче вăл 83 çул тултарчĕ. Йывăр чирленĕ хыççăн пирĕнтен ĕмĕрлĕхех уйрăлса кайрĕ. Шкулта, спортра, музыкăра тата ытти çĕрте ĕçлесен те вăл хăйĕн тивĕçне чунтан парăнса пурнăçласа пынă.
Ахальтен мар ăна "ЧР тава тивĕçлĕ учителĕ” ята парса чысланă, 130 ытла грамота, çав шутра икĕ Чăваш Республикин Хисеп грамоти, килĕнче упранать.
Эпир, унăн тăванĕсем, спортсменсем тата юрă-кĕвĕ юратакансем Михаил Ильича манмастпăр, унăн çутă сăнарĕ яланах пирĕн асра пулĕ.
Кам хушнă: mixaj_58 | Контактри çын: С.И.Железин
Миçе çын пăхнă: 525 | Хăçанччен хушнă: 06.12.2010 | Рейтинг: 5.0/1 |
Пурĕ миçе комментари: 2
0  
2 mixaj_58   (26.11.2010 17:37) [Материал]

Сулахайран сылтăмалла пĕрремĕшĕ - М.Ф.Ильина учительница


0  
1 mixaj_58   (26.11.2010 17:36) [Материал]
Çапла, Мария Федоровнан 75 çулхи юбилейне тата Михаил Ильичпа пĕрлешнĕ кунĕ 50 çул çитнине уявлама хатĕрленнĕ вăхăтра вĕсен çемйинче пысăк хуйхă сиксе тухрĕ. Йывăр чирлесе выртнă хыççăн сентябрĕн 21-мĕшĕнче унăн мăшăрĕ — Михаил Ильич — ĕмĕрлĕхех куçне хупрĕ.
Мария Федоровна Ильина 1935 çулта октябрĕн 22-мĕшĕнче Çырмапуç Карай ялĕнче колхозник çемйинче çуралнă. 1943 çулта Карай шкулĕнчи 1-мĕш класа кайнă. Вăл çулсенчи йывăрлăхсене эпир, вăрçă ачисем, халĕ те лайăх астăватпăр. Ашшĕ, Федор Тимофеевич Максимов, 1941 çулта фронта тухса каять. Амăшĕ, Егорова Марфа Егоровна, 4 ачипе, асли 13-ре, кĕçĕнни 7 уйăхра, килти хуçалăха тытса пынă. Вĕсем 1943 çулта ашшĕ вилни çинчен çырса пĕлтернĕ хута илсен çемйипех макăрнине Мария Федоровна халĕ те манаймасть.
Вăл Карай шкулне лайăх паллăсемпе пĕтернĕ хыççăн 1950 çулта Çĕрпÿри педучилищĕне вĕренме кĕрет. 4 çул хушши кашни эрне вĕçĕнче 30 çухрăм утса киле çÿренĕ. 1954 çулта Шупашкарти пединститута вĕренме кĕрет. Унта вĕреннĕ чухне икĕ çул уçнă çерем çĕрсенчи тыр-пула пухма кайса килнĕ.
Пединститута 1959 çулта лайăх паллăсемпе пĕтернĕ хыççăн Именкассинчи шкулта ĕçлет. 1960 çулта вара Красноармейски вăтам шкулĕнче истори предметне вĕрентме пуçлать. Çав çулах вĕсем Михаил Ильичпа çемье çавăраççĕ.
"Лаша пуласси тихаран паллă, çын пуласси — ачаран", — теççĕ халăхра. Мария Федоровна лайăх вĕренсе тавра курăмне анлăлатма тата хăй палăртнине пурнăçлама яланах тăрăшнă.
Трак шкулĕн историйĕ питĕ пуян та нумай енлĕ. Унта ĕçпе те, чыспа та хисепе тивĕçнĕ педагогсем нумай пулнă. Çак коллективра ĕçлесе чапа тухнă учительсен йышĕнче Мария Федоровнапа Михаил Ильича аса илмесĕр ăçтан хăварăн. Вĕсем ĕçленĕ вăхăтсенчи çак паллă шкула Ф. Рекеев, А. Попов, И. Филиппов, А. Иванов, М. Прохоров тата Е. Лемм ертсе пынă. 1960—1980 çулсенче эпир, ун чухнехи район ертÿçисем, çапла каланăччĕ: "Çĕр-шывра университетсем хушшинче Мускаври Ломоносов ячĕпе хисепленекен университет пĕр-икĕ шкала çÿлерех вырăнта тăрать, çавăн пекех пирĕн районти шкулсем хушшинче Красноармейски вăтам шкулĕ пĕр-икĕ шкала çÿлерех тăрать", — тенĕ.
Çакăн пек коллективра тăрăшнă Мария Федоровнапа Михаил Ильич 1960—1992 çулсенче. 1992 çулта Мария Федоровна тивĕçлĕ канăва тухнă. Çав çулах ăна УПКна ĕçлеме чĕнеççĕ, унта вăл 1997 çулччен ĕçлет.
Вĕсен Инна хĕрĕ Санкт-Петербургра пурăнать, вĕсем Красноармейскине час-часах килсе çÿреççĕ. Мария Федоровнана тус-тантăшĕсем, учительсем, спортсменсем тата тăванĕсем манмаççĕ.
Ахальтен мар вăл 1975 çулта "Отличник народного просвещения", 1986 çулта "Старший учитель",1989 çулта "Заслуженный учитель Чувашской Республики" ятсене тивĕçнĕ.



Кĕмелли форма

Пайри уйрăмсем

Шырав

Ыйту
Нестер Янкас ячĕллĕ пĕрлĕх ĕçне епле хак паратăр?

Пурĕ миçе хурав: 50

Баннерсем

null

null

null

chuvash.eu

Пушкăрт чăвашĕсен хаçачĕ


Сайт тусĕсем

Статистика



Кунта халĕ: 1
Хăнасем 1
Юзерсем 0

!--
Copyright © Аксар Чунтупай 2024Сделать бесплатный сайт с uCoz